- Эрне маларах пĕр чупăшăва хутшăннăччĕ, çавăнпа та ăмăртăва хатĕрленме вăхăт хĕсĕкрех пулчĕ. Унта пурĕ 40 спортсменччĕ, трасса хăвăрт иртрĕмĕр, пуçламăшĕнче хăнăхнă пек пурте васкамасăр тапрантăмăр. Финиша малтанхисем пулса виççĕн çитрĕмĕр, – каласа парать Андрей Петров. – Халĕ Сочи хулине тренировка пухăвне каятăп. Çĕнĕ çул тĕлнелле ăмăртăва хутшăнăп. Кăçал Ĕпхÿ хулинчи 42 çухрăм тăршшĕ марафонра виççĕмĕш вырăн йышăнтăм, çурма марафона, сăрт-ту чупăшăвне хутшăнтăм. Çулла Пушкăртстан çăмăл атлечĕсен ушкăнĕпе Раççей чемпионатне хутшăнса пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Харпăр ăмăртусенче 4-5-мĕш вырăнсене тухрăм. Çулталăк тухăçлă иртрĕ тесе пулать. Асăннă çĕнтерÿсемшĕн хамăн пĕрремĕш тренера Петр Георгиевич Николаева тата Виталий Степанович Арефьев паянхи тренера тав тăватăп. Вĕсем мана пулăшаççĕ, тренерсемпе ялан çыхăну тытатăп. Чикĕ леш енчи ăмăртусене те хутшăнас килет, анчах та халĕ унта тухса çÿреме май çук. Малалла та хамăн ăсталăха туптăп. Çитес çул тÿлевлĕ ăмăртусене (коммерческие старты), марафонсене, çурма марафонсене, Раççей чемпионачĕсене хутшăнма палăртатăп.
Карина ПАВЛОВА.
Пишпÿлек районĕ.
Сăн ÿкерчĕк Андрей Петровăн архивĕнчен.