Пур хыпар та
Пĕл пирĕннисене
17 Апрелӗн 2019, 13:38

Чăвашлăх эткерĕ - вырсарни шкул музейĕнче

Ĕпхÿ хула администрацийĕ республика 100 çул тултарнă ятпа ирттернĕ «Пирĕн пĕрле пурăнмалла тата çуталса тăракан тÿпене хăпармалла» хулари этнокультура фестивалĕнче П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн музейĕ хисеплĕ пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

П.М.Миронов шкул музейĕ 2002 çулта уçăлнă. Кунта тĕрлĕ халăхсен ăс-хакăл тата пурлăх культурине кăтартса паракан паха материалсем сахал мар. Вăл паллă деятельсене халалланă экспозицисемпе те, сайра тĕл пулакан материалсемпе те пуян. Ал ĕç ÿнерĕн экспоначĕсен фончĕ те питĕ пысăк.
- Мĕн çинчен калаççĕ-ха шкул музейĕн экспозицийĕсем? Куç умне тухса тăракан пĕр япалана палăртмалла - паянхи кун халăхсем 100% таран хăйне евĕрлĕ те ирĕккĕн аталанма пултараççĕ. Çавăнпа та малашне ашшĕ-амăшĕсен муниципалитетсем кăмăл-сипет енчен ачасене аталантармаççĕ тесе калама сăлтав çук, - терĕ Иван Тарасов вырсарни шкул директорĕ этнокультура фестивальне пĕтĕмлетсе. - Туса панă майсемпе усă курмалла-и, çук-и, кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Хăшĕсем вĕсемпе туллин усă кураççĕ, теприсем ячĕшĕн çеç. Пирĕн шкул ачисем календарь уявĕсене хутшăнаççĕ, йăла-йĕркесене пĕлеççĕ, юрăсемпе ташăсем вĕренеççĕ, тăван чĕлхене ăша хывма тăрăшаççĕ.
П.М.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкул педагогĕсем жюри членĕсене халăх культурин нумай енлĕхне тата пуянлăхне кăтартса пачĕç. Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене уçса паракан Вера Тарасова вĕрентекенĕн мастер-класĕ хăнасене уйрăмах кăмăла кайнине палăртмалла. Олеся Дмитриева наци костюмĕн уйрăмлăхĕсем çинчен каласа пачĕ, Галина Кириллова ачасемпе тата вĕсен амăшĕсемпе пĕрле йăла-йĕрке фольклорĕн тĕслĕхĕсемпе паллаштарчĕ. Эльвира Михайлова, Любовь Пашина, Денис Кондратьев тата Анна Алексеева экскурсисем йĕркелерĕç. Хальхинче экскурсоводсем вырăнне вĕсен воспитанникĕсем пулчĕç, хăшĕ-пĕрисем пуçласа. Ку таранччен проект тата тĕпчев ĕçне хутшăнса ĕлкĕреймен ачасем нумай çĕннине пĕлсе ун пирки хăнасене каласа пачĕç.
Этнокультура форумĕнче иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене 70№ шкул тата 65№ тутар гимназин музейĕсем тивĕçрĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ номинацисенчи çитĕнÿсемшĕн тĕп хулари çичĕ шкул музейне Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.
Андрей АЛЕКСЕЕВ.
Ĕпхÿ хули.