Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
12 Декабрӗн 2023, 11:40

Анатолий Аринин пек çынсем – çĕршыв мăнаçлăхĕ

Нумаях пулмасть РФ культура министрĕ Ольга Любимова Тăван çĕршыв культурине аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнă 30 çынна наградăсем парса чысланă. Вĕсен шутĕнче – литераторсем, режиссерсем, пултарулăх коллективĕсен илемлĕх ертÿçисем, артистсем, преподавательсемпе ытти паллă çынсем.

Анатолий Аринин пек çынсем – çĕршыв мăнаçлăхĕ
Анатолий Аринин пек çынсем – çĕршыв мăнаçлăхĕ

– Культура министерствин тата манăн чи хисеплĕ мисси хăйсен пурнăçĕсене искусствăна халалланă ăстасене саламласси пулса тăрать, – тенĕ Ольга Любимова.
Чаплă церемони Мускаври Пысăк театрта иртнĕ. Наградăна тивĕçнисен шутĕнче – Чăваш Республикинче çуралса ÿснĕ поэт, писатель, композитор, музыкант, психолог, философ, юрист Анатолий Николаевич Аринин. Ăна РФ Президенчĕ В.В. Путин «Культурăпа искусствăри ĕçсемшĕн» медале парса чысланă. Паянхи кун тĕлне вăл асăннă патшалăх наградине тивĕçнĕ Чăваш Енри паллă культура деятелĕсенчен пĕрремĕш çын шутланать.
– Ку маншăн пысăк чыс. Манăн ĕçе Раççей Президенчĕ Владимир Путин пысăк хак панăшăн тата ăна Ольга Борисовна Любимован аллинчен илме тивĕçнĕшĕн тем пекех тав тăватăп.
Эпĕ хамăн пултарулăха кăмăл-сипете вăратас ĕçе халалланă. Кăмăл-сипете вара Тăван çĕршыва юратнипе хаклаççĕ. Çавăнпа та шантарсах калатăп: малалла та тăрăшса ĕçлĕпĕр. Пысăк хака мана çеç мар, эпĕ ертсе пыракан ушкăнсене те панă. Малашне те Раççей Президенчĕпе Ольга Борисовнашăн шанчăклă тĕрев пулăпăр, пирĕн çине шанма пултаратăр. Эпир культурăшăн, кăмăл-сипетшĕн, халăх сывлăхĕшĕн кĕрешĕве тăма, Тăван çĕршывшăн, Раççей культурипе кăмăл-сипетшĕн ĕçлеме хатĕр! – тенĕ А.Н. Аринин Пысăк театр сцени çинчен тав сăмахĕсем каласа.
А.Н. Аринин ЧР Писательсен союзĕн правлени йышĕн пайташĕ, ВИА «Данс-рок-капелла», Кăмăл-сипет академийĕ, «Пултарулăх пуçарулăхĕсен комитечĕн» тата ытти обществăлла пĕрлĕхсен йĕркелÿçипе ертÿçи, Мускаври Финанспа юридици академийĕн регионти представителĕ, Чăваш Республикинчи Композиторсен ассоциацийĕн пайташĕ шутланать. Вăл республикăшăн çеç мар, Раççейшĕн те социаллă усăллă ĕç илсе пырать.
Анатолий Николаевич хăй пурнăçĕн пысăк пайне культурăпа искусствăна халалланă, поэзи, проза, публицистика, наука статйисемпе монографи çул-йĕрĕллĕ 20 ытла кĕнеке кун çути кăтартнă.
А.Н. Аринин 3000 ытла поэзилле произведени çырнă. Унăн поэзийĕн тĕп çул-йĕрĕ патриотизм, граждан, юрату, философи лирики шутланать. Вĕсен тĕп никĕсĕ вара кăмăл-сипет идеалĕсене сарасси. Унăн поэзи творчествинче тĕп вырăн Раççей тата пĕчĕк Чăваш Ен, хăй пурăннă, ĕçленĕ вырăнсем йышăнаççĕ.
Анатолий Николаевичăн сăввисене анлă публика умĕнче Раççейĕн паллă артисчĕсем вуланă. Çав шутра – РФ паллă артисчĕ, театр тата кино актерĕ Михаил Полосухин, ЧР Пуканесен патшалăх театрĕн артистки Маргарита Гурьева поэтесса тата ыт. те.
Унăн поэзине пысăк художествăллă тесе хак панă. РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, «Юность» журналăн критика пайĕн ертÿçи, Мускаври Писательсен союзĕн секретарĕ К.В. Ковальди, Чăваш Ен халăх писателĕ, ЧР Писательсен союзĕн председателĕ Юхма Мишши, ЧР халăх поэчĕ Раиса Сарпи пек паллă çынсем вара рецензи çырнă.
Анатолий Аринин тĕрлĕ музыка жанрĕсемлĕ (халăх, поп, джаз, рок-н-рол тата ыт.те) 500 ытла вырăсла тата чăвашла сăвă çырнă. Вăл пур юррисене те хăй сăввисем тăрăх хывнă. Çавăн пекех унăн нумай сăввине паллă композиторсем А.П. Галкин (Шупашкар хули), А.Н. Иванов (Тверь), О.Сурош-Ветошев (Сыктывкар), А. Овсепян-Липивская (Тверь) тата ыт. те кĕвĕленĕ. А.Н. Аринин Чăваш патшалăх филармонийĕн композиторĕпе, ЧР искусствăн тава тивĕçлĕ деятелĕпе А.П. Галкинпа пĕрле нумай юрă кĕвĕленĕ. Каярах вĕсем Раççей сценисем çинчен паллă юрăçсем шăрантаракан шлягерсене çаврăннă.
Анатолий Арининăн юррисене ЧР Патшалăх филармонийĕн «Çеçпĕл» ансамблĕ, ЧР халăх артистки Ирина Резникова, ЧР халăх артисчĕ Александр Галин, Марий Эл Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Федяев, Оперăпа балет театрĕн солисчĕ, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ Татьяна Прытченкова, çавăн пекех А.Н. Арининăн ВИА «Данс-рок-капелли» тата ыттисем шăрантарнă.
Паллă композитор нумай çул хушши çитĕнекен ăрăва пултарулăхĕсене аталантарма пулăшать, Раççей регионĕсен тĕрлĕ кĕтесĕнче ыркăмăллăх ĕç-хĕлне илсе пырать.
2022 çулта А.Н. Аринина культурăна аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн тата нумай çул хушши тухăçлă ĕçленĕшĕн РФ Культура министерствин Хисеп хучĕпе чысланине те палăртса хăвармалла. Асăннă наградăна хăй вăхăтĕнче ăна РФ Правительствин председателĕн, РФ Федераллă хăрушсăрлăх службин директорĕн, Раççей ШĔМ министрĕн должноçĕсене йышăннă Сергей Владимирович Степашин генерал-полковник алăран тыттарнă. Вăл Анатолий Николаевичăн ĕçĕсене пысăк хак панă, тав сăмахĕсем каланă: «Сирĕн ĕçĕрсемшĕн, виçĕ пин сăввăршăн, кун çути кăтартнă вунă сборникшăн, çавăн пекех Сергей Александрович Филатовпа тата Галина Николаевнăпа пĕрле пандеми вăхăтĕнче çынсем хăйсене тĕнчерен татăлса кайнă пек ан туйччăр, пĕрлĕхлĕ культура хутлăхĕнче тăрса юлччăр тесе 14 информаци программи ирттернĕшĕн пысăк тав. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчех илсе пыма пуçланă ĕçĕрсемшĕн те («Пултарулăх пуçарулăхĕсен комитетне», çамрăк ăрăвăн пултарулăхне аталантарас ĕçе йĕркеленĕшĕн) пысăк тав. Сирĕн хыççăн тин «Сириуссем», «Тавридăсем» пулса кайрĕç».
Анатолий Аринин – уçăмлă граждан позицийĕпе пурăнакан çын. Темиçе хутчен вырăс халăхне хирĕç пуçарнă экстремизмла пулăмсемпе кĕрешнĕ. Çавăн пекех Тăван çĕршыва хÿтĕлекен çар çыннисене, ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшать. Хăй укçине хывса тата ĕçтешĕсене, юлташĕсемпе тăванĕсене явăçтарса тепловизрлă квадракоптер туяннă. Квадракоптер пулăшнипе Украина çарĕн техника колоннине вăхăтлă асăрханă, çакă пĕр салтакăн пурнăçне çеç мар çăлса хăварма пулăшнă.
Анатолий Аринин пек çынсем республика, Тăван çĕршыв мăнаçлăхĕ шутланаççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Шупашкар хули.

Анатолий Аринин пек çынсем – çĕршыв мăнаçлăхĕ
Анатолий Аринин пек çынсем – çĕршыв мăнаçлăхĕ
Анатолий Аринин пек çынсем – çĕршыв мăнаçлăхĕ
Анатолий Аринин пек çынсем – çĕршыв мăнаçлăхĕ
Анатолий Аринин пек çынсем – çĕршыв мăнаçлăхĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: