Раççейри Финанс министерстви çĕршыври регионсен патшалăх парăмĕпе çыхăннă кăтартусене пичетлесе кăларнă. Вĕсемпе килĕшÿллĕн пирĕн республикăн парăмĕ 71,1 млрд тенкĕпе танлашать. Çакă тем пысăкăш хисеп пек туйăнать, пăшăрханма вăхăт çитмерĕ-ши? Экономистсем документсене тĕпченĕ хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ тунă: пăлханма кирлĕ мар. Лайăхрах пăхсан лару-тăру пачах урăхла.
«Парăмсем» мĕнрен тăнине пăхса тухар. Çурри ытла – бюджет кредичĕсем (42,2 миллиард тенкĕ), иккĕмĕш вырăнта – республика кăларнă облигацисем (21 млрд тенкĕ), виççĕмĕш вырăнта – гарантисем (7,9 миллиард тенкĕ). Чи хаклă шутланакан банк кредичĕсем республикăн çук. Ноль тенкĕ те ноль-ноль пус.
Мĕн вăл патшалăх гарантийĕсем? Пĕр-пĕр компани кредит илет, çăка кĕрекенĕ (поручитель) – республика. Пирĕн тĕслĕхре лару-тăру çапларах: «Республикăри коммуналлă компани» Ĕпхÿре Забелье валли шыв пăрăхĕсем тăсать, правительство инвестор хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçланине пĕлтерет. Республика пĕр пус та укçа-тенкĕ тăкман, анчах бухгалтер докуменчĕсемпе килĕшÿллĕн хут çинче «парăм» пур.
Облигацисем вĕсем – парăмлă хаклă хутсем. Тĕслĕхрен, компание миллион тенкĕ кирлĕ. Вăл 500 тенкĕлĕх икĕ пин облигаци кăларать. Çынсем вĕсене туянаççĕ те çапла майпа кивçен укçа параççĕ, ун вырăнне уйăхсерен е кварталта пĕрре хăйсен процентне илеççĕ. Облигацисене çĕршыври пур регион та тенĕ пекех кăларнă, вĕсене «вăрăм укçа» теççĕ, вĕсен проценчĕсем коммерци банкĕсенчен чылай пĕчĕкрех.
Чи интересли – мĕнпур парăмăн çурри шутланакан «бюджет кредичĕсем». Вĕсем пирĕн виçĕ тĕрлĕ («инфраструктурăллă бюджет кредичĕсем», «ятарлă казначей кредичĕсем» тата «инфраструктура облигацийĕн механизмĕпе усă куракан патшалăх гарантийĕсем»). Сире вĕсен уйрăмлăхĕсене уçса паракан йывăр ăнланусемпе тиеместпĕр, чи пĕлтерĕшли – Раççей Правительстви виçĕ процентлă чи пĕчĕк ставкăпа вăрах вăхăта укçа пани. Анчах ку укçана ĕç укçипе преми тÿленĕ, çĕнĕ шкулсемпе больницăсем тунă çĕрте тăкаклама юрамасть.
Ку вăл – çурт-йĕр тата ытти строительство валли уйăрнă укçа. Çав шута инженерипе коммуналлă сетьсем тăвасси те кĕрет. Республикăра çак укçапа Рыленко урамне, Пугачев урамне каякан çул юппине, Кузнецовский Затонри шкула тăваççĕ, Пугачев урамне, Нефтекамск хулинчи тасатмалли сооруженисене çĕнетеççĕ, Шуратăл юхан шыв урлă каçмалли аркăллă кĕпере тата Ĕпхÿ хулинчи 24 çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕ тăваççĕ.
Сăмахран, Ĕпхÿ леш енче çак укçапа часах шыв пăрăхĕпе канализаци тăсĕç. Шыв пулсан çынсем ытларах уйрăм çуртсем лартма пуçлĕç, шкул тата больница хăпартма пулĕ, район пурăнма пуçлĕ, çĕнĕ лавккасем, офиссемпе производствăсем уçăлĕç.
«Асăннă предприятисен, çемьесен тупăшĕсем – пурте НДФЛ тÿлевĕ урлă бюджета таврăнĕç, лавккасенче тата пулăшу ĕçĕсенче тăкакланĕç, вĕсем те хыснана таврăнĕç, – тет РФ Правительстви çумĕнчи Финанс университечĕн Ĕпхÿ филиалĕн «Экономика, менеджмент тата маркетинг» кафедрин доценчĕ Рустем Камалов.
Тĕрĕссипе каласан, документ тăрăх вĕсем – тупăшсем, факт тăрăх – каярах нумайрах пултăр тесе малашлăха хывнă укçа-тенкĕсем.
Парăм тиевĕ пысăк мар
Шухăшласа пăхăр-ха, икĕ çын банкран çулталăка пĕр пек процентпа 100 пин тенкĕ илет. Пĕрремĕшĕ вăтăр пин ĕçлесе илет, иккĕмĕшĕ – 100 пин. Кама тÿлесе татма çăмăлрах. Паллах, иккĕмĕшне. Вăл хăйĕн тупăшĕн вуннăмĕш пайне парать, пĕрремĕшĕ – виççĕмĕш пайне. Регионсен те çавăн пекех, парăмăн калăпăшне мар, тупăшăн хăш пайне процентпа пама тивнине пăхмалла.
Экономика наукисен докторĕ, Социаллă пурнăçпа экономика тĕпчевĕсен институчĕн регион экономикин хальхи проблемисен лабораторийĕн заведующийĕ Ильдар Зулькарнай ăнлантарса панă тăрăх, Раççей бюджет кодексĕпе килĕшÿллĕн парăм тиевĕ тупăшăн 50 процентĕнчен ытла пулма пултараймасть, Пушкăртстанăн вара сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 27,8%. Абсолютлă цифрăсенче – пирĕн парăм пысăк, анчах республика тупăшĕ ăна лăпкăн тÿлеме май парать.
Сăмахран, сентябрь пуçламăшĕ тĕлне РФ правительстви пирĕн 4,3 млрд тенкĕ парăма илнĕ укçасене пăрахăçланă, çавна май патшалăх парăмĕ 66,8 млрд тенкĕ тăрса юлнă. Федераллă правительство çак укçан 50 процентне çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмне аталантарма ярас пулсан, парăмăн 2/3 пайне пăрахăçлама ирĕк пачĕ. Урăхла каласан, республика кивĕ парăмсенчен хăтăлчĕ, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферине çĕнетме валли укçа-тенкĕ илчĕ.
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.