Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
15 Ноябрӗн 2022, 16:00

Каллех Раççей шайĕнче çитĕнÿ тунă

Çак кунсенче Раççей Федерацийĕнчи шкул музейĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕ вĕçленнĕ.

Каллех Раççей шайĕнче çитĕнÿ тунă
Каллех Раççей шайĕнче çитĕнÿ тунă

Конкурс тĕллевĕ – ачасен интересĕсене, çемье, общество, патшалăх ыйтнине, наукăпа культура, экономикăпа технологисем тата социаллă сфера аталаннине шута илсе вĕренекенсемпе ĕçлемелли вĕрентÿ формисенчен пĕри шутланакан шкул музейĕсене çĕнетесси.
«Вĕрентÿ организацийĕнчи музейра воспитани тата вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлне йĕркелес енĕпе методика материалне хатĕрлесси» номинацире Раççей Федерацийĕнчи 36 регионран 80 методика хатĕрлевĕ тăратнă. Çав шутра виçĕ ĕçĕ Пушкăртстан Республикинчен. Тăватă конкурсант пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Мала тухнисенчен пĕри – «Альтаир» хушма вĕрентĕвĕн педагогĕ, Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнчи В.В. Николаев ячĕллĕ шкулти музейĕн ертÿçи Юрий Леонтьев («Музейра урок ирттерни» ушкăн). Ытти малти виçĕ вырăна Курскпа Белгород облаçĕсенчен тата Санкт-Петербург хулинчен хутшăнакансем йышăннă.
Юрий Харитонович жюри членĕсем умне «Манăн йăх. Манăн йăх-несĕл йывăççи» («Мой род. Моя родословная») класс тулашĕнчи ĕçĕн конспектне тăратнă. Унта пултаруллă педагог шкул музейĕнчи хăйĕн ĕçĕпе, ĕç-хĕлĕн пилĕк тĕп юхăмĕпе паллаштарнă. Çакă, паллах, нумай çул краеведени енĕпе ĕçленин тухăçĕ. Юрий Леонтьева черетлĕ çитĕнÿпе саламлатпăр.
Ирида НОВИКОВА.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: