Пур хыпар та
Пӗчӗк ялăн пурнăçĕ
30 Кӑрлач 2019, 12:58

Уяв çĕнĕ тĕллевсем çуратрĕ

Православи христианĕсем паллă тăвакан чи авалхи тĕн уявĕсенчен пĕри – Турă шыва кĕнĕ кун. Çак кун - Раштав уявĕсен ярăмне вĕçлекен виççĕмĕш уяв. Вăл вун икĕ чи пысăк тĕн уявĕ шутне кĕрет. Кăçал Турă шыва кĕнĕ куна Суккул ял Канашне кĕрекен Креппит (Богородское) ялĕнче те анлăн паллă турĕç. Уяв çынсем çăлкуçĕнче шыва кĕнипе вĕçленчĕ.

Креппит ялĕнче пурăнакансем уява Турă шыва кĕриччен пĕр кун маларах хатĕрлене пуçларĕç. Кашни килтех кил хуçи хĕрарăмĕсем уяв сĕтелĕсем лартрĕç. Çав вăхăтра Владимир Сидоров йĕркелесе пынипе арçынсем шыва кĕмелли вырăн ăсталарĕç: пĕрисем кăвайт чĕртме вутă илсе килчĕç, теприсем пысăк палатка кăшкарĕ çине шăналăк витрĕç, виççĕмĕшсем хывăнса тăхăнмалли «пÿлĕм» хатĕрлерĕç. Ял старости Валерий Григорьев хăйĕн ДТ-74 тракторĕпе шыв патне пымалли çула, çăл таврашне хырса тасатрĕ. Анатолий Кузнецов электрик тавралăха çутăпа тивĕçтерчĕ.
Çур çĕр тĕлне çăлкуç патне шыва чăмса тухас текенсем те, курма килнисем те пуçтарăнчĕç. Шыва кĕрсе чунĕсене тасатас, сывлăхĕсене çирĕплетес кăмăллисем сахал мар пулчĕç. Халăх вĕсене алă çупса хавхалантарчĕ. Сăваплă та сиплĕ пăрлă шыва чи малтан Суккул ял хутлăхĕнчи хĕрарăмсен комитечĕн председателĕ Валентина Сидорова чăмса тухрĕ. Çатăртатса çунакан çулăм шыва кĕме тата та ытларах хĕтĕртрĕ, уяв чиккине анлăлатрĕ. Уява кÿршĕллĕ Кăратмас, Суккул, Князевка ял çыннисем те килсе çитрĕç.
Вакăра шыва кĕресси – тахçантанпах пыракан халăх йăли-йĕрки. Асăннă йăла çулран çул вăй илсе пырать. Хăшĕ-пĕрисем шыва ушкăнпа кĕресшĕн пулчĕç, анчах алă айĕнче пур материалсенчен çеç хатĕрленĕ вакка пĕр харăс темиçе çын вырнаçаймасть. Çакă малашне шыва кĕмелли вырăна анлăлатасси, тарăнлатасси çинчен шухăшлама хистет. Тепĕр тĕп тĕллев - йĕри-тавралăха та тирпей-илем кĕртесси.
Мария ДОБРИНА, уява хутшăнакан.
Ермеккей районĕ, Креппит ялĕ.
Читайте нас: