Пур хыпар та
Общество
10 Кӑрлач , 15:00

Çĕнĕ чиркÿре пĕрремĕш кĕлĕ иртрĕ

Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнчи Çветтуй Иннокенти Успенски ячĕллĕ чиркÿре пĕрремĕш Турă литургийĕ иртрĕ.

Çĕнĕ чиркÿре пĕрремĕш кĕлĕ иртрĕ
Çĕнĕ чиркÿре пĕрремĕш кĕлĕ иртрĕ

– 2019 çулта вырăнта пурăнакан Петр Трофимов пĕр ял çыннисене Тÿртÿллĕре чиркÿ хăпартма сĕнчĕ. Граждансен пухăвне йĕркелерĕмĕр, пĕрремĕш чула хывмалли вырăна суйларăмăр. Петр Геннадьевичпа пĕр шухăшлă çынсем сăваплă çуртăн никĕсне турĕç, çуртăн аялти хутне хăпартрĕç. Ыркăмăллăх счетне уçнă май укçа-тенкĕ пухма пуçларĕç. Çак ĕçе вырăнта пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Тÿртÿллĕ ял хутлăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ Ирина Андреева йĕркелесе пычĕ.
Пирĕн ялта чиркÿ хăпартас ĕçе тÿпе хывман çын çук та пулĕ. Турă çуртне çĕкленĕ çулсенче Тÿртÿллĕ ял Канашĕнче пурăнакансем тата кунта çуралса ÿссе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тымар янисем палăртнине пурнăçа кĕртме 10 миллион тенкĕ яхăн тăкакларĕç. Игорь Файзуллин усламçă яланах техникăпа пулăшрĕ, чиркĕвĕн тăррине хăпартма 150 пин тенкĕ уйăрса пачĕ.
Ку вăл – чăннипех халăх стройки. Арçынсем субботниксене хутшăнчĕç, хĕрарăмсем вĕри апат пĕçерчĕç. Тÿртÿллĕ çыннисен пĕрлĕхĕ, тăрăшулăхĕпе ĕçченлĕхĕ чиркÿре курăнать. Вăл ялăн чăн-чăн илемĕ пулса тăчĕ, - каласа пачĕ Туртÿллĕ ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Ляйсан Гибатова.
Турă çуртне асăннă ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Орел хулинче пурăнакан Вячеслав Герасимов проекчĕпе килĕшÿллĕн хăпартнă. Кирилл Леонтьев вара мĕнпур ĕçсене йĕркелесе пынă. Шел, кăçал вăл ентешĕсен чĕрисенче тарăн йĕр хăварса сарăмсăр вилнĕ. Чиркĕве çĕклесе лартас ĕçе Петр Трофимовпа Илья Кузнецов, Кирилл Леонтьевпа Геннадий Михайлов, Александр Петровпа Валерий Кузнецов, Валерий Андреевпа Туймазă хулинче тымар янă Игорь Петров хастар хутшăннă. Шаран салинчи ЛПУМГ ертÿçи Азат Нуриев куполсене вырнаçтарма автокрансемпе тивĕçтернĕ. Çынсене таçтанах хăйсем патне чĕнекен ылтăн тĕслĕ куполсене хăйĕн укçи-тенкипе педагогика ĕçĕн ветеранĕ Родион Николаев туяннă. Строительсене вĕри апатпа тивĕçтерессишĕн Венера Петрова яваплă пулнă, кил хуçи арăмĕсем черетпе тутлă та техĕмлĕ апат пĕçернĕ.
Г.Г. Файзуллин ертсе пыракан хресченпе фермер хуçалăхĕн механизаторĕ, «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль хуçи Валерий Андреев строительство ĕçĕсем пирки çапла калать:
– «Беларус» тракторпа строительство лапамне шыв, строительство материалĕсем турттартăм, лапама тикĕслерĕм. Турра чун-чĕререн ĕненсен, ăна шансан вăл пулăшатех. Шăпах Турă илемлĕ чиркĕве туса пĕтерме вăй-хал пачĕ те, – тет вăл.
Чиркÿри пĕрремĕш кĕлĕ Çветтуй Иннокенти Успенски кунĕнче иртрĕ. Уяв литургине хутшăнакансене Шаран район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Филюс Хакимгареев тата Тÿртÿллĕ ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ляйсан Гибатова саламларĕç.
Турă литургине Шаран салинчи Михаил Архангел чиркĕвĕн протоиерейĕ Василий Тымчук, Туймазă хулинчи Андрей Первозванный ячĕпе хисепленекен сăваплă çуртăн настоятелĕ Виталий Беляев протоиерей тата Бакалă салинчи Çветтуй Троицки чиркĕвĕн настоятелĕ Владимир Кум йĕркелесе ирттерчĕç. Тĕне ĕненекенсем сыввисене – сăвап, вилнисене канлĕх сунса çурта çутрĕç. Кĕлĕ вуланă хыççăн чиркÿ йĕри-тавра утса тухрĕç. Турă çуртне уçассипе çыхăннă церемоние ачасем те, ваттисем те хутшăнчĕç. Кашнийĕ ялта тинех чиркÿ уçăлнăшăн чунтан савăнчĕ.
Василий Тымчук протоиерей вырăнта пурăнакансене сăваплă ĕçшĕн, ĕçченлĕхшĕн тав турĕ. Чиркĕвĕн ылтăн тĕслĕ куполĕсем тата чуна хумхантаракан чан сасси ĕçлекенсене, малалла ăнтăлакансене, ăнăçу пулассине шанакансене Туррăн аслă парни пулнине палăртрĕ. Вăл Çÿлти Турра ырлăхшăн, пилшĕн тав тума чĕнсе каларĕ.
Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас