Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
23 Апрелӗн , 12:00

«Эпĕ чун туртнипе, хушнипе пурăнатăп»

«Урал сасси» хаçатăн 13№ эпир Чăваш патшалăх пуканесен театрĕн артисчĕ, сцена ăсти Елена Хорькова (Шурту) «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» ята тивĕçни çинчен пĕлтернĕччĕ. Шел пулин те, ун чухне Елена Владимировна савăнăçлă церемоние килме мехел çитерейменччĕ. Акă тинех кĕтнĕ самант çитрĕ!

«Эпĕ чун туртнипе, хушнипе пурăнатăп»
«Эпĕ чун туртнипе, хушнипе пурăнатăп»

Шăп та лăп апрель уйăхĕн 17-мĕшĕнче Ĕпхÿри «Нур» патшалăх тутар театрĕнче ПР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Наталья Лапшина Елена Владимировнăна ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров сумлă ентешĕмĕр ячĕпе çырнă хутпа тата кăкăр çине çакмалли паллăпа чысларĕ. Ку пĕр çын уявĕ кăна мар, республикăри пĕтĕм чăвашсен уявĕ пулчĕ тесен те йăнăш пулмĕ.
Пысăк чыса тивĕçнĕ сцена ăстине çак ятпа ырă сунса саламлакансем йышлă пулчĕç. Икĕ тăванла республика хушшинчи туслăха, Чăваш Енри тата Пушкăртстанри чăвашсен культурине аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнă артисткăна Пишпÿлек район пуçлăхĕ Артур Зарипов (Елена Хорькова Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче çуралса ÿснĕ – авт.), ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçи Ирина Сухарева ăшшăн саламларĕç, ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕç. Паллах, куракансем те айккинче тăрса юлмарĕç. Елена Хорькован пултарулăхне кăмăллакансем ăна чун çĕкленĕвĕшĕн тата савăнăç саманчĕсемшĕн чечек çыххисем парнелерĕç.
Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕпе сцена çине тухас умĕн курса калаçма май килчĕ. Пирĕн калаçу сумлă награда, пултарулăх ани тавра пычĕ.
– Елена Владимировна, сире пысăк чыса тивĕçнĕ ятпа саламлатпăр. Çак хыпара мĕнле кăмăл-туйăмпа кĕтсе илтĕр-ха?
– Тавах. Маншăн çак хыпар кĕтменлĕх пулчĕ. Культура министерствинчен шăнкăравларĕç, эпĕ патшалăх наградине тивĕçнине пĕлтерсен хумханнипе те, савăннипе те куçран куççульсем юхса анчĕç. Тăван республика сума суни темрен те паха. Ялта, колхозниксен çемйинче, çуралса ÿснĕ хĕр Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ ята тивĕçлĕ пулнăшăн чун ĕсĕклесе макăрчĕ. Çапла ку чуна çÿçентерекен хыпар пулса тăчĕ.
Сумлă ят пани эпĕ пĕччен тунă çитĕнÿ мар. Çакăншăн аттепе аннене, Пăслăк ялĕнчи культура çурчĕн директорĕ пулса ĕçленĕ Ирина Игнатьевана (фольклор юррисене пухма пулăшнă), Радислав Семенова (юрăсен альбомне кăларас ĕçре пулăшу панă), Юрий Васильев РФ халăх артисчĕпе Михаил Кондратьев профессора, пушкăрт чăвашĕсене пысăк тав сăмахĕ калатăп.
– Патшалăх наградине пама йышăннă хыççăн республика умĕнче хушма яваплăх тиенни сисĕнет-и?
– «Яваплăх тиенет» тенине ăнланмастăп. Эпĕ чун туртнипе, хушнипе пурăнатăп. Чун мĕн ыйтнине тăватăп. Кирек мĕнле ĕçе те яваплăха туймасăр пурнăçлатăп. Мĕн вăл яваплăх? «Ăна панă та, кăна тунă» евӗрлӗ. Эпĕ ун пек пурăнма пултараймастăп. Паян чун «çакăн пек тумалла» тесе ыйтать пулсан тăватăпах!
– Елена Владимировна, «Король Лир» спектакль çинчен каласа парсамăр? Чылайăшĕ çакăн çинчен пĕлмест те.
– У.Шекспирăн «Король Лир» пьеси тăрăх лартнă спектакльте эпĕ Лир патшан аслă хĕрне вылятăп. Çакăншăн вара уйрăмах савăнатăп. Мĕншĕн тесен асăннă спектакль «Ылтăн маска» Раççей наци Преми конкурсĕн номинанчĕ пулса тăчĕ. Чăваш патшалăх пуканесен театрĕн артисчĕсем епле вылянине чылай критик хак пачĕç. Май уйăхĕн 27-мĕшĕнче, К.В. Иванов çуралнă кун, эпир Мускава тухса каятпăр. Шăпах унта лауреат ята тивĕçнипе тивĕçменни паллă пулĕ. Паянхи кун номинант пулни те тем пек паха. Халиччен чăваш çĕрĕ çинчи ултă професиллĕ театр лартнă спектакльсенчен пĕри те номинант шутĕнче пулман. Эпир – пĕрремĕшсем.
– Эсир Пушкăртстанри чăваш культура обществин Чăваш Республикипе çыхăннă обществăлла ĕçĕсене хастар хутшăнатăр. Шупашкарта «Ентешлĕх» Пушкăртри чăвашсен пĕрлĕхĕ пуррине илтнĕччĕ. Паянхи кун пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕ мĕнле шайра?
– «Ентешлĕх» хальлĕхе вăйлă аталанман. Çавăнпа унăн ĕçĕ куçа курăнмасть. Паян-ыран унăн лавĕ вырăнтан тапранмалла. Çынсем ыйтаççĕ, пĕрлĕх кирлĕ. Эпĕ унăн пайташĕсене ĕçпе, сĕнӳпе пулăшма яланах хатĕр.
– «Тăван çĕр вăй-хал парать» теççĕ. Эсир паян çакна туйса илтĕр-и?
– Хам та сисместĕп, паян эпĕ питĕ савăнăçлă! Кунта К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш драма театрĕн артисчĕсемпе пĕрле килтĕм. Хамăр хушăра калаçнă май «мана паян пĕр кун савăнăçлă та телейлĕ пулма ирĕк парсамăр» тетĕп. Паллах, Пушкăртстана килнĕшĕн чунтан савăнатăп.
– Елена Владимировна, тавах сире манпа тĕл пулса калаçма кăмăл тунăшăн. Сире чăваш культурине аталантарас ĕçре малашне те пысăк çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатпăр.
Ирида НОВИКОВА калаçнă.

«Эпĕ чун туртнипе, хушнипе пурăнатăп»
«Эпĕ чун туртнипе, хушнипе пурăнатăп»
«Эпĕ чун туртнипе, хушнипе пурăнатăп»
«Эпĕ чун туртнипе, хушнипе пурăнатăп»
«Эпĕ чун туртнипе, хушнипе пурăнатăп»
«Эпĕ чун туртнипе, хушнипе пурăнатăп»
«Эпĕ чун туртнипе, хушнипе пурăнатăп»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: