Пур хыпар та
Олимпиада - 2019
23 Кӑрлач 2019, 16:31

Вĕренекен çитĕнĕвĕ вĕрентекенрен нумай килет

Январь уйăхĕн 10-11-мĕш кунĕсенче Ĕпхÿре 8-11-мĕш классенче вĕренекен тутар, мари, чăваш, удмурт ачисем валли тăван чĕлхепе олимпиада иртрĕ.

Асăннă мероприятие шкул ачисен чăваш чĕлхипе литературине вĕренес кăмăлне çĕклес, чăваш чĕлхипе литературине, историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче çирĕм çиччĕмĕш хут иртекен ăмăртăва республикăри 23 шкултан 49 чăваш ачи хутшăнчĕ.
Ертÿçĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие вырăсла уçрĕç пулин те, жюри председателĕсем тăватă чĕлхепе – тутарла, чăвашла, марилле, удмуртла – олимпиада уçăлнă ятпа саламларĕç.
Олимпиада виçĕ турпа иртрĕ: викторина, сочинени çырасси, калаçу пуплевĕн конкурсĕ (диалог).
Жюри членĕсем – ПР Вĕрентÿ министерствин наци вĕрентĕвĕн тата регионсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн тĕп специалисчĕ Р.Р.Сафиуллина, Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕн преподавателĕсем: Л.В.Коротаевапа Н.С.Карпова доцентсем, Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Л.Н. Павлова.
Пĕрремĕш турта викторина иртрĕ. Пурĕ 10 ыйту пулчĕ. Жюри çителĕклĕ балл пухнисене палăртрĕ: Ольга Никитина (8 класс, 37,5 балл), Татьяна Федорова (8 класс, 34,5 балл), Виталий Петров (9 класс, 28 балл), Мария Семенова (9 класс, 50 балл), Алена Степанова (9 класс, 47 балл), Кристина Никифирова (10 класс, 38 балл), Антон Спиридонов (11 класс, 49 балл), Анна Васильева (11 класс, 41 балл), Светлана Трофимова (11 класс, 33 балл), Татьяна Павлова (11 класс, 30 балл). Вĕренекенсем чĕлхе тата литература терминĕсене пĕлнине кăтартрĕç, текстри чĕлхе пулăмĕсене суйласа илме, тишкерме, классификацилеме тата чĕлхе пулăмĕсемпе фактсене шухăш енчен вырăнлă, кирлĕлĕхне кура палăртма пултарчĕç. Кунсăр пуçне вĕсем вĕреннĕ хайлавсен ятне, авторне, жанрне тата хăш тапхăрта çырнине тĕрĕс кăтарма пултарчĕç.
Вĕренекенсем сочинени çырассипе хĕрÿ тупăшрĕç. Çирĕм тăватă темăран хăйсене çывăххине суйласа илчĕç, ăна çутатса пама тăрăшрĕç. Саккăрмĕш класра вĕренекенсем «Чăваш ятне çĕклекенсем» темăна суйласа илсе сочинени çырчĕç. «Чи лайăх сочинени» номинацире 80 балл пухнă Ольга Никитина (Авăркас районĕ, Çĕньял шкулĕ), Татьяна Федорова (Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ), Анастасия Кобякова (Кармаскалă районĕ, Йăмран шкулĕ) вĕренекенсен ĕçĕсене палăртмалла.
Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем «Нарспи сăнарĕ мĕне мухтать-ши?», «Кĕрлерĕ вăрçă – çунчĕ çĕр», «Чăваш сăмахĕ – пирĕн ăс-тăн, вăй-хăват» темăсенчен пĕрне суйласа илсе сочинени çырчĕç. «Чи лайăх сочинени» номинацире Надежда Иванова (Авăркас районĕ, Толбазă шкулĕ), Алина Егорова (Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ), Ирина Никитина (Ермеккей районĕ, Янăшма шкулĕ), Алена Степанова (Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ), Мария Семенова (Федоровка районĕ, Ашкатар шкулĕ) 90 балл пухса палăрчĕç.
Вуннăмĕш класра вĕренекенсем «Авалхи сăмахлăх – халăх пурнăçĕн тĕкĕрĕ» темăна кăмăлларĕç. Суйласа илнĕ темăна Диана Михайлова (95 балл, Авăркас районĕ, Пишкайăн шкулĕ), Елизавета Ефремова (92 балл, Чекмагуш районĕ, Юмаш шкулĕ), Анжела Ефимова (90 балл, Çтерлĕ хули), Рада Соколова (90 балл, Чекмагуш районĕ, Юмаш шкулĕ), Ростислав Михайлов (90 балл, Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл шкулĕ) тарăн та анлă уçса пачĕç.
Вун пĕрмĕш класра вĕренекенсем «Селимепе Тухтарăн таса та пысăк юратăвĕ», «Паттăр тăвансемпе мухтанатăп», «Чăвашсен аваллăхĕ – чăваш сăвăçисен хайлавĕсенче сăнланни» темăсене килĕштерчĕç. Жюри членĕсем Светлана Трофимован (Пелепей районĕ, Слакпуç шкулĕ), Константин Фоминăн (Чекмагуш районĕ, Юмаш шкулĕ), Антон Спиридоновăн (Пишпÿлек районĕ, Хушăлка шкулĕ) ĕçĕсене 90 балл лартса хакларĕç. Вĕсен сочиненийĕсенче темипе тĕп шухăшĕ, композици çыхăнулăхĕпе тĕрĕслĕхĕ, сăмах пуянлăхĕпе палăртулăхĕ пурри палăрса тăрать. Ачасем шухăша тĕрĕс те ăнланмалла уçса памашкăн йышлă лексикăпа усă курма тăрăшнă. Çавăн пекех анлă шухăшлани, шкул материалне лайăх пĕлни савăнтарчĕ.
Сахалрах балсем пухнă вĕренекенсен сочиненийĕсем, паллах, орфографипе пунктуаци йăнăшĕсем пуррипе палăрса тăраççĕ. Ĕçсенче ытларах вырăс чĕлхи витĕмĕпе пулакан йăнăшсене палăртса хăвармалла: крестьянсем, прославить тăвать, гордость пысăк тата ытти те. Пуплев йăнăшĕсенчен сăмахсемпе морфемăсен норма тулашĕнчи фонетика варианчĕсем ытларах тĕл пулаççĕ: аннĕшĕ (амăшĕ), аттĕшĕ (ашшĕ), çынсам (çынсем), уна (ăна), çин (çын), курмаç (курмасть). Анлă сарăлнă орфографи йăнăшĕсенчен çаксем: киль (кил), пĕлместь (пĕлмест), тăрăшуллăх (тăрăшулăх), ун вали (ун валли), Нарспийе (Нарспие), çемьи (çемйи).
Олимпиадăн виççĕмĕш тапхăрĕ калаçу пуплевĕн конкурсĕ пулчĕ. Вĕренекенсем ытларах çак темăсенчен («Тăхтав вăхăтĕнче», «Аптекăра», «Телефонпа юлташпа калаçни», «Магазинта», «Хăнара») пĕрне суйласа илсе диалог йĕркелесе хăйсен шухăшне уçса пама пултарчĕç. Чĕлхе мелĕсене темăпа, пуплев манерĕпе килĕшÿллĕ суйласа илсе йĕркеллĕ вырнаçтарма тăрăшрĕç. Ку ăмăртура çак вĕренекенсем палăрчĕç: Татьяна Федорова (8 кл.) – 38 балл, Ольга Никитина (8 кл.) – 35 балл, Татьяна Петрова (8 кл.) – 38 балл; Анастасия Кобякова (8 кл.) – 35 балл, Надежда Иванова (9 кл.) – 42 балл, Анастасия Колпакова (9 кл.) – 42 балл; Алина Егорова (9 кл.) – 35 балл; Виталий Петров (9 кл.) – 35 балл, Екатерина Тимофеева (9 кл.) – 35 балл; Мария Семенова (10 кл.) – 50 балл, Алена Степанова (10 кл.) – 47 балл, Андрей Егоров (10 кл.) – 47 балл, Анжела Ефимова (10 кл.) – 41 балл, Елизавета Ефремова (10 кл.) – 38 балл, Диана Михайлова (10 кл.) – 37 балл; Кристина Никифорова (10 кл.) – 37 балл, Лилия Кудрякова (11 кл.) – 52 балл, Светлана Трофимова (11 кл.) – 47 балл, Константин Фомин (11 кл.) – 46 балл, Анна Васильева (11 кл.) – 45 балл, Татьяна Павлова (11 кл.) – 43 балл, Антон Спиридонов (11 кл.) – 42 балл.
Малалли хаçатăн 4№.