Фестивале Чăваш Республикин тĕрлĕ районĕсенчи фольклор ансамблĕсемпе Раççей регионĕсенчи ултă пултарулăх ушкăнĕ, пурĕ 750 çын, хутшăннă. Жюри членĕсен умне фольклор йăли-йĕркисемпе чăваш халăхĕн календарлă уявĕсене – «Сурхури», «Çăварни», «Мăнкун», «Вăйă», «Утçи», «Туй», «Ача çуни», «Çĕн пÿрт ĕçки», «Йĕтес туртни» тата ыт.те – тăратнă.
Пушкăртстан Республикин чысне Пишпÿлекри «Мерчен» чăваш халăх фольклор ансамблĕ (ертÿçи – Л.В. Романова) хÿтĕленĕ. Мерченсем каччă хĕр килне килнине кăтартса панă. Пирĕн артистсен пиртен çĕленĕ авалхи тумĕсем те, туй юррисемпе такмакĕсене шăрантарни те, тăпăр-тăпăр ташши те, йăла-йĕркесене чăн пурнăçри пек кăтартса пани те жюри членĕсене тыткăнламасăр пултарайман. Пишпÿлексене I степень дипломĕпе чысланă.
– Хамăрăн мăн асаттесен тĕп хулине вун улттăн тухса кайрăмăр. Инçе çул çăмăлах мар пулсан та фестивальтен хавхалануллă кăмăл-туйăмпа таврăнтăмăр. Мероприяти питĕ вăйлă иртрĕ. Паллах, унти коллективсем çав тери пултаруллă. Хамăр малти вырăна çĕнсе илессе шанман та. Номере пысăка хурса хак панăшăн чунтан савăнтăмăр. Пирĕн авалхи костюмсене питĕ мухтарĕç, вырăнти йăла-йĕркесене çамрăк ăру валли сыхласа хăварма тăрăшнăшăн тав турĕç.
Кашни пултарулăх ушкăнĕ хăйĕн номерĕпе паллаштарнă хыççăн çавра сĕтел йĕркелерĕç. Çавра сĕтел ĕçĕнче фольклор материалĕсен хăйне евĕрлĕхĕсене сÿтсе яврăмăр, халăх йăли-йĕркин уйрăмлăхĕсене сыхласа хăварассипе тата аталантарассипе çыхăннă паха канашсем те пачĕç. Мероприяти йĕркелÿçисем артистсене К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрне те илсе кайрĕç. Унта Иван Тургеневăн «Пĕр уйăх ялта» пьеси тăрăх лартнă спектакле курса килентĕмĕр. Мероприяти хыççăн хула курса çÿрени те, килтисем валли сумка тулли Шупашкар кучченеçĕ туянни те кăмăла çĕклерĕ.
Конкурс-фестиваль йĕркелÿçисене те, çул çÿреве кайма пулăшакансене те тайма пуç. Çавăн пекех «Мерчен» ансамбль хастарĕсене хăйсен пур ĕçĕсене те пăрахса репетицисене, концертсене çÿренĕшĕн пысăк тав. Эсир – ансамблĕн тĕп вăйĕ, – тет ансамбле чĕрĕк ĕмĕр тăршшĕ ертсе пыракан Людмила Васильевна.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Пишпÿлек ялĕ.