Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пĕчĕк ял шăпи
18 Апрелӗн 2023, 13:20

Çут тĕнчерен уйрăлнисене манмаççĕ

Кашнин ӗмӗрлӗх ҫурчӗ – масар. Ун ҫумӗпе иртекен кашни ҫын ҫакна асра тытмалла: ҫак тӗнче ӗмӗрлӗхе мар, ашшӗ-амӑшӗн, асламӑшӗсен, аслашшӗсен, хурӑнташӗсен чунӗсемшӗн кӗл тумалла, вӗсен ӗҫӗсене аса илмелле.

Çут тĕнчерен уйрăлнисене манмаççĕ
Çут тĕнчерен уйрăлнисене манмаççĕ

Паян пирӗн кил-çурт мӗнле таса, масар та çавăн пекех пулмалла: картасене сӑрламалла, чечексем лартмалла. Чи пахи вара, унта тасалӑх тата йӗрке пулмалла. Ахальтен мар ӗнтӗ: «Чӗррисене хакла, вилнисен вил тӑприсен тĕлне пӗл» теҫҫĕ.
Çакна шута илсе Пишпÿлек тăрăхĕнчи Пăслăк ялĕнче пурăнакансем çулсерен масар территорине тирпей-илем кĕртес енĕпе субботниксем йĕркелеççĕ. Вĕсем йăлана кĕнĕ тăрăх иртеççĕ: çÿп-çапсемпе хуçăлса аннă туратсене пуçтараççĕ, хăрнă йывăçсене касаççĕ, типнĕ курăка кĕреплепе тураççĕ… Анчах тирпей-илем кĕртес ĕçе яланах субботниксем йĕркеленипе кăна татса пама май килмест. Хăш-пĕр ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ те кирлĕ.
Пăслăкри масар карти юхăннине, ăна улăштарма вăхăт çитнине халăхра тахçанах калаçнă. Тинех ку ĕçе халăх вăйĕпе пуçăннă. «Пĕрлĕхре – вăй» ăнланăва мала хурса пăслăксем 500 пин тенкĕ пухма пултарнă. Вырăнти хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçи Александр Милютин ял пурнăçĕнчен нихăçан та аякра тăмасть – тăтăшах пулăшу кÿрет. Хальхинче те вăл 100 пин тенкĕ уйăрса панă. Масар картине юсама мĕн чухлĕ материал кирлине шутласа кăларсан пуçаруллă ушкăн Октябрьски хулинче строительство материалĕсем туяннă. Вĕсене вырăна илсе килнĕ хыççăн сăваплă ĕçе пуçăннă.
Хăй вăхăтĕнче халăх вăйĕпе масарăн мал енне профнастилпа тытса çавăрнă пулнă. Хальхинче ял çыннисем картан виçĕ енне улăштарса çĕнетме йышăннă. Пĕрремĕш кунхине арçынсем 500 ытла метра тăсăлакан татăлса, çĕтĕлсе пĕтнĕ сеткăна сÿтнĕ. Ăна çийĕнчех тимĕр-тăмăр йышăнакан пункта ăсатнă, 18 пин тенкĕ тупăш илнĕ. Унтан пĕрлехи вăйпа тимĕр юпасене çĕр ăшне çапса лартнă. Иккĕмĕш кунне те сăваплă вырăна халăх йышлă пухăннă. Арçынсен пĕр ушкăнĕ профильлĕ пăрăхсене тимĕр юпасем çумне сыпăнтаратчĕ пулсан, тепри – профнастил листисене пăрса çирĕплететчĕ. Хĕрарăмсем вара аллисене киçтĕксем тытнăччĕ. Вĕсем юпасемпе профильлĕ пăрăхсем тутăхса ан ларччăр тесе сăрлатчĕç. Çапла кунта ĕç вĕресе çеç тăратчĕ.
– Пăслăк масарĕ çумĕнче мăсăльмансен çăви вырнаçнă. Кунта халĕ Мусино ялĕнче пурăнакансен мăн аслашшĕ-асламăшсем канлĕх тупнă. Хăй вăхăтĕнче Мусино ялне никĕслекенсем Пăслăкран уйрăлса тухнă. Çавăнпа мăсăльмансен масарĕн территорине уйăрса хăвармастпăр, карта тытса çавăратпăр. Вĕсем те усăллă ĕçе тÿпе хывма хатĕр, май пур таран укçа-тенкĕ пухнă – терĕ Пăслăк ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Юрий Васильев. – Субботник ăнса та кал-кал пытăр тесе хăшĕ-пĕрисем хăйсен техникисемпе килсе çитрĕç. Леонид Поликарповпа Федор Власов (ял старости) МТЗ-82 тата МТЗ-80 тракторсемпе пулăшу параççĕ, ĕçе кăштах та пулин çăмăллатма тăрăшаççĕ. Сварка агрегачĕпе Юрий Федоров тивĕçтерчĕ, куçса çÿрекен шăрату аппарачĕпе – Александр Милютин. Вĕсене çакăншăн уйрăм тав сăмахĕ.
Сăваплă ĕçе вырăнти халăх кăна мар, кÿршĕ ялсен хастар та маттур çыннисем те хутшăнаççĕ. Вĕсен шучĕ кунсерен 20 ытла çынран иртет. Кунта çемйипе ĕçлекенсем те пур. Сăмахран, Поликарповсен çемйи. Леонид Егорович тракторпа пулăшать, масар çинчи ĕçе йĕркелесе пырать пулсан, Надежда мăшăрĕ вăй хуракансене çитерме вĕри апат пĕçерет, Алексей ывăлĕ (сăн ÿкерчĕкре) сварка ĕçне тăвать. Ĕçлекенсене вĕри апатпа ял халăхĕ тивĕçтерсе тăрать: пĕри – çăмарта, тепри – çĕр улми пĕçерет, виççĕмĕшĕ салă парать… Çапла «Пĕр çын сурать – типсе пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать» каларăш хăйĕн пĕлтерĕшне çухатманнине çирĕплетет. Пăслăксем пысăк ĕçе Мăнкун çитиччен вĕçленĕ.
Юлашкинчен çакна палăртса хăварасшăн: вырăнти халăх пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнса ĕçлет. Шăрату ĕçĕсем пысăк инкек патне илсе çитерме пултарнине шута илсе пушар машини кунтах тăрать. Унăн рулĕ умĕнче Владимир Исаев ларать.
Ирида НОВИКОВА.
Пишпÿлек районĕ, Пăслăк ялĕ.

Çут тĕнчерен уйрăлнисене манмаççĕ
Çут тĕнчерен уйрăлнисене манмаççĕ
Çут тĕнчерен уйрăлнисене манмаççĕ
Çут тĕнчерен уйрăлнисене манмаççĕ
Çут тĕнчерен уйрăлнисене манмаççĕ
Çут тĕнчерен уйрăлнисене манмаççĕ
Çут тĕнчерен уйрăлнисене манмаççĕ
Çут тĕнчерен уйрăлнисене манмаççĕ
Çут тĕнчерен уйрăлнисене манмаççĕ
Çут тĕнчерен уйрăлнисене манмаççĕ
Çут тĕнчерен уйрăлнисене манмаççĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: