Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
17 Ноябрӗн 2021, 11:40

Нумай пĕлекене мар, хăйĕн ăсталăхне ытти çынсене паракана ăслă теççĕ

Пирĕн ентешĕн, филологи наукисен докторĕн, Александр Николаевич Тихонов профессорăн ятне кашни чĕлхеçĕ, вырăс чĕлхи вĕрентекенĕ лайăх пĕлме тивĕç. Унăн ĕçĕсене çитекеннисем паянхи кунччен те çук пулĕ. Аллă çул хушшинче вăл 500 ытла наука ĕçĕ пичете кăларнă. Чи палли «Шкулти вырăс чĕлхин сăмах пулăвĕн словарĕ» («Школьный словообразовательный словарь русского языка») тата «Вырăс чĕлхин сăмах пулăвĕн словарĕ» («Словообразовательный словарь русского языка»).

Нумай пĕлекене мар, хăйĕн ăсталăхне  ытти çынсене паракана ăслă теççĕ
Нумай пĕлекене мар, хăйĕн ăсталăхне ытти çынсене паракана ăслă теççĕ

Ача чухнех Александр тăван Авăркас районĕнчи Путаш паççулккинчи ентешĕсене чăваш чĕлхисĕр пуçне вырăс‚ пушкăрт тата тутар чĕлхисене те лайăх пĕлнипе тĕлĕнтернĕ.
Треппелти вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Александр Тихонов Таджикистанра икĕ çул вырăс чĕлхи учителĕ пулса ĕçленĕ. Малалла аталанас тесен пурнăçра аслă пĕлÿ кирлине лайăх ăнланнă вăл.
А.Навои ячĕллĕ Самарканд университечĕн филологи факультетне лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Узбекистанри ял шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Пĕр вăхăтрах узбекпа таджик класĕсенче ĕçленĕ май, учитель асăннă чĕлхесене вĕреннĕ тата тĕпченĕ, республикăри педагогика ыйтăвĕсене пичетре сÿтсе явас ĕçе хастар хутшăннă. Çамрăк педагогăн тăрăшулăхĕпе пĕлĕвне тимлĕхсĕр хăварман. Александр Николаевича Самаркандри университета вырăс чĕлхи кафедрине ĕçлеме чĕннĕ. Вăл наукăпа тĕпчев ĕçне хутшăннă, вырăс глаголĕпе çыхăннă чылай статья пичетлесе кăларнă. А.Тихонов пĕлĕвне Мускаври патшалăх университетĕнчи В.Виноградов академик ертсе пыракан çулталăк вĕренмелли вырăс чĕлхи кафедринче тăснă. Çулталăкран кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Унтан каллех Самарканд университетне таврăннă, ку хутĕнче филологи факультечĕн деканĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Каярах Самаркандри С.Айни ячĕллĕ педагогика институчĕн проректорĕ тата вырăс чĕлхи кафедрин заведующийĕ пулса тăрăшнă. Александр Николаевич ăсчах çеç мар, ăста йĕркелÿçĕ те пулнă. Вăл пуçарнипе вырăс чĕлхинчи сăмахсен пулăвĕн ыйтăвĕсемпе Пĕтĕм союз шайĕнче ултă конференци йĕркелесе ирттернĕ. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Александр Тихонов тĕпчевçĕ 12 томлă хаклă та кирлĕ материалсем хатĕрленĕ.
Чăн-чăн ăсчах нихăçан та пĕр вырăнта тăмасть, пурнăç тăршшĕпе пĕлĕвне туптать, аталанать. Пирĕн ентеш доктор диссертацине хÿтĕлесе профессор ятне илни тата ăна Мускаври СССР Наука академийĕн вырăс чĕлхи уйрăмĕн заведующийĕ пулма шанса пани те çакна пĕтĕмпех çирĕплетет.
1998 çултан Александр Николаевич Мускаври лингвист университечĕн Евразипе Балти çĕршывĕсен культурипе чĕлхесен центрĕн тĕп наука сотрудникĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Ăсчахăн словарьсем тумалли теорипе практика ĕçĕсем ытларах палăрнă. Унăн «Шкулти вырăс чĕлхин сăмах пулăвĕн словарьне» çичĕ хутчен пичетлесе кăларнă. Икĕ томлă «Вырăс чĕлхин сăмах пулăвĕн словарĕ» тĕнчипе паллă. Вăл ăна пуçласа кăларнă, паянхи кунччен унпа танлашаканни çук.
Александр Николаевич пысăк ăсчах çеç мар, пултаруллă педагог та пулнă. Вăл вĕренекенсенче предмета вĕренес, тĕпчес туйăма вăратма пултарнă. Тихонов профессор 15 доктора тата 85 наука кандидатне хатĕрленĕ. Унăн вĕренекенĕсем маларах СССР территорине кĕнĕ республикăсенче, Болгарипе Польшăра ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Пушкăртстанăн патриочĕ хăйĕн тăван кĕтесĕ çинчен нихăçан та манман. Кашни çул республикăри аслă шкулсенче студентсем валли ятарлă курссем ирттернĕ, лекцисем вуланă, учительсем валли семинарсем йĕркеленĕ. Пушкăрт патшалăх университечĕн профессорĕсем вăл ертсе пынипе хăйсен доктор диссертацийĕсене хÿтĕленĕ. Пирĕн чĕлхеçĕсем Александр Николаевич Самаркандра, Ташкентра, Мускавра йĕркеленĕ наука конференцийĕсене те хастар хутшăннă.
А.Н. Тихоновăн ĕç-хĕлне патшалăх шайĕнче пысăк хак панă. Вăл Раççей Федерацин, Узбекистан Республикипе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ наука деятелĕ, РФ правительствин вĕрентÿ премин лауреачĕ ятсене тивĕçнĕ.
Александр Николаевич 2003 çулта пурнăçран уйрăлса кайнă, кăçалхи ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕнче 90 çул тултармаллаччĕ. Вăл пуçланă ĕçе унăн вĕренекенĕсем малалла тăсаççĕ. Филологи наукин историйĕнче тава тивĕçлĕ ăсчахăн, ырă та лайăх çыннăн ячĕ ĕмĕрлĕхе упранĕ. Çак чаплă çынпа тĕл пулса калаçма, çыхăну тытма, 2000 çулта Чăваш Хурамал ял юбилейĕнче юнашар пулма тÿр килнĕшĕн, малашне те пысăк ĕмĕтсемпе пурăнма шăпа пÿрнишĕн хама телейлĕ туятăп.
Юрий ЛЕОНТЬЕВ,
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.
Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.

Нумай пĕлекене мар, хăйĕн ăсталăхне  ытти çынсене паракана ăслă теççĕ
Нумай пĕлекене мар, хăйĕн ăсталăхне ытти çынсене паракана ăслă теççĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: