Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
9 Нарӑсӑн 2022, 10:54

Унра хастарлăх иксĕлми

Кирек камшӑн та ҫуралнӑ ҫӗр тӑван килпе, атте-аннепе, ачалӑхпа ҫыхӑннӑ. Маншӑн та ҫавах. Тӑван яла, юратнӑ Слакпуҫне килсен яланах ачалӑха таврӑнатӑп. Хам астӑвасса эпӗ Вӑтакасри ҫурта (аттепе анне пӗрлешсен пӗрремӗш ҫурт кунта лартнӑ) куҫ умне кӑларса тӑрататӑп.

Унра хастарлăх иксĕлми
Унра хастарлăх иксĕлми

Ку урамри ачасемпе эпӗ тӗрлӗ вӑйӑ вылянӑ, кулнӑ, чупнӑ... Пирӗн кӳршӗре Григорьевсем пурӑнатчӗҫ. Манран пӗр ҫул ҫеҫ аслӑрах Ритӑпа пӗрле вылянине, ӑмӑртмалла чупнине халӗ те астӑватӑп. Унтанпа ҫур ӗмӗр ытла иртрӗ. Кашнин пирӗн пурнӑҫ ҫулӗ Слакпуҫӗнчен аякра кӑлтӑртатса кусса пырать пулин те, пире тӑван ял ҫыхӑнтарса тӑрать. Ачалӑхри кӳршӗ хӗрӗпе – Рита Григорьевӑпа эпир туслӑ ҫыхӑну тытатпӑр. Ӗмӗрӗпе педагогика ӗҫӗнче вӑй хунӑскер, вӑл час-часах Слакпуҫӗнче пулать, тӑванӗсемпе, тус-тантӑшӗсемпе курнăçать. Эпир те унпа кашни ҫулах тӑван Слакпуҫĕнче тӗл пулатпӑр, ачалӑха аса илетпӗр... Тин ҫеҫ пӗрле ҫара уран чупнӑн туйӑнать, анчах та халӗ ҫӳҫсем те шуралнӑ ӗнтӗ.
Шкула аван паллӑсемпе пӗтернӗскер, Маргарита Григорьева тӳрех Пелепейри педучилищӗне вӗренме кӗчĕ. Ӑна пĕтерсен Пишпӳлек районӗнчи Кистенлӗпуç ялне ӗҫлеме ячӗç. Кунта ҫамрӑк педагог чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнĕ. Пӗр ҫул Михайловка поселокӗнче вӗрентме тӳр килнĕ. Каярах Витя аслӑ пиччӗшӗ чӗннипе Самар облаҫне куҫса кайнă. Ҫапла манăн кÿршĕ хĕрĕн пурнӑҫӗ ҫак тӑрӑхпа ӗмӗрлӗхех ҫыхӑннă. Шкулта ӗҫленӗ вӑхӑтра вăл Волгоградри педагогика институтӗнчи истори факультетне куҫӑн мар майпа пӗтернĕ. Шкулта завуч пулса ӗҫленĕ, пӗр вӑхӑт директор лавне те туртнă.
Хальхи вӑхӑтра Маргарита Елизаровна Сызрань хулинче пурӑнать, ҫамрӑк ӑрӑва пӗлӳ парас ӗҫре, вӑхӑт таппине пӑхмасӑр, вӑй хурать. Слакпуҫ хӗрӗн, ачалӑхри кӳршӗн Маргарита Григорьевӑн хастарлӑхӗнчен, ӗҫченлӗхӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗнетӗп. Слакпуҫӗнче Михаил Архангел чиркӗвне уҫассишӗн чун-чӗрен ҫунать, вӑл та ялти хастарсен (кунта пурӑнмасть пулин те) шутӗнче. Ман аттене тата ялти пур ветерансене халалланӑ «Асра тытчăр» («Чтобы помнили») проекта пурнӑҫа кӗртессишӗн хӑйӗн тӳпине хывать. Унра хастарлӑх тапса тӑрать, Слакпуҫ ялӗн пуласлӑхӗшӗн чунтан тӑрӑшать. Маргарита пирӗнпе юнашар пулнишӗн, ырӑ сӗнӳсемпе канашсем панишӗн эпӗ чӑннипех те савӑнатӑп. Ун пек патриотсем пурри Слакпуҫ ялӗн мӑнаҫлӑхӗ. Пултаруллӑ та хастар ентешӗмпе чӑннипех те мухтанатӑп.
Канӑҫсӑр чунлӑ педагог çулсен таппине туймасть. Ҫак кунсенче Маргарита Григорьевӑн чаплӑ юбилей. Паллӑ кун ячӗпе чун-чӗререн пӗтӗм Павловсен ятӗнчен саламланӑ май, хурҫӑ пек ҫирӗп сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр ҫеҫ сунатпăр. Чунри хӗлхем ялкӑшса тӑтӑр, ачалӑхри кӳршӗ хӗрӗ. Пирӗн пӗрлехи ӗҫсем пурнӑҫа кӗччӗр.
Анатолий ПАВЛОВ отставкӑри полковник.
Мускав хули.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: