Урал сасси
+3 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
24 Октябрӗн 2023, 12:50

Хура ылтăн тутине астивнĕ çын

Нефтьпе газ промышленноçĕ йывăр индустрин тĕп отраслĕ шутланать. Унта нефтьпе газ пур вырăнсене тупса палăртасси, скважинăсем шăтарасси, нефтьпе газа уçласа кăларасси тата вĕсене пăрăхсем тăрăх ярасси кĕрет.

Хура ылтăн тутине астивнĕ çын
Хура ылтăн тутине астивнĕ çын

Асăннă отрасльпе çыхăннă професси çыннисен ĕçĕ калама çук пĕлтерĕшлĕ. Халăх хуçалăхĕн пур отраслĕ нефтьпе газ тата топливо промышленноçĕпе тачă çыхăннă тата çынсен пурнăç пахалăхĕ те пĕтĕмпех вĕсенчен килет.
Çак отрасльре тăрăшакан çынсен ĕçĕ, паллах, çăмăл мар. Вĕсен хăш чух ĕçре пурнăçпа сывлăхшăн хăрушлăх тухса тăрать тесен те йăнăш пулмĕ. Паян пирĕн редакци тĕпелĕнче асăннă отрасльпе хăй пурнăçне çыхăнтарнă тава тивĕç çын – Виталий Иокимович Григорьев.
Виталий Иокимович Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче çуралнă. Вырăнти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Суккул ялĕнче 10 класлă шкула пĕтернĕ. Унтан Пелепейри 61№ (халĕ 40№) училищĕре сварщик профессине алла илнĕ. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă хыççăн çамрăк каччă Пелепейри пăраламалли (буровой) ĕçсен управленине ĕçе вырнаçнă. Организаци саланиччен 26 çул тăршшĕ çавăнта тăрăшнă. Ăста специалист ĕçри çитĕнÿсемшĕн хаклă парнесене тивĕçнĕ, çавăн пекех ăна Раççейри топливăпа энергетика комплексне аталантарнăшăн РФ Топливо тата энергетика министерствин Хисеп хутне парса чысланă.
– Пирĕн организаци салансан чылай ĕçтеш Çурçĕре кайса ĕçе вырнаçрĕ. Тем тесен те манăн тăван республикăран тухса каяс килмерĕ. Юрать, ун чух мана мăшăрăн пиччĕшĕ Алексей Петрович Ефремов ĕç вырăнĕ тупма пулăшрĕ. Çапла майпа хамăн ĕçлĕ пурнăçа малалла Ĕпхÿри «Транснефть» Раççей нефть компанинче тăсрăм, – паллаштарать хăй ĕçĕпе Виталий Григорьев. – Çĕнĕ ĕçре тăтăшах Раççей тăрăх командировкăсенче пулма тÿр килет. Сургут, Курган, Омск, Челябинск, Якути, Красноярск, Байкал тата çĕршывăн ытти кĕтесĕсенче пулатпăр. Сăмахран, тăван ял çывăхĕнчи газпа нефть иртекен пăрăхсемшĕн те пирĕн организаци яваплă.
Виталий Иокимович газпа нефть пăрăхĕсене çыхăнтарать, вăл – сварщик. Пăрăхсен сыпăкĕсене çыхăнтарнă чух ятарлă клеймо лартаççĕ. Мĕн те пулин сиксе тухсан çав сыпăнтарнă вырăншăн явап тытма тивет. Çавăнпа та сварщик ĕçĕ питĕ яваплă, кунта йăнăшма ирĕк памаççĕ.
Ĕçне кура хисепĕ теççĕ халăхра. Ĕмĕр тăршшĕ ĕçе тÿрĕ кăмăлтан пурнăçлакан Виталий Иокимовичăн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем сахал мар. Маларах унăн сăн ÿкерчĕкне предприятинчи Хисеп хăми çине вырнаçтарнă, кану çуртне кайма путевка панă. Çав çăмăллăхпа усă курса Виталий Иокимович Елена Петровна мăшăрĕпе Красноусольск санаторинче 14 кун тăршшĕ сывлăхĕсене сиплесе таврăннă.
Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче, Нефтьяниксен кунĕ тĕлне Виталий Иокимовича Раççей Федерацин Энергетика министерстви «Тава тивĕçлĕ нефтяник» хисеплĕ ятпа тата паллăпа наградăланă. Виталий Григорьев 2013 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та паянхи кун асăннă организацире тăрăшать.
Сăмах май каласан, Григорьевсем пĕрле 42 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем ывăл çуратса ÿстернĕ. Халĕ сумлă мăшăра Кристина мăнукĕ савăнтарать. Ял çĕрĕнче çуралса ÿснĕ Григорьевсем Пелепейĕнче хăйсен çурчĕпе пурăнаççĕ, чăх-чĕп, сысна усраççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Ялти тăван çуртне те пăхса тăраççĕ.
– Пурнăçра çавăн пек лайăх хĕрарăма тĕл пулнишĕн шăпана тав тăватăп. Манăн ĕç çул çÿревре иртет. Ачана ÿстересси, воспитани парасси, хуçалăхпа çыхăннă пур ĕç халĕ те, малтан та пĕтĕмпех Елена мăшăр çине тиеннĕ. Килте, çемьере пурте тĕрĕс-тĕкел пулсан çеç хăвна лăпкă туятăн, кил ăшши ĕçлеме вăй парать. Хама телейлĕ арçын, кил хуçи, асатте тесе шутлатăп, – пĕтĕмлетсе калать Виталий Григорьев.
Эпир, редакци ĕçченĕсем, Виталий Иокимовича сумлă ята тивĕçнипе саламлатпăр. Çирĕп сывлăх, çемьере килĕшÿпе татулăх сунатпăр, сире малалла та Тăван çĕршывшăн тăрăшма Турă вăй-хал патăр.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей хули.

Хура ылтăн тутине астивнĕ çын
Хура ылтăн тутине астивнĕ çын
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: