Пур хыпар та

Ярапай пĕр ял çыннисене пуçтарать

Элшей районĕнчи вăрмансемпе тусем хушшинче Ярапай ятлă пĕчĕк çеç ял пур. Чи лайăх вăхăтсенче те кил шучĕ хĕрĕхе çити-çитми ялта халĕ пилĕк пурăнакан çурт çеç тăрса юлнă. Ĕлĕкрех кунта шкул та, клуб та, лавкка, ферма та пулнă…

Интернет кунта çук, телефон та кашни çĕртре тытмасть. Чи çывăх Акçун ялне çитме 15 çухрăм. Хĕлле, уйрăмах çил-тăман хыççăн унта каясси пирки шутламалла та мар. Ку чухнехи цивилизацинчен ялта юпа çинчи хунарсем çеç. Вĕсем те пурте çунмаççĕ. Çапла пурăнаççĕ ĕçчен ял çыннисем вĕçĕ-хĕррисĕр уйсемпе хирсем, çăра вăрмансем хушшинче. Укăлчара пуçтарнă курăк чейĕ ĕçеççĕ, кăмакара кил çăкри пĕçереççĕ, хăйсем туса илнĕ пахча çимĕç, улма-çырла çиеççĕ, хĕле валли тĕрлĕ çимĕçсем тăварлаççĕ, варени пĕçереççĕ.
Ялта тахçан çуралнисем анчах пурăнаççĕ. Вĕсен вăтам ÿсĕмĕ – 82 çул. Ачисемпе мăнукĕсем ÿссе çитсе тĕрлĕ хуласемпе ялсем тăрăх саланса пĕтнĕ. Апла пулин те тăванĕсемпе çывăх çыннисем ялта тăрса юлнисене манмаççĕ: çĕр улми лартма тата кăларма, хÿмесене çĕнетме, пÿрт сăрлама пулăшаççĕ. Павлова Лида аппан ултă ача, 25 мăнук, 9 кĕçĕн мăнук тата кĕçĕн мăнукĕн 2 ачи. Мышова Зоя аппан 9 ывăл. Вĕсем тахçанах ÿссе çитĕннĕ. Ырă тĕслĕхлĕ атте-анне тата хăйсем суйласа илнĕ профессире лайăх специалистсем пулса тăнă. Вĕсен хушшинче Пушкăртстанăн паллă нефтяникĕсем, врачсемпе учительсем, чугун çул çинче ĕçлекенсем пур. Пиллĕк паллăсемпе çеç вĕреннĕ Валя Фадеева – РФ суд системин хисеплĕ ĕçченĕ, Оля Павлова Аксаково ялĕнче тăван чĕлхе учителĕ пулса ĕçлет.
Лена Краснова мĕн пĕчĕкренех тĕрлĕ вăйă-кулă пуçаруçиччĕ. Ярапай ял çыннисен тĕлпулăвне те вăлах йĕркеленĕ. Мероприяти Раççейпе Пушкăртстанăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 100 ытла çынна пуçтарчĕ. Апат-çимĕçпе тулли сĕтелсене урамрах лартнă. Кунтах сăмавар вĕресе ларать. Таврана техĕмлĕ курăк чейĕ, кăвайт çинче пиçекен шÿрпе шăрши сарăлнă. Лайăх кÿршĕ тăванран та хаклă теççĕ. Çав сăмахсен чăнлăхне тÿрре кăларса ярапайсене тĕлпулу ялĕпе саламлама кÿршĕ Кайраклă ялĕнчи «Пилеш» ташăпа юрă ушкăнĕ килсе çитнĕ. Аксаково ялĕнчи артистсем тутар халăх ташшисене ташласа савăнтарчĕç. Çул çинчен çав тери ывăннă пулин те пурте вăйă картине хаваспах тăчĕç. Никам та айккинче юлмарĕ. Тĕрлĕ хаваслă вăйăсемпе конкурссене хутшăннисем пурте парнеллĕ пулчĕç.
Тĕлпулу каçĕ пĕр самант пек иртсе кайрĕ. Ентешсем Элшей тăрăхĕнчи чи илемлĕ вырăнсенчен пĕринче иртнĕ ачалăх вăхăтне, салтака ăсатнисене, ялти туйсене аса илчĕç. Килĕсем çуккисем машинăсемпе палаткăсенче çывăрчĕç. Каçĕ сивĕ пулсан та вĕсене тăван çĕр ăшши ăшăтрĕ.
2020 çулта Ярапай ялĕ пуçланса кайнăранпа 95 çул çитет. Ун чухне вара кунта тата та ытларах çын пуçтарăнĕ.
Людмила КАШАПОВА.
Элшей районĕ,
Ярапай ялĕ.