Пур хыпар та
Пĕлÿ кунĕ тĕлне
25 Августӑн 2021, 11:20

Асрах пĕрремĕш Пĕлÿ кунĕ

Кашни çичĕ çул тултаракан ачан пурнăçĕнче савăнăçлă та пăлхануллă, яваплă та çĕнĕ тивĕçсем илсе килекен тапхăр пуçланать. Пĕрремĕш шăнкăрав, пĕлÿ тĕнчипе паллаштаракан пĕрремĕш вĕрентекен, илемлĕ шкул тумĕ, çĕнĕ тĕлпулусем, юлташсем. Çакă, паллах, ачан асĕнче ĕмĕрлĕхе тăрса юлать. Унăн кăна та мар, чылай çул иртсен те аслă çын асĕнче çак кун ăшă та чуна çывăх аса илÿсемпе куç умне тухса тăрать. Ыйтса пăхар-ха тĕрлĕ ÿсĕмри çынсенчен пĕрремĕш Пĕлÿ кунĕ вĕсен асĕнче мĕнле йĕр хăварнине. Астăваççĕ-ши вĕсем хăйсен пĕрремĕш учительне?

Асрах пĕрремĕш Пĕлÿ кунĕ
Асрах пĕрремĕш Пĕлÿ кунĕ

Зоя Михайловна Петухова (Титова) Иваново хули - Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ, 60 çулта.
- 1967 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ хĕвеллĕ те уяр пулчĕ. Валера пиччепе Люда аппа аслă классене вĕренме çÿретчĕç. Мана пуçласа атте шкула ăсатрĕ (аннен ĕçе каймалла пулнă). Галя Авдеева, Валя Федорова тантăшсем те çав çул пĕрремĕш класа манпа пĕрле кайрĕç. Анне ирхине çÿçсене çивĕтлесе ячĕ, маларах илнĕ илемлĕ шкул формине, шур саппуна тăхăнтăм. Пĕр алла хăмăр тĕслĕ портфель, теприне чечек çыххи тытнăскер, манран телейли те çукчĕ пулĕ ун чух. Пурте ман çине çеç пăхаççĕ пек туйăнатчĕ. Уяв линейки хыççăн вĕренÿ пÿлĕмне 10-мĕш класс хĕр ачи ăсатса ячĕ, çавна чечек çыххине тыттарнăччĕ те. Пирĕн пĕрремĕш вĕрентекен - Мария Николаевна Яковлева. Илемлĕ, çамрăк хĕрарăм, çÿçĕсене хыçалалла тирпейлĕ пуçтарнăччĕ вăл. Вĕреннĕ çулсенче нихăçан та сас хăпартса вăрçнине астумастăп, ялан лăпкă калаçатчĕ. Епле пирĕнпе, шăпăрлансемпе, чăтăмлăх çитерме пултарнă-ши вăл? Вăл вăхăтри учительсем Турăран пулнă пуль тесе шутлатăп.
Елена Николаевна Митюкова (Андреева) Элшей районĕ, Кайраклă ялĕ, 55 çулта.
- Эпĕ шкула пуçласа 8 çул тултарсан 1974 çулта кайрăм. Ӳт-пÿпе пĕчĕк пулнăран аттепе анне шкула яма васкамарĕç, мĕншĕн тесен вĕренме кÿршĕ яла виçĕ çухрăм таран çуран утмаллаччĕ. Вăл вăхăтра пирĕн Мияки районĕнчи Смородиновка ялĕнчен хĕрĕх ытла ача кÿршĕ Еспуç ялĕнчи шкула вĕренме çÿретчĕç. Пуçласа сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче хамран виçĕ çул аслă аппапа шкула кайрăм. Çанталăкĕ çав кун уяр, хĕвеллĕ, ăшăччĕ. Манпа пĕрле Галя Наумовапа Наташа Андреева тантăшсем пĕрремĕш класа вĕренме кайрĕç. Гальăпа пĕр парта хушшине ларма шăпа пÿрнĕччĕ.
Пирĕн учительницăна Татьяна Николаевна Николаева тесе чĕнетчĕç. Вăл сарăрах çÿçлĕ, яштака пÿ-силлĕ илемлĕ хĕрарăмччĕ. Çÿçĕсем вăрăмччĕ, вăл вĕсене пĕр чăмаккана пуçтаратчĕ (тен, моди вăл вăхăтра çапла пулнă - авт.). Люба хĕрĕ те пирĕн класра вĕренетчĕ. Пĕлĕве лайăх ăнлантарса паратчĕ, кирлĕ пулсан тепĕр хутчен те «чăмласа пама пултаратчĕ». Çав вăхăтрах мĕн астунине, вĕреннине çирĕп ыйтатчĕ. Унăн ырă тĕслĕхĕ мана пулас профессине суйласа илме пулăшрĕ пулĕ. Хам та вĕрентекен пулса Кайраклă шкулĕнче 28 çул ĕçлерĕм.
Елена Никифоровна Гаврилова, Пелепей районĕ, Максим Горький ялĕ, 85 çулта.
- Эпĕ 8 çул тултарсан 1945 çулта пуçласа Пишпÿлек ялĕнчи Мелеспуçĕнче шкула кайрăм. Вăл вăхăтра шкула тĕрлĕ ÿсĕмрисем 1928 çулта çуралнисенчен пуçласа 1939 çулхисем таран пĕр класа çÿретчĕç. Йывăç партăсем хушшине тăваттăн-пиллĕкĕн вырнаçса лараттăмăр. Урана çăпатасем тăхăннă, тумтир енчен камăн-мĕн пур çавна тумланнă. Пирĕн пĕрремĕш учительница Пелагея Макаровна Гавриловаччĕ. Унăн пиччĕшĕ колхоз председателĕ пулса ĕçлетчĕ. Пелагея Макаровна вăрçă вăхăтĕнче ачасене вĕрентрĕ, каярах вăрçăран сывă таврăннисем пире пĕлÿ пачĕç. Ун чухне учитель каланинчен иртме юраман, ытларах алхасса каякансене указкăпа та пырса çапма, мелпа та тытса яма пултаратчĕ вĕрентекен. Çавăн пек тунăшăн айăплас тесе каламастăп. Пире, урам воспитанийĕпе ÿснĕскерсене, итлеттерме те хĕн пулнă çав. Тăватă çул вĕренсе те шкулта алла кĕнеке тытса кураймарăм. Килте вулама кÿршĕ ачинчен кĕнеке илсе тăраттăм. Пиллĕкмĕш класа куçсан тин тутар шкулĕсем валли кăларнă «Русская литература» кĕнекене туянма май килчĕ. Вĕрентекен çырма тетрадьсем валеçсе паратчĕ, перопа чернилпа çыраттăмăр. Чернил патне кантура çÿреттĕмĕр, вăл пĕтсен хăрăма шывпа шĕветсе, сахăр хушса хамăр тăваттăмăр. Çак хутăшпа çырни вăхăт иртсен курăнми пулатчĕ. Краççын ламписем пулманран уроксем кун çутипе иртетчĕç. Кĕркуннепе хĕлле шкулта питĕ сивĕччĕ, кĕрĕксемпе сăхмансене хывмасăрах лараттăмăр. Пÿлĕме ăшăтма техничка улăм хутатчĕ. Ман ачалăх вăрçă, ун хыççăнхи вăхăта лекрĕ, пурнăç условийĕсем йывăр пулсан та вĕренес кăмăл пысăкчĕ. Пирĕн вĕрентекенсем аслă пĕлÿллĕ пулмасан та пире вĕрентме тăрăшатчĕç. Тайма пуç вĕсене çак ĕçшĕн.
Андрей Павлов, Ĕпхÿ хули - Ермеккей районĕ, Янăшма ялĕ, 28 çулта.
- Шкула çичĕ çул тултаричченех кайрăм, сыпăксемпе вулама пĕлеттĕм, пичет сас паллисене çыраттăм. Хамăн учительницăпа пĕрремĕш паллашу ак çапла пулса иртрĕ. Анне Пĕлÿ кунĕн уявне хатĕрленме шкула кайма хушрĕ. Кукамай патĕнче çĕр каçнипе пĕчченех каймалла пулчĕ. Пырса тăтăм шкул кил картишне, никам та çук. Унталла пăхатăп, кунталла, «анне çакăнтах килме хушрĕ-ши тесе?» иккĕленме те пуçларăм. Çав вăхăтра манпа пĕрле ача садне çÿренĕ юлташсем килсе тухрĕç. Людмила Александровна мана чÿречерен курнă та вĕсене чĕнме янă. Шкулти класс пулĕмĕнче ачасем пухăннăччĕ, Людмила Александровнăпа сăвăсем, юрăсем вĕрентĕмĕр. Пĕлÿ кунне халалланă уява пуçласа хутшăнтăм. Сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ юлташсемпе паллашрăм, сăн ÿкерчĕксем ÿкрĕмĕр. Людмила Александровна мана Салимов Рустэмпа пĕр парта хушшине лартрĕ. Питĕ килĕшнĕччĕ мана пĕрремĕш Пĕлÿ кунĕнче. Çывăрма выртнă чух чăтăмсăррăн ирхине пуласса, шкула каясса кĕтрĕм. Вĕренме хаваспах çÿреттĕм. Халĕ хула урамĕсенче сентябрĕн 1-мĕшĕнче чечек çыххи тытнă, шкул форми тумланнă ачасене курнă чух куç умне тăван ялти шкул, пĕрремĕш вĕрентекен Людмила Александровна тухса тăрать.
Миçе çул иртсен те пĕрремĕш Пĕлÿ кунĕ калаçнă çынсен асĕнче палăрмалла йĕр хăварнă. Çынпа çын, аслисемпе ачасем хутшăннине нимĕнле онлайн çыхăну та улăштараймасть, паллах. Пĕлÿ кунне халалланă уявсем малалла та иртчĕр, пĕлÿ тĕнчине йыхравлакан шăнкăрав сасси янратăр, пĕрремĕш вĕрентекен тимлĕхĕпе ăшшине те кашни ачан туймалла пултăр. Нимĕнле чир-чĕр те, хуйхă-суйхă та çак йĕркене пăсма ан пултартăр çеç.
Инга АЛЕКСЕЕВА.

Асрах пĕрремĕш Пĕлÿ кунĕ
Асрах пĕрремĕш Пĕлÿ кунĕ
Асрах пĕрремĕш Пĕлÿ кунĕ
Асрах пĕрремĕш Пĕлÿ кунĕ
Асрах пĕрремĕш Пĕлÿ кунĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: