Пур хыпар та
ПĔЧĔКÇĔН ТĔПЧЕВĔ
24 Апрелӗн 2019, 12:24

Шăллăм та, эпĕ те пĕр тымартанах тухнă

Хăй кам пулнине, хăш халăхран тухнине пĕлмен çын тымарсăр йывăç пекех хăрать, типет, кăшт çил вĕрнипех тÿнет. Кашни çынна, паян-и е ыран, йăх-несĕл йывăçĕ (родословная) интереслентерме тытăнать.

Мана ăру-тăванлăх, тăван чĕлхе теми питĕ пĕчĕк чухнех кăсăклантарма пуçланă. «Мĕншĕн пĕр япаланах анне пĕр тĕрлĕ, атте тепĕр тĕрлĕ калать?» - шутлаттăм эпĕ. Тĕслĕхрен, сĕтел çинчи чи хаклă апата атте «эпи» тет, аннешĕн вăл «çăкăр». Халĕ эпĕ пирĕн çемье хутăш çемье пулнине лайăх ăнланатăп ĕнтĕ. Аттепе анне ачисемпе кашни хăйĕн тăван чĕлхипе калаçаççĕ. Атте тутарла, анне - чăвашла. Пирĕн çемьере икĕ ача: эпĕ тата Илюш шăллăм. Илюш хăйне тутар тесе шутлать, эпĕ хама чăваш тетĕп.
Пĕррехинче манăн тутар тата чăваш чĕлхисене танлаштарса пăхас килчĕ. Енчен те пĕрпеклĕхсем пур пулсан, тутарпа чăваш халăхĕ те пĕр тымартан пулса кайнă.
Шкулта чăваш чĕлхи вĕреннĕрен хамăн ĕçе тĕрĕк чĕлхине тĕпчессинчен пуçларăм. Ăна тишкернĕ май чăваш халăхĕн историйĕ пысăк та пуян пулнине пĕлтĕм. Çак ĕçре мана анне (вăл вĕрентекен)пулăшса пычĕ. Чăваш чĕлхи виçĕ пин çул каялла пуçланса кайнă. Вăл пăлхар ушкăнне кĕрекен чи авалхи тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри шутланать. Çак ушкăнах тутар, пушкăрт, узбек, турккă чĕлхисем те кĕреççĕ. Çавăнпа та пирĕн чĕлхесенче пĕр пек сăмахсем те сахал мар.
Пирĕн класра тĕрлĕ халăх ачисем вĕренеççĕ. Кашни хăйĕн чĕлхипе калаçатпăр пулин те эпир пĕр-пĕрне ăнланатпăр пек туйăнать. Çакна манăн тĕрĕслесе пăхас килчĕ. Тутар ачисене чăваш сăмахĕсемлĕ, чăваш ачисене тутар сăмахĕсемлĕ таблица валеçсе патăм, вĕсене вырăс чĕлхине куçарма хушрăм. Вĕренекенсенчен ытларахăшĕ сăмахсене тĕрĕс куçарнă. Апла пулсан, пирĕн тымарсем те пĕрех. Тĕрлĕ литература тĕпченĕ хыççăн тутар тата чăваш халăхĕсен йăли-йĕркинчи, культуринчи пĕрпеклĕхсене тупса палăртрăм. Кашни çулах тутарсем Сабантуй наци уявне ирттереççĕ. Чăвашсен те пур уяв. Вăл - Акатуй. Наци тумĕнче те пĕр евĕрлĕхсем çук мар. Сăмахран, тутар, чăваш тата пушкăрт хĕрарăмĕсен кăкăр умĕсене тенкĕрен тунă капăрсем илемлетеççĕ. Ытти эрешсенче те пĕрпеклĕхсем пур.
Апла пулсан, чăвашсен те, тутарсен те тымарĕсем пĕр. Эпир те Илюш шăллăмпа нацисем çине пайланмăпăр.
Эвелина СУНАГАТУЛИНА, 3-мĕш класра вĕренекен.
Чекмагуш районĕ, Юмаш шкулĕ.