Урал сасси
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Пĕлÿ кунĕ тĕлне
28 Августӑн 2019, 14:47

«Эпĕ пĕчĕкренех вĕрентекен пулма ĕмĕтленеттĕм»

Çак чăваш хĕрарăмĕпе пуçласа çырăнтару ĕçĕсемпе çÿренĕ чух тĕл пултăм. Хапхаран пырса кĕрсенех кил картишĕнчи илемлĕхпе тирпейлĕх куçа лекрĕ. Хама темĕнле ырлăха (оазиса) лекнĕн туйрăм.

Пур япала та хăй вырăнĕнче, ларса канмалли сак, бассейн, шашлăк ăшаламалли мангал, темиçе çын ларса ярăнмалли чуччу, шаларах вара беседка та пур. Йĕри-тавра юпа çинчи савăтсемпе клумбăсенче чечексем ÿсеççĕ. Пуçра «кунта, паллах, пултаруллă та тăрăшуллă çынсем пурăнаççĕ пулмалла» шухăш çуралчĕ. Интуици тени мана вара улталамарĕ.
Иккĕмĕш хутĕнче те кил хуçи арăмĕ Людмила Шадрина вĕрентекен пире хапăл туса кĕтсе илчĕ. Пĕлÿ кунне сентябрь уйăхĕн 1-мĕшне Людмила Витальевна кăçал 30-мĕш хут кĕтсе илет. Вăл Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнче 1970 çулта февраль уйăхĕн 3-мĕшĕнче çемьере иккĕмеш ача пулса çуралнă. Ĕçлĕ пурнăçне çак ялтах 1989 çулта вĕренекенсен кунне уроксем хыççăн тăснă группăн (группа продленного дня) тата шкул çумĕнчи интернатра пурăнакан ачасен воспитателĕ пулса пуçланă. Пушкăрт патшалăх педагогика университетĕнче куçăн мар майпа филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ.
- Каярах 1991 çулта вырăс чĕлхи учителĕ пулса ĕçлеме тытăнтăм. Тата класс ертÿçин тивĕçне шанса пачĕç. Пуçласа мана йывăр класс лекрĕ, 4 хĕр ачапа 8 арçын ачаччĕ. Класра арçын ачасем нумайрах пулнăран-ши шух та шавлăччĕ вĕсем. Хамран аслăрах икĕ учитель вĕсен класс ертÿçи пулма килĕшменни те шиклентерчĕ. Пĕлÿ кунĕ çитичченех пăшăрхантăм. «Шанса панине тÿрре кăларайăп-ши?» текен шухăш пуçра çаврăнчĕ. Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшне паянхи пекех астăватăп. Çав кун пурте вĕрентекенсене чечек çыххисем парнелеççĕ. Эпĕ вара класа кĕрсен парта хушшине ларнă ачасене саламласа хам чечек çыххисем тыттартăм. Питĕ тĕлĕннĕччĕ ун чух манăн вĕренекенсем. Çăмăл марччĕ, паллах, вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма, хăш чух çамрăк учителе итлес теместчĕç. Турă пулăшнипе-ши, хам чылайрах тăрăшнипе-ши çак класс ачисемпе ăнлану тени тупăнчĕ. Майĕпен вĕренекенсем йĕркене кĕчĕç, вĕренÿре те лайăх улшăнусем енне туртăнчĕç. Çавăн хыççăн хам валли пĕтĕмлетÿ турăм, халĕ те ĕçре çавăнпа усă куратăп. Ачасене нихăçан та учитель влаçĕпе усă курса, хăратса, ирĕксĕрлесе вĕрентместĕп. Вĕрентекенте хăйне евĕрлĕхне (индивидуальность) сыхласа хăварма тăрăшатăп. Кашни çын çĕр çине тĕрлĕ пултарулăхпа килет. Пирĕн çавна асăрхама, малалла аталантарма пĕлмелле çеç, - ĕçлĕ пурнăçĕ çинчен каласа парать вĕрентекен.
- Людмила Витальевна, мĕн хистерĕ сире пурнăçра çак профессие суйласа илме? – ыйтрăм эпĕ унтан.
- Шкула кайичченех хампа пĕр çулхисемпе шкулла выляттăмăр. Эпĕ ун чухне те учитель рольне суйласа илеттĕм. Пĕрремĕш класа çÿре пуçласан шкул ачисемпе ирхине Раиса Маркеловна Прохорова вĕрентекен сумкине ăмăртмалла шкула çитереттĕмĕр. Çак ĕçе пурнăçлама черете тăраттăмăр, хамăра учитель сумкине йăтма ирĕк панăшăн телейлĕ туяттăмăр. Вырăс чĕлхи учителĕсем пулнă Кефая Мерхатимовна Шарафлисламовапа Танзиля Фаткулбаяновна Миннигалиева ырă тĕслĕхĕсем те кирлĕ профессие суйласа илме пулăшрĕç пулмалла. Анне енчи тăвансем хушшинче те вĕрентекенсем сахал мар, - аса илет вăл хăйĕн ачалăхĕпе çамрăклăхне.
Вăтăр çул тăршшĕ ачасене пĕлÿпе воспитани парас ĕçре тăрăшнă Людмила Витальевна пухмачĕнче Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем сахал мар. Хăшĕ-пĕрисене палăртса хăварар: республика шайĕнче иртнĕ вырăс чĕлхи учителĕсен олимпиадинче призер пулнă (2017ç.); славян çырулăхĕпе культурине халалланă «Живая классика» сăвă калакансен конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ (2015ç.)
2007 çулта республика шайĕнче иртнĕ «Аслă та хăватлă вырăс чĕлхи!» («О великий, могучий русский язык!») вырăс чĕлхи çулне халалланă конкурса çĕнтерÿçе хатĕрленĕшĕн Людмила Витальевнăна ПР Вĕрентÿ министерстви Тав çырăвĕпе чысланă. 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕçре çитĕнÿсем тунăшăн районти вĕрентÿ пайĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ. Çавăн пекех аслă категориллĕ вĕрентекен районпа республикăра иртекен наукăпа практика семинар-конференцисене те хутшăнать.
Учителе хавхалану параканни, ун ĕçне кăтартаканни вăл - вĕренекенсен çитĕнĕвĕсем. Вĕсем те Людмила Шадринан чылай. 2016 çулта Раççей шайĕнче иртнĕ «Русский медвежонок – языкознание для всех» конкурсра Эльвина Вафина (8 кл.), Мария Иванова та (6 кл.) çав çулах «Живая классика» сăвă вулас конкурсра «Оригиналлă текст суйланăшăн» («За оригинальный выбор текста») номинацинче çĕнтерÿçĕсем пулнă. Район шайĕнче иртнĕ «Манăн юратнă кино» сочинени конкурсĕнче Ксения Иванова призер пулма тивĕçнĕ.
Людмила Витальевнăн çемйинче те килĕшÿпе татулăх хуçаланать. Мăшăрĕ Вячеслав Васильевич ĕçчен те пултаруллă çын, ял старости. Вăл нумай обществăлла ĕçсене хутшăнать, ял пуласлăхĕшĕн тăрăшать. Унăн хуçалăхĕнче трактор та пур. (Çемье пуçĕ эпир сăмах çăмхине сÿтнĕ чух кил хушшинче чарăнмасăр ĕçлерĕ - авт.). Людмилăпа Вячеслав икĕ ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсем иккĕшĕ те çемьеллĕ.
- Людмила Витальевна, мĕнле кăмăлпа кĕтсе илеттĕр çĕнĕ вĕренÿ çулне?
- Отпускра лайăх каннă хыççăн, паллах, савăк кăмăлпа. Çамрăкрах чухне тĕрли пулнă пулĕ, ĕçрен ывăнни те. Халĕ çулсем хушăннă май пĕр иккĕленÿ те çук. Хамăн ĕçе юрататăп, унта хаваспах çÿретĕп, коллективра та пирĕн пурте кăмăллă çынсем. Хам вĕрентсе кăларнă ачасен пурнăçĕнчи çитĕнÿсем çинчен ырă та савăнăçлă хыпар илтсен хама телейлĕ туятăп, - сăмахне вĕçлерĕ виçĕ теçетке çул вĕрентÿ сферинче тăрăшакан кăмăллă хĕрарăм.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Суккул ялĕ.
Читайте нас: