Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
1 Сентябрӗн 2021, 12:14

Нумай çул ĕçленине тивĕçлĕ хак панă

РФ Федераллă Пухăвăн Паташлăх Думин суйлавне хатĕрленсе Мияки районĕнчи Тĕп культура çуртĕнче вырăнти суйлав комисийĕн семинар канашлăвĕ иртнĕ.

Нумай çул ĕçленине тивĕçлĕ хак панă
Нумай çул ĕçленине тивĕçлĕ хак панă

Семинар ĕçне районти суйлав комиссийĕн председателĕсемпе секретарĕсем, çавăн пекех муниципаллă район Канашĕн секретарĕ Ильшат Сакаев хутшăннă. Мероприятие ирттернĕ чух хăрушсăрлăхпа тивĕçтерекен пур санитарипе эпидемиологи нормисене пăхăннă. Ĕçлĕ ыйтусене сÿтсе явиччен вырăнти суйлав комиссийĕн председателĕ Светлана Атангулова 2716№ суйлав участокĕн председательне Ахат Исмагилова ПР Тĕп суйлав комиссийĕн Хисеп хучĕпе, 2738№ участок председательне Лилия Арсланована, 2729№ суйлав комиссийĕн членне Зулейха Ахтарьянована ПР Тĕп суйлав комиссийĕн Тав çырăвĕсемпе чысланă. Çавăн пекех тăваттăмĕш суйлав созывĕн вырăнти суйлав комиссийĕн председателĕн çумне Валерий Викторова РФ Конституцине улшăнусем кĕртессипе çыхăннă Пĕтĕм Раççейри сасăлава йĕркелесе ирттерес ĕçе хастар хутшăннăшăн РФ Тĕп суйлав комиссийĕн Хисеп хучĕпе наградăланă. Сăмах май, Валерий Васильевич 2010 çулсенче Мияки районĕнчи чăвашсен Канашне те чылай çул хушши ăнăçлă ертсе пынă.
- Эпĕ нумай çул хушши пурнăçланă ĕçе хак панăшăн тав тăватăп. Суйлав умĕнхи ĕçсене йĕркелесси - питĕ яваплă ĕç. Вăл çăмăл мар. Суйлав - яланах пысăк политика событийĕ. Çавăнпа та суйлав комиссийĕн участокĕсенчи пур членсен ĕçне те хакламалла, - терĕ Валерий Васильевич.
Светлана Маликовна ларăва хутшăннисене 2021 çулхи сентябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнчи суйлав уйрăмлăхĕсемпе, суйлавсенчи, референдумсенчи пĕтĕмлетĕве тумалли уйрăмлăхсемпе паллаштарнă, суйлав темиçе кун иртессине пĕлтернĕ. Суйлава темиçе кун хушши ирттерме Роспотребнадзор сĕннĕ.
Алия АБДУЛЛИНА.
Мияки районĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: