Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
6 Ноябрӗн 2019, 14:28

Вырма паттăрне – Шевроле Нива

Республикăра çулсерен Ял хуçалăх кунне паллă тунă тĕп мероприятире çĕр ĕçченĕсене патшалăх наградисем тата вырман 10 паттăрне автомобиль парса чысласси ырă йăлана кĕнĕ. Кăçал çак вунă çын шутне чăваш арĕ те лекнĕ. Вăл - Дон-1500Б комбайнпа 21 пин центнер тĕш тырă çапса илнĕ Пишпÿлек районĕнчи Киров ячĕллĕ хуçалăхри Александр Тихонов комбайнер.

Александр Маркеловичăн ĕç биографийĕ пĕтĕмпех тăван хуçалăхпа çыхăннă. Совет Çарне кайиччен комбайнер пулăшаканĕ пулса ĕçленĕ, Эрĕнпур облаçĕнчи Сорочинскри училищĕрен вĕренсе тухнă. Хĕсмет хыççăн та чăваш каччине çĕр ĕçĕ илĕртнĕ. Унтанпа 34 çул иртнĕ. Сисĕнмесĕр тесен те юрать пуль. Çемье çавăрнă, капмар та илемлĕ çурт лартнă, виçĕ ывăл çитĕнтернĕ, аслă пĕлÿ илсе ял хуçалăх кооперативĕнче 2006 çултанпа тĕп инженер пулса ĕçлет. Çав вăхăтрах вырмара комбайн штурвалĕ умне те ларма тÿр килет. Кун пирки акă мĕн каласа пачĕ пире вырма паттăрĕ:
- Кăçалхипе эпĕ вырмана çирĕм пиллĕкмĕш хут хутшăнтăм. Малтанхи çулсенче «Колос» текен комбайнпа ĕçленĕ пулсан, 19 çул Дон-1500Б комбайнпа уй-хире тухатăп. Хăнăхнă техникăран пĕрре те уйрăлас килмест. Çулĕсем пур пулсан та ĕçре чăрмав кăларса тăратмасть. Кунта, паллах, уй-хир карапĕн кашни агрегатне, пайне хăвăн кĕлеткÿне пĕлнĕ пек пĕлсе тăни те пулăшать. Тепĕр чухне хире тухас умĕн чĕрĕ çынпа калаçнă чухнехи пек сăмах хушни те пулнă. «Паянхи куна та йĕркеллĕ те тухăçлă ĕçлемелле пултăр» тесе руле чуп тăватăп та çаврăм хыççăн çаврăм тума тытăнатăп. Çакă та ĕçре пулăшать-тĕр, - хăйĕн ĕçри вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарать Александр Маркелович.
- Аслă пĕлÿллĕ специалист комбайн штурвалĕ умне ларнине мĕнле йышăнатăр? - пуçра çуралнă ыйтăва çийĕнчех пама васкарăм.
- Пĕри теприне чăрмантармасть. Çынра ĕçлес кăмăл пулмалла, ун чухне çитĕнÿ пулатех. Çав ÿсĕме хаклама пĕлсен, çĕр ĕçченĕ тата та пысăкрах хавхаланупа тăрăшĕ, - пулчĕ кĕске хурав.
Республика пуçлăхĕн аллинчен илнĕ Шевроле Нива автомобиль пирки сăмах хускатсан, виçĕ ача ашшĕ хăйĕн ачисене тата Надежда Николаевна мăшăрне аса илчĕ, çак савăнăçлă пулăма туптас ĕçре вĕсен тÿпи те пуррине палăртрĕ.
- Пурнăçра та ĕмĕтленмен,тĕлĕкре те тĕлленмен çапла пулса тухасса. Темле юмах-халапри саманта аса илтерет. Кун пекки икĕ ĕмĕрте те пĕрре çеç пулать-тĕр. Ку та иккĕленÿллĕ-ха. Чăн та, эпĕ ĕçри ÿсĕмсемшĕн патшалăх наградисене регион ертÿçисен М.Г.Рахимов, Р.З.Хамитов аллисенчен илсе курнă, анчах та çăмăл машина кĕтмен. Çакă вăл манăн çитĕнÿ çеç мар, ачасемпе мăшăрăн та. Хире тухса кайсан ачасем кирлĕ чухне çийĕнчех килсе çитетчĕç, хаклă вăхăта пĕрре те сая яман. Вĕсем васкавлă пулăшу вырăнне пулнă. Мăшăр та килти ĕçсене хăй çине тиенĕ. Ял хĕрарăмĕн яланах ытларах пилĕк авма тивет: кил-çуртне те таса тытмалла, выльăх-чĕрлĕхне те пăхмалла, пахча çимĕçне çитĕнтермелле тата ытти те. Çавăнпа та Шевроле Нивана çемьепе тар тăкса илнĕ парне темелле, - хăй шухăшĕсене пытармарĕ вырма паттăрĕ.
Пирĕн хуçалăх ертÿçин Олег Рузаковăн шухăшне те пĕлес килчĕ. Тем тесен те А.М. Тихонов комбайнера çапла чыслани ял хуçалăх кооперативĕпе районăн чыс-мухтавĕ те пулса тăрать.
- Чăн малтан çын яваплăха туйнине, шанса панă техникăна вăхăтра юсаса, пăхса тăнине, кирек мĕнле ыйтăва та оперативлă татса панине палăртмалла. Çакна Александр Маркелович 19 çул пĕр комбайнпа вырмана хутшăнни те çирĕплетет. Коллективра çавăн пек çынсем пурри вăл - пирĕн пуянлăх. Эпир çакăнпа мăнаçланатпăр, вырма паттăрне малашне те ĕçре çитĕнÿсем тума сунатпăр, - терĕ Олег Никонорович хăйĕнпе юнашар çакăн пек тăрăшуллă çынсем ĕçленипе хĕпĕртесе.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Пишпÿлек районĕ.
Читайте нас: