Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
24 Ноябрӗн 2021, 10:33

Тетĕрпуç каччи Константин Петров – эссе конкурсĕн çĕнтерÿçи

Мускав хулинче «Билингва – 2021» çиччĕмĕш Халăхсен хушшинчи эссе çыракансен конкурсĕн финалĕ иртнĕ. Куçăн мар тапхăр июнь уйăхĕн 1-мĕшĕнче пуçланнă пулнă. Конкурса икĕ чĕлхепе калаçакан 300 яхăн 10-22 çулхи ачасемпе çамрăксем хутшăннă. Вĕсемшĕн вырăс чĕлхи ют, тăван мар е иккĕмĕш тăван чĕлхе шутланать. Финала вара 48 çын тухнă.

Тетĕрпуç каччи Константин Петров –  эссе конкурсĕн çĕнтерÿçи
Тетĕрпуç каччи Константин Петров – эссе конкурсĕн çĕнтерÿçи

ППУн Çтерлĕри филиалĕн чысне икĕ студент хÿтĕленĕ. Вĕсем – пушкăрт тата тĕрĕк филологи факультетĕнче вĕренекен Урал Тагировпа (4 курс) Константин Петров (1 курс).
«Билингва» конкурс условийĕпе килĕшÿллĕн тăван тата вырăс чĕлхисемпе эссе çырмалла пулнă. Константиншăн тăван чĕлхе чăваш чĕлхи шутланать. Çамрăк каччă хăйĕн ĕçĕнче чăваш халăхĕн уявĕсен илемлĕ еткерне уçса панă.
– Манăн ĕçĕн никĕсĕнче - Пушкăртстан Республикинчи Çтерлĕпуç районĕнчи Тетĕрпуç ялĕнчи чăвашсен халăх вăййисем, - каласа парать Константин. – Ман шутпа, пысăках мар ялта наци культури упранни тата аталанни яланах интерес çуратать.
Мускав хулинчи Наци политикин тата регионсем хушшинчи çыхăну департаменчĕн ертÿçи Виталий Сучков çĕнтерÿçĕсене мэринче чыслама йĕркеленĕ савăнăçлă церемонине хутшăннă. Финала тухнă ачасемпе çамрăксем чаплă лару-тăрура хăйсен регионĕсемпе паллаштарнă, çавăн пекех чĕлхесене мĕнле пĕлнине кăтартса панă. Çак кунхине Мускавăн Правительство çуртĕнче пăлхар, молдави, грек, тутар, якут, удмурт, чăваш, пушкăрт, коми тата Раççейре, пĕтĕм тĕнчипе пурăнакан ытти халăхсен чĕлхисем янранă.
«Билингва» конкурса Мускав хулинчи Наци политикин тата регионсем хушшинчи çыхăну департаменчĕ Мускав Правительстви çумĕнчи Национальноçсен ĕçĕсен канашĕпе пĕрле тата вырăс чĕлхине пулăшу паракан Халăхсен хушшинчи педагогика обществи хутшăннипе кашни çулах йĕркелеççĕ. Ăна Мускаври патшалăх педагогика университечĕ наукăпа методика пулăшăвĕ панипе автономлă коммерци шутне кĕмен организаци – «Этносфера» Нацисем хушшинчи вĕрентĕве пулăшу паракан центр – ирттереççĕ. Çавăн пекех М.В. Ломоносов ячĕллĕ МПУ филологи факультечĕ жюри ĕçĕсене йĕркелеме пысăк пулăшу парать.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: