Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
1 Мартӑн 2023, 11:45

Ĕçлемесĕр, пуç ватмасăр çитĕнÿ пулмасть

Авăркас районĕнче «Çулталăк вĕрентекенĕ -2023» («Учитель года - 2023») конкурсăн пĕтĕмлетĕвне тунă. Çак çăмăлах мар хĕрÿ ăмăртура Шланлăри вăтам пĕлÿ паракан шкул вĕрентекенĕ Галина Алексеева çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Ĕçлемесĕр, пуç ватмасăр çитĕнÿ пулмасть
Ĕçлемесĕр, пуç ватмасăр çитĕнÿ пулмасть

Конкурса Раççейри Вĕрентекен тата наставник çулталăкне, çавăн пекех К.Д Ушинский паллă педагог çуралнăранпа 200 çул çитнине халалланă. Вăл виçĕ тапхăрпа иртнĕ. Малтан районти 63 вĕрентекен хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне шкулсенче кăтартса панă. Ун хыççăн вун тăваттăшĕ район шайĕнче вăй виçнĕ. Чи пултаруллисем вара, çиччĕшĕ, финала тухнă, методика семинарĕ тата мастер-класс ирттернĕ. Çав шутра пирĕн Галина Олеговна та пулнă. Мĕншĕн пирĕн тетĕп, мĕншĕн тесен вăл чăваш ялĕнчи пуçламăш класс ачисене пĕлÿ парать.
Галина Авăркас районĕнчи пысăках мар Тальник текен ялта çуралнă. Сементи шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ, ача чухне хăйĕн пурнăç шăпине сывлăх сыхлав сферипе çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Çавна пулах Çтерлĕри медицина училищине вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă вĕçлесе дипломлă специалист пулса тăнă. Хĕр Çтерлĕри ача-пăча поликлиникинче, Ĕпхÿри ача çуратмалли çуртра ĕçленĕ. Анчах та сывлăх сыхлав сферине суйласа илнине пăхмасăр 1997 çулта çемьеллĕ пулнă хыççăн шкулта ĕçлеме пуçланă. Çав вăхăтрах вăл Çтерлĕри патшалăх педагогика институтĕнче куçăн мар мелпе аслă пĕлÿ илнĕ. Паянхи кун 20 çул ытла пуçламăш класс ачисене вĕрентет. Вăл – аслă категориллĕ учитель.
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчи ачасем маншăн пиллĕкмĕш выпуск пулать. Пĕрремĕш класри ачасен, аслăраххисемпе танлаштарсан, шухăшлавĕ те, хăйне тыткалани те урăхларах. Вĕсем ÿснĕçемĕн улшăнаççĕ. Тем тесен те шкул вĕрентÿ, воспитани ĕçне пурнăçлатех. Пирĕн вара, вĕрентекенсен, çав çамрăк калчасенчен тухăçлă çимĕç ÿстермелле, урăхла каласан Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕсене çитĕнтермелле. Çак тĕллеве кашни вĕрентекенех асра тытать пулĕ тетĕп, – чунне уçса калаçрĕ тăваттăмĕш класс вĕрентекенĕ ĕçри кăткăс самантсем пирки сăмах хускатнă май.
Эпир калаçу вăхăтĕнче Галина Олеговнăпа район шайĕнче иртнĕ конкурс темине ытлашши хускатмарăмăр. Унăн сăмахĕсенчен çакна ăнлантăм – ĕçлемесĕр, пуç ватмасăр çитĕнÿ пулмасть. Халĕ вара Шланлă вĕрентекенне черетлĕ ăмăрту кĕтет. Çывăх вăхăтра Галина Олеговна Ĕпхÿре иртекен республика шайĕнчи «Çулталăк вĕрентекенĕ – 2023» конкурсра Авăркас район чысне хÿтĕлĕ. Эпир ăна кунта та çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Юрий СНЕГОПАД.
Авăркас районĕ, Шланлă ялĕ.

Ĕçлемесĕр, пуç ватмасăр çитĕнÿ пулмасть
Ĕçлемесĕр, пуç ватмасăр çитĕнÿ пулмасть
Ĕçлемесĕр, пуç ватмасăр çитĕнÿ пулмасть
Ĕçлемесĕр, пуç ватмасăр çитĕнÿ пулмасть
Ĕçлемесĕр, пуç ватмасăр çитĕнÿ пулмасть
Ĕçлемесĕр, пуç ватмасăр çитĕнÿ пулмасть
Ĕçлемесĕр, пуç ватмасăр çитĕнÿ пулмасть
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: