Светлана пĕчĕк чух Урал ялне Шупашкартан пукане театрĕ килнĕ. Спектакль хĕр ачана питĕ килĕшнĕ. Артистка пулас ĕмĕтпе хавхаланнăскер тус-тантăшĕсене урамра хăй спектакльсем кăтартма пуçланă.
Унăн асламăшĕ, ашшĕ, ашшĕпе пĕр тăван пиччĕшĕ балалайкăпа калакан ăстасем шутланнă. Анна аппăшĕ ялти паллă купăсçă пулнă. Тăванĕсен тĕслĕхĕсем çинче ÿснĕ хĕр пĕрчи музыкçă пулма ĕмĕтленнĕ. Кĕçĕн классенче вĕреннĕ чух Светлана Николай Иванович Попович илсе пынă музыка кружокне çÿреме кăмăлланă. Вăл вĕрсе каламалли инструментсен оркестрĕнче кларнетпа вылянă. Александр Владимирович Федоров ертсе пынă музыка урокĕсем те хĕр ачана питĕ килĕшнĕ. Ашкатар ялĕнчи кукамăшĕ патĕнче хăнара тăтăшах пулнă май, кÿршĕре пурăнакан арçын ача Василий Кузьмин баянпа ăста вылянине час-часах сăнама тÿр килнĕ унăн. Хĕр ача Вася Ĕпхÿри музыка интернат-шкулта вĕреннине тĕпчесе пĕлнĕ. Светлана вырăнти шкултан 4-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн асăннă вĕрентÿ заведенине вырнаçнă. Халĕ асăннă шкул – Газиз Альмухаметов ячĕллĕ республикăри интернат-гимнази.
Музыка пĕлĕвне паракан шкула вырнаçсанах хĕр ача часрах баянпа выляма вĕренес тесе ĕмĕтленнĕ. Анчах вĕрентекенсем ăна малтан тăмра инструментне алла илсен гитарăпа, балалайкăпа тата баянпа калама час вĕренĕн тесе ÿкĕте кĕртнĕ. Малтанлăха Светланăна ашшĕ-амăшĕсĕр, çывăх çыннисемсĕр пурăнма питĕ йывăр пулнă. Анчах та хăй умне тĕллев лартнă хĕр пĕрчи мĕнпур хĕнлĕхе те çĕнтерме пултарнă. 10 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн килне таврăннă. Ăна Урал ялĕнчи шкулта музыка учителĕ пулма ыйтнă. Вăл вăхăтра хĕр ача тăмрапа та, фортепианопа та выляма пĕлнĕ. Тепĕр çултан Челябинскри патшалăх культура институтне «Халăх инструменчĕсен оркестрĕн ертÿçи» специальноçĕпе вĕренме кĕнĕ. Тăватă çул хушшинче баянпа, гитарăпа, балалайкăпа тата аккордеонпа выляма хăнăхнă. Диплом илнĕ специалист тăван ялĕнчех ĕçлеме шутланă. 1984 çулта Урал ялĕнчи клубра илемлĕх ертÿçи тата шкулта музыка учителĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Çулталăкран шкулта çеç ĕçлеме юлнă. 1988 çултан кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулса тăрăшнă. Çак специальноçа вăл куçăн мар мелпе Çтерлĕри патшалăх педагогика институтĕнче вĕренсе алла илнĕ.
Светланăн аслă вĕрентекенĕ кĕçĕн классенче ĕçлекен Нина Сергеевна Федорова пулнă. Вăл ăна ĕçри вăрттăнлăхсемпе паллаштарнă, ăслă канашсем панă. Тата Галина Константиновна Дементьева пултаруллă учительпе юнашар ĕçлени те усăллă пулнă. Çавăн пекех çамрăк специалиста районти вĕрентÿ уйрăмĕн методисчĕ Надежда Алексеевна Бурчак пысăк пулăшу панă.
Светлана Васильевнан пурнăç çулĕ çинче ырă, яланах пулăшма хатĕр çынсем тĕл пулнă. Вăл вĕсене чун-чĕререн тав тăвать. Вĕсен шутĕнче – чăваш халăх центрĕн ертÿçи Анна Никоновна Федорова. Шел пулин те халĕ вăл сывă çынсен шутĕнче çук, темиçе çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. Халĕ Светлана Васильевна ырă тав сăмахĕсем «Канаш» регионти чăвашсен обществăлла организацин Федоровка тăрăхĕнчи филиалĕн председательне Анна Васильевна Ремпель ячĕпе калать.
1992 çулта Урал ялĕнче Федоровкăри ача-пăчасен ÿнер шкулĕн филиалĕ уçăлнă. Çав вăхăтранпа Светлана Юдина тĕп ĕçне илсе пынисĕр пуçне халăх инструменчĕсен класне ертсе пыракан аслă категориллĕ вĕрентекен пулса тăрăшать. Арçын ачасемпе хĕр ачасене тăмрапа, балалайкăпа, гитарăпа, баянпа калама вĕрентет. Флейта класне Вера Никандровна Семенова илсе пырать. Маларах музыка шкулĕнче Нина Никоновна Федорова ĕçленĕ.
Светлана Васильевна хăй ĕçне чунтан юратакан çын. Ăсталăха алла илме нумай çул вĕреннĕ. Кăнтăрлаччен вăл икĕ кĕçĕн класра уроксем ирттерет, унтан ун патне искусство шкулне çÿрекен ачасем килеççĕ. «Çынсем санпа кăмăллă пулччăр тесен, вĕсемпе те çавăн пекех пул» тесе вĕрентет Светлана Юдина хăйĕн воспитанникĕсене. Вĕрентÿпе музыка уншăн пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă процесс. Пултарулăх туйăмĕ ăна тĕрлĕ уявсемпе мероприятисене интереслĕ те çÿллĕ шайра ирттерме май парать. Çавăн пекех ачасене Ача-пăчапа çамрăклăх центрĕн вокал кружокĕ те питĕ килĕшет. «Родничок» ансамбле çÿрекенсем чăвашла, вырăсла юрăсем юрлаççĕ, Пушкăртстан Республикинче пурăнакан халăхсен йăли-йĕркисене, культурине тĕпчеççĕ. «Ырă ĕç çимĕçне парать» тенĕ пек унăн вĕренекенĕсем те çирĕп пĕлĕвĕсемпе савăнтараççĕ. Тĕрлĕ предметсемпе иртекен олимпиадăсенче, пултарулăх конкурсĕсенче çĕнтерÿçĕсем пулаççĕ. Вĕренекенĕсем шкул пĕтерсен те ун çинчен манмаççĕ, килсе çÿреççĕ, шăнкăравлаççĕ. Светлана Васильевна та вĕсен пурнăçĕсемпе интересленсе тăрать.
Нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн ăна Федоровка район администрацин вĕрентÿ пайĕн, ПР Вĕрентÿ министерствин, РФ Наукăпа аслă профессиллĕ вĕрентĕвĕн, ПР Культура министерствисен, ПР Патшалăх Пухăвĕн- Курултайĕн Хисеп хучĕсемпе чысланă. Унăн пухмачĕнче чылай Тав çырăвĕсемпе Дипломсем упранаççĕ. Чи пысăк çитĕнÿсенчен иккĕшĕ – 2015 çулта малтан районта иртнĕ «Çулталăк учителĕ» конкурсра çĕнтерÿçĕ пулни, унтан «Пушкăртстанри çулталăк учителĕ – 2016» конкурсăн «Пушкăртстан халăхĕсен культура йăли-йĕркисене тата патриотизм еткерне сыхласа хăварасси» номинацинче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçни. Аслă категориллĕ вĕрентекенĕн «ПР вĕрентÿ отличникĕ» палли пур, вăл «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Кăçалхи çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн ăна «РФ воспитани тата çут ĕç сферин хисеплĕ ĕçченĕ» ята парса чысланă. Светлана Васильевна ППУн Çтерлĕри филиалĕпе тачă çыхăнса ĕçлет, студентсене хăйĕн опычĕпе паллаштарать.
«Тус-тăван» халăх ансамбльне йĕркелесенех унăн илемлĕх ертÿçи пулма ушкăна çÿрекен чи çамрăк пайташĕ килĕшнĕ. Асăннă ушкăнăн пултарулăхне халăх кăмăллать, ăшшăн йышăнать. Хăй пултарулăх артисчĕсем чăваш тата вырăс халăх юррисене юрлаççĕ. Светлана Васильевна ансамбль валли репертуар суйласа илет çеç мар, пуринпе пĕрле концертсемпе уявсене хутшăнать, хăй пултарулăх композиторĕ шутланать. Вăл республикăри паллă Аркадий Русаков, Зинаида Сурпан тата Ульяна Данилова поэтсен сăввисемпе юрă кĕввисем çырнă. Чылай конкурсри «Автор юрри» номинацине хутшăннă, регионсем хушшинчи Ф. Абдраков ячĕллĕ хăй пултарулăх композиторĕсен конкурсне хутшăнса Гран-при çĕнсе илнĕ.
Пĕр-пĕр произведени çырма талантсăр пуçне хавхалану та кирлĕ-çке. Ăçтан илет-ши хавхаланупа вăй-хăват çак илемлĕ сăн-питлĕ хĕрарăм тесе тĕлĕнетĕп. Унăн кашни кунĕ минут таран маларах çырăннă, канма пушă вăхăчĕ те юлмасть темелле. Çемьере вăл юратнă мăшăр, тăрăшуллă анне. Дмитрий Михайлович мăшăрĕпе 36 çул пĕрле пурăнаççĕ. Аслă Сергей ывăлĕ çемйипе Ханты-Мансийск автономи округĕнче Белоярский хулинче пурăнать. Дознани уйрăмĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлать. Елена кинĕ «Милосердие» халăха социаллă пулăшу паракан центрăн педагог-психологĕ шутланать. Ирина хĕрĕ 12 çулта, мĕнле професси суйласа илесси хальлĕхе паллă мар-ха. Çуллахи каникул вăхăтĕнче асаннепе асаттене Полинăпа Мирон мăнукĕсем килсе савăнтарнă, телей кÿнĕ.
– Педагогсен туслă ушкăнĕнче ĕçлеме пÿрнĕшĕн шăпана тав тăватăп. Коллективра тĕп вырăнта – пĕр-пĕрне ăнланасси, пулăшу парасси пулса тăрать. Пирĕн ертÿçĕ - Николай Евгеньевич Федоров хисеплĕ те çынна ăнланакан директор. Нина Никоновна Федоровапа Татьяна Николаевна Антонова кĕçĕн классен вĕрентекенĕсене тата Нина Николаевна Караськина вĕрентÿ пайĕн кураторне пулăшу панăшăн тав тăватăп. Вĕренÿ çулĕ пуçланас умĕн шкулта юсав ĕçĕсем ирттерчĕç. Пÿлĕмсенче хитре те хăтлă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче ман пата 1 класс ачисем вĕренме килчĕç. Кĕçĕн классен вĕрентекенĕ тĕнчене лайăхрах тума пултарнине ĕненетĕп. Чи кирли ачасене тĕнчене, пурнăçа, çынсене юратма, вĕсемпе савăнма, ахаль япалара асамлăх курма вĕрентмелле. Ачасене обществошăн усăллă та кирлĕ çын пулса çитĕнтермелле, – каласа парать С.В. Юдина.
«Учитель хăйĕн ĕçне юратакан артист та, ÿнерçĕ те пулмалла» тесе каланă Антон Павлович Чехов. Светлана Васильевна çак сăмахсене çеç мар, ачалăхри ĕмĕтне те пурнăçа кĕртнĕ.
Паянхи вĕренекенсем – ялăн ыранхи кунĕ. Раççее çĕнетес тесен яла чĕртмелле. Светлана Васильевна ял пурăнтăр, ачасем хăйсен тымарĕсем, йăх-несĕлĕсем çинчен пĕлччĕр тесе 38-мĕш çул шкула утать. Çак ĕçрен лайăхраххи, пархатарлăраххи, усăллăраххи мĕн пултăр тата?
Елена МАГАНЕВА.
Федоровка районĕ, Урал ялĕ.