Манăн анне – Елена Никифоровна Гаврилова «Аслă ăрури общество хастарĕ» номинацире хăйĕн пултарулăхне виçнĕ. Çав ятпа аннене пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп. Вăл - паян кун та пурнăç интересне çухатман, питĕ хастар хĕрарăм. Аннен пурнăçĕнчи хăш-пĕр паллă фактсене илсе кăтартасшăн. Унăн çичĕ ача. Вăл хĕр ача усрава илсе ăна хăй ачи пек пăхса ÿстернĕ. Мелеспуçĕнчи музей Канашĕн хастарĕ шутланать. Ял архивне çĕнетме пулăшать. Пур пек материалсене пуçтарса «Тыл ĕçченĕсем» медале тивĕçнисен списокне хатĕрленĕ. Архив даннăйĕсемпе тата справочниксемпе усă курса музей валли «Мелеспуç ялĕнчи политика репрессийĕнче пулнисем» ĕç çырса хатĕрленĕ. Хушăлка ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Санкт-Петербургри тĕн академийĕнче ĕçлекен Дмитрий Петрова вырăнти ялсемпе поселоксен карттине хатĕрлеме пулăшса Карлăкан (Шафеевка), Утей (Ключовка), Мелеспуç ялĕсем çинчен таврапĕлÿ сведенийĕсем пуçтарнă. «Пушкăртстанри чăвашсен кĕске энциклопедийĕн» иккĕмĕш томĕ валли Мелеспуçĕнче çуралса ÿснĕ пултаруллă çынсем пирки историлле даннăйсем пуçтарнă. «Урал сасси» тата «Белебеевские известия» хаçатра унăн социаллă темăпа çырнă материалĕсем тăтăшах пичетленсе тăраççĕ. Вăл - çак йĕркесен авторĕн Дина Гаврилован «Сивĕ кунсен паллисем» тата «Ты лучше всех» кĕнекисен консультанчĕ. Хайлавсене çырас ĕçре анне каласа панă событисем, этнографипе агрономи материалĕсем пысăк пулăшу пачĕç. Çавăн пекех йăла-йĕрке, пушкăртстан чăвашĕсен культура мифологийĕсен консультанчĕ те вăлах пулчĕ. Анне çынсем çÿп-çап тăкса тултарнă вырăна карта тытса çавăрса ун вырăнне 150 йывăç лартса ÿстернĕ, унсăр пуçне хăй çуралса ÿснĕ ялта 97 хунав лартнă.