Пур хыпар та
Пӗчӗк ялăн пурнăçĕ
20 Декабрӗн 2018, 14:28

Пĕччен суран типсе пырать, йышпа кÿлĕ пулать

Хыçа юлакан çул ыттисем пекех кашни çыннăн асĕнче юлĕ. Тунă ĕçсемпе, паллă кунсемпе е тата ĕмĕтленни пурнăçа кĕнипе. Пирĕн редакцине шăпах çавăн пек самантсем çинчен Ермеккей районĕнчи Креппит ялĕн старости Валерий Григорьев çырса пĕлтерчĕ. Эпир кăмăлтан унпа вулакансене паллаштаратпăр.

«Ял витĕр иртекен автоçул ыйтăвĕ пирĕн ял çыннисемшĕн юлашки çулсенче тăтăшах хускатакан çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче районти чылай ялсене çитме хуллен пулсан та çулсем тума пуçланă. Çак пулăм Креппит ялне те пырса тивнĕ. Çĕр çулсем вырăнне хăпартнă тикĕс шоссе çулсем никĕсленĕ. Ытларах унпа Князевкăпа Креппит ялĕсем усă курнă. Тен, çавна пулах малашне, тепĕр 30 çултан, мĕн пулассине шута илмен. Вăл вăхăтра çак тăрăхсенче Девон вырăнĕнчи нефть запасĕсен географийĕ аслăланасси пирки калаçу та пулма пултарайман. Çулсем çинче ГОСТ ыйтнă пек санитари нормисене, çул-йĕр хăрушсăрăхне пăхăнасси çине те çиелтен пăхнă, кирлĕ пек тишкермен. Çĕнĕ çулшăн ватти те, вĕтти те савăннă çеç. Çапах та медалĕн икĕ енĕ пур. Юлашки çулсенче пирĕн урамра палăрмаллах транспорт юхăмĕ ÿсрĕ. Ытларах çакă «Башнефть-Добыча» ООО çывăхри нефтепромыселсене пăхса-юсаса тăнипе çыхăннă. Ял урамĕпе пысăк габаритлă нефть кăлармалли хатĕрсем тата йывăр тракторсем тиенĕ тралсем иртсе çÿресси кулленхи йăлана кĕчĕ. Çуллахи шăрăх кунсенче вара вĕсем иртсе кайнă хыççăн вырăнти халăх кашнинчех тусан айне путатчĕ. Çунă япаласене типĕтме, пахча çимĕç çитĕнтерме май çукчĕ. Пĕр вăхăтра çак çитменлĕхпе ял халăхĕ килĕшрĕ тесен те юрать, анчах та çу кунĕсем каллех аса илтеретчĕç. Аслă ÿсĕмри çынсем иртсе каякан машинăсене ылханни те пулнă. «Кун пек пурăнса пулмасть» тетчĕ вырăнти халăх. Хамăр нуша пирки Суккул ял Канаш администрацин чиновникĕсемпе депутачĕсем умĕнче те пĕрре мар сăмах хускатнă. Чăн та, çула юсаман мар, анчах та щебень сарнă çул вăхăт иртнĕ май каллех тусанпа витĕнетчĕ. Мĕншĕн тесен пысăк çăк турттаракан автомобильсем çÿренипе чул та ванса тусана çаврăнатчĕ. Тен, малалла та çаплах пурăнаттăмăр пулĕ, анчах та аптранă халăх лару-тăрăва алла илсе йышпа ĕçлеме тытăнчĕ.
Малалли №51
Читайте нас: