

Уяв программине Мускав хулинчен, Чăваш Енпе Тутарстан республикисенчен, Чĕмпĕр облаçĕнчен сумлă хăнасем хутшăнаççĕ. Вĕсен йышĕнче - Раççей Геройĕ, Раççейри чăвашсен наципе культура автономин председателĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант, Мускавра 1980 çулта иртнĕ Олимп вăййисен призерĕ, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе СССР спорт мастерĕ Сергей Корнилаев тата ыттисем.
Çак куна халласа Шупашкарти Лидия Филиппова поэтесса сăвă йĕркисем шăрçаланă. Хисеплĕ вулакансем, сире унпа хаваспах паллаштаратпăр.
Таймапуç, Ивановпа Ухсай çĕршывĕ…
Кĕçтенттинпа Якку пиччешĕн тав.
Кунти Слак шывĕ, калăн, шăнкăр кĕвĕ,
Сăрт-ту, улăх-çаран… – сÿнми йыхрав.
Слакпуç! Ентешĕмсем! Эсир – тивлетлĕ,
Çак явапа сире пилленĕ йăх-тымар.
Усал çилсем килсе çапсассăн та сехметлĕ,
Пĕлетпĕр: пуç усмасăр çĕкленетĕр кар.
Таймапуç, Слакпуç, чăваш поэзийĕн утравĕ,
Кунта килме тата та пултăрччĕ сăлтав.
Хутшăнусем нихçан ан юлтăрччĕç ÿпкевлĕ,
«Эпир – пĕрле!» - янрать чунри йыхрав.
Лидия ФИЛИППОВА. Шупашкар хули.