Пур хыпар та
Пӗчӗк ялăн пурнăçĕ
11 Апрелӗн 2023, 12:00

Музей комплексĕ туристсене хапăл туса кĕтет

Слакпуç ялĕнчи музей комплексĕнче К.В. Ивановăн музей-çурчĕн административлă пÿлĕмне юсасс ĕç вĕçленчĕ.

Музей комплексĕ туристсене хапăл туса кĕтет
Музей комплексĕ туристсене хапăл туса кĕтет

Унччен маларах çак çурт музей никĕслевçин Петр Николаевич Кудряшовăн пулнă. 2015 çулта «Кунта Пишпÿлекпе Слакпуç музейĕсен никĕслевçи, паллă этнограф П.Н. Кудряшов академик 1940-1969 çулсенче пурăннă» тесе çырнă асăну хăмине уçрĕç. Çурта хăпартнăранпа 83 çул иртнĕ.
Учреждени 2022 çулта ĕçлесе илнĕ тупăшпа кунта юсав ĕçĕсем ирттерме палăртрăмăр. Паянхи кун юсав ĕçĕсене пĕтĕмпех вĕçленĕ: стенасене тикĕслесе якатнă, сăрланă, маччапа урай плинтусĕсене улăштарнă, фундамента çирĕплетнĕ. Музейра юсав ĕçĕсем пыни пирки илтсен пирĕн спонсор Вячеслав Владимирович Тимофеев айккинче тăрса юлмарĕ. Вăл çавăнтах кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ ярса пачĕ. Пулăшу укçипе электричество пралукне, розеткăсене, лампăсене тата сÿнтеркĕчсене çĕннисемпе улăштартăмăр. 2022 çулхи çу кунĕсенче Вячеслав Владимирович, Константин Ивановăн пултарулăхне кăмăллакан çын пулнă май, пирĕн музее килсе курчĕ, спонсорла пулăшу пачĕ. Çавăн чухне К.В. Ивановăн музей-çурчĕн чул хÿмине кăштах юсанăччĕ, урайĕсемпе музей çумне тĕксе тунă çурта сăрланăччĕ. Çак ырă кăмăллă çын Чăваш Республикинчи Çĕрпÿ (Цивильск) хулинче пурăнать.
Çумра пысăк та ырă чĕреллĕ çынсем пурри кăмăла çĕклет. Эпĕ Слакпуç ял Канашĕн пуçлăхне Дмитрий Юрьевич Андреева пысăк тав сăмахĕ каласшăн. Вăл тунă ырă ĕçсен шучĕ те çук. Хальхинче те вăл пулăшу пачĕ – кирлĕ строительство материалĕсемпе тивĕçтерчĕ. Çавăн пекех Николай Ивановпа Михаил Андреев пĕр ял çыннисене те уйрăм тав сăмахĕ каламалла. Вĕсем пĕр тÿлевсĕр электричество пралукĕсене улăштарчĕç, музейăн административлă çуртне çутăпа тивĕçтерчĕç. Халĕ кунта ăшă, çутă тата хăтлă. Çак кунсенче çĕнĕ сĕтел-пукансем илсе килмелле. Вĕсене туянма музей «Пушкин карттипе» укçа-тенкĕ ĕçлесе илчĕ. Кĕтеслĕ стеллажпа икĕ сĕтел çĕнетнĕ пÿлĕмсене илем кÿрĕç. Çĕнĕ экспозицисем те хатĕр: «Чăваш халăхĕн пурнăçĕ», «Чăваш наци тумĕ», «Кивĕ музыка инструменчĕсем», «Ялти паллă вырăнсем», «Силпи уй-хирĕсен курăкĕсем».
Умра çĕнĕ плансемпе шухăшсене пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ĕçсем нумай. Çитес вăхăтра турист сезонĕ пуçланать, эпир хăнасене пирĕн музейсенче кĕтсе илме хатĕр.
Ольга АНДРЕЕВА,
кĕçĕн наука ĕçченĕ.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: