Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
1 Сентябрӗн 2021, 11:09

Çулталăк çынни ята тивĕçнĕ

Пултаруллă та чăваш ятне çÿлти шайра упракансене Пушкăртстанри йăхташсем хушшинче çеç мар, Раççейĕн ытти регионĕсенче те курма пулать.

Çулталăк çынни ята тивĕçнĕ
Çулталăк çынни ята тивĕçнĕ

Тĕрлĕ сферăра вăй хураççĕ вĕсем: çĕр ĕçченĕ, строитель, шахтер, нефть кăларакан, вĕрентекен, тухтăр, культура ĕçченĕ тата ытти те. Кашниех хăйĕн çитĕнĕвĕпе чăваш тĕнчине савăнтарать. Сăмахран, интернет урлă эпир Самар облаçĕнчи Шентала районĕнче Анатолий Мрясов купăсçа тата юрăçа лайăх пĕлетпĕр. Четырла ялĕнчи культура çуртне ертсе пынă май Анатолий Васильевич юрра-кĕвве ăста. Хăй çыракан тата кĕвĕлекен юрăсем урлă вăл тăванлăха, йăла-йĕркене, тăван чĕлхене хаклама, хамăр халăхпа мăнаçланма вĕрентет. Вĕрентет çеç мар, хистет тесен те йăнăш пулмĕ. Ахăртнех, ăна ÿт-пĕвĕнче чăваш юнĕ чупни çапла пулма вăй-хăват парать-тĕр.
Енчен те культура ĕçченĕ çинчен сăмах пуçларăмăр пулсан тепĕр пултаруллă çын ятне те асăнмасăр иртсе каяр мар. Ку вăл - Эрĕнпур облаçĕнчи Абдулино районĕнчи Анат Кăрминче пурăнакан Надежда Сафронова. Вăл та районти «Юбилейный» культура çурчĕн филиалĕн Кăрми ялĕнчи клубăн директорĕ пулса ĕçлет. Надежда Ильинична муниципаллă район шайĕнче иртнĕ «Çулталăк çынни - 2021» конкурсра «Çулталăкри культура ĕçченĕ» номинацире çĕнтернĕ. Нумаях пулмасть вара, август уйăхĕн 20-мĕшĕнче, савăнăçлă церемони вăхăтĕнче çак сумлă ята ăна Абдулино хулинче парса чыс тунă. Маттур!
Эпир те, редакци ĕçченĕсем, уçă кăмăллă та пуçаруллă Надежда Ильиничнăна хамăр енчен чун-чĕререн саламлатпăр. Малашне тата та ытларах çитĕнÿсем тумалла пултăр. Сăмах май, вăл ертсе пыракан «Çутă ĕмĕт» ансамбль «Юрт лаша» юрăпа «Урал сасси» хаçат редакцийĕ ирттернĕ «Чăваш юрри - чи илемли» конкурса та хутшăннăччĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Самар-Эрĕнпур облаçĕсем.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: