Пысăк çĕршыв саланни, колхозсемпе совхозсене тĕп туни пĕчĕк ялсен малашнехи шăпине витĕм кÿмесĕр пултарайман. Ял хуçалăх производстви пĕтĕмпех пĕтсе ларнă. Унăн «ванчăкĕсем» çинче васкаса йĕркеленнĕ ял хуçалăх кооперативĕсемпе коллективлă çĕр хуçисен тулли мар яваплăхлă пĕрлĕхĕсем (ООО), хресченпе фермер хуçалăхĕсем ĕçлеме пултаракан халăха пурне те ĕçпе тивĕçтереймен. Çамрăксем пысăк йышпа хуласене тухса кайма пуçланă. Пишпÿлек районĕнчи çурçĕр хĕвеланăç чиккинче вырнаçнă Хушăлка ял Канашне кĕрекен Степановка ялĕнче те çаплах пулса тухнă.
- Паян кунта 26 пурăнмалли çурт ял никĕсĕ пулса тăрать. Вĕсенче газ та, çутă та пур. 17 килĕре 20 çын пурăнать, - тет ялти чи «çамрăк» çын, саккăрмĕш çул ял старостин тивĕçĕсене пурнăçлакан 67 çулхи Валерий Константинович Тимофеев. - Пирĕн яла 1924 çулта Степановкăран тăватă çухрăмра вырнаçнă Слакпуç ялĕнчен куçса килнĕ пĕр-пĕринпе хурăнташлă ултă çемье йĕркеленĕ. Ĕлĕкрех кунта магазин та, медпункт та, пуçламăш шкул та пулнă. Шел пулин те, паянхи кун вĕсенчен ним те тăрса юлман. Интернет та çук.
Çапах та ял çыннине канăç паман тĕп ыйту вăл – яла район центрĕпе çыхăнтаракан çул çукки. Лавккана Степановка ял çыннисем Слакпуçне çÿреççĕ. Ялпа юнашарах Куйбышев чукун çулĕ иртет. Унта чарăну пункчĕ пур - 1451 километр. Чарăнуран степановкăсем талăкне пĕрре Ĕпхÿ – Абдулино электричкăпа Аксаковăна, Пелепее çитсе апат-çимĕç, эмел туянаççĕ, хула пульницине тÿлевлĕ медицина пулăшăвĕ илме каяççĕ. Степановкăна çуркуннепе çулла Сосновкăпа Вишневка ялĕсем урлă Михайловка ялĕнчен васкавлă пулăшу машини килме пултарать-ха, анчах та шыв-шур вăхăтĕнче, хĕл кунĕсенче вара кунта Пелепей районĕ урлă çеç лекетĕн.
- Слакпуç вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан пĕлĕве Ĕпхÿри авиаци институтĕнче тăсрăм. Автонормаль заводра, Машзаводра производство мастерĕ пулса ĕçлерĕм, çемьепе Пелепей хулинче пурăнтăм, - тет малалла Валерий Тимофеев. – Апла пулин те хам çуралса ÿснĕ Степановка ялĕпе çыхăнăва нихăçан та татман. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн тăван тăрăха таврăнса аттен çуртĕнче çĕнĕрен кăвайт чĕртме шутларăм. Ял çыннисемпе тирпей-илем кĕртессипе ĕçлеме тытăнтăмăр. Чи малтан урамсене çутăпа тивĕçтертĕмĕр. Унтан хамăр тĕллĕн Слакпуçне çити 3 çухрăм та 300 метр шоссе çулĕ хăпартрăмăр. Чылашĕ çак ĕçе вĕçне çитерессе шанмарĕç. Анчах палăртнине пурнăçа кĕртрĕмĕр-кĕртрĕмĕрех! Ял çыннисем пулăшнипе (300 пин тенкĕ пухнă) ял масарне эрешлĕ тимĕр карта тытса çавăртăмăр. Профнастилпа тунинчен те илемлĕрех пулчĕ. Виçĕ çул каялла ял варринче Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене чысласа монумент лартрăмăр. Халĕ тата Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнă тĕле çав хăрушă вăрçăран сывă таврăнса мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ 22 ветерана халалласа асăну хăми вырнаçтарма шутлатпăр, - паллаштарать лару-тăрупа В.К.Тимофеев.
Степановка Пишпÿлек районĕнчи чи çÿллĕ географи точкинче вырнаçнă. Уяр çанталăкра кунтан Хушăлка, Михайловка, Сухоречка, Усак-Кичу, Пишпÿлек ялĕсенчи çутăсем курăнаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пĕтĕм район ал тупанĕ çинчи пек.
- Икĕ çул каялла ял-йышпа пĕрле виçĕ пĕве тума шутларăмăр, - каласа парать Валерий Константинович. Пирĕн ялта шыв пăрăхĕ çук, кашни хуçалăхăн хăйĕн пусси çеç. Çак пĕвесем пире çĕр айĕнчи шыв шайне çĕклеме кирлĕччĕ. Ку ĕçе пурнăçа кĕртме хăватлă техникăпа усă курма тиврĕ. Ун валли ял çыннисенчен пуçтарнă 100 пин тенкĕ кайрĕ. Пĕрре пăхсан цивилизаци çумĕнчех пурăнатпăр пек. Çакăн çинчен ялтан аякра мар чукун çул пулни, иртсе каякан поезд составĕсен сасси те çирĕплетет. Çав вăхăтрах тĕрлĕ документсем хатĕрлеме район центрне таçтан-таçтан çаврăнса çитмелле.
Пишпÿлек районĕ, Степановка ялĕ.