Урал сасси
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
7 Июнӗн 2022, 10:17

Тăрăшни, çине тăни сая кайман

Май уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ĕпхÿри Торатау Конгресс-холра «Эпĕ ÿкеретĕп. Манăн Раççей» («Я рисую. Моя Россия») республикăри ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Вăл «Республикăри шкул ачисем Ю.А. Гагарин кубокне çĕнсе илессишĕн» вĕрентÿпе патриотизм проекчĕн пĕр пайĕ пулса тăрать.

Тăрăшни, çине тăни сая кайман
Тăрăшни, çине тăни сая кайман

Конкурса пурĕ 1-8 классенче вĕренекен 120 пин ача хутшăннă. Çĕнтерÿçĕсене жюри членĕсем (председателĕ – Каринэ Хабирова) ÿсĕмне кура, ачасем миçемĕш класра вĕреннине пăхса, палăртнă. Пурĕ 120 пин конкурсант хушшинче 24 призер пулнă. Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке ялĕнчи шкулта саккăрмĕш класра вĕренекен Елизавета Ворошилова кĕмĕл медале çĕнсе илнĕ, II cтепенлĕ дипломпа мольберт (ÿкерчĕксем тунă чухне усă курмалли хатĕр) илме тивĕçнĕ. Чăваш хĕр ачи «Байкал» ÿкерчĕкĕпе саккăрмĕш классем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă. Çапла майпа хăйĕншĕн çеç мар, ашшĕ-амăшне те, Игорь Леонидовичпа Надежда Николаевнăна, савăнăç парнеленĕ. Конкурс йĕркелÿçисем вĕсене те тимлĕхсĕр хăварман – пултаруллă ачасен пуçаруллă вăй-хăватне никĕслес, Тăван çĕршывăн çамрăк патриочĕсене çитĕнтерес ĕçре тÿпе хывнăшăн РФ Патшалăх Думин депутачĕ Эльвира Аиткулова Тав çырăвĕ парса чысланă. Унсăр пуçне Надежда Николаевна вĕрентекен пулнă май уйрăм Хисеп хутне тивĕçнĕ.
– Пирĕн килте ачасем ÿкерме юратаççĕ. Асли, Валерия та, хитре ÿкерет. Эпир иртнĕ çул та çак конкурса хутшăннă, анчах мала тухаймарăмăр. Кăçал вара Лизăн ĕçне жюри суйласа илнĕшĕн питĕ савăнтăмăр. Тăрăшни, çине тăни сая каймарĕ, – тет çĕнтерÿçĕн амăшĕ савăнăçне пытармасăр.
Сăмах май, «Эпĕ ÿкеретĕп. Манăн Раççей» конкурс Пушкăртстан Пуçлăхĕн мăшăрĕн Каринэ Хабирован тата Раççей Федерацийĕн Геройĕн, «Роскосмос» патшалăх корпорацийĕн космос енĕпе ĕçлекен летчик-космонавтăн Сергей Ревин педагогика наукисен кандидачĕн патроначĕпе иртнĕ. Унăн учредителĕ тата йĕркелÿçи «Пушкăртстан Республикинчи «Виктория» вĕрентÿ проекчĕсене аталантармалли тата пулăшмалли обществăлла комитет» автономлă коммерципе çыхăнман организаци (АНО) шутланать.
Юрий СНЕГОПАД.
Куюргазă районĕ, Кривле-Илюшке ялĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: