Инкек алăкран шаккарĕ
– Владимир Матвеевич, эсир Вăрнар районĕнчи Хурапыр Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕскер Пушкăртстана епле кайса вырнаçнă?
– Уйкас Юнтапари вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне электротехника факультетне вĕренме кĕтĕм. 1-2 уйăхран юлташпа каçхи уйрăма куçрăмăр та агрегат заводне ĕçлеме вырнаçрăмăр. Каçхи уйрăмра вĕренекенсене çара каясран отсрочка памастчĕç. Çуркунне çар комиссариачĕ пире комиссие чĕнме пуçларĕ. Май уйăхĕн 1-мĕшĕнче менелнике палăртнă хыççăн виçĕ кунран мана хĕсмете илсе кайрĕç. Учебкăна Самар облаçĕнчи Кряж поселокĕнче ирттертĕм. Ултă уйăх хыççăн Германие лекрĕм. Салтакра икĕ çул пултăм. Вĕренÿ пирки те мантăм пулас çак хушăра, çавăнпа та каллех хĕсметре юлас терĕм. Мана Украинăри Ивано-Франковск хулинчи прапорщиксен шкулне вĕренме ячĕç. Сăмах май, эпĕ вырăнти халăх хушшинче чылай юлташ тупрăм. Питĕ туслă пурăнтăмăр. Паянхи пурнăç пирки ун чухне шухăшлама та пултарайман эпир. Каярахпа унтах служба иртрĕм. Çав вăхăтрах Мускаври политехника институтĕнчен, экономикăпа право аслă шкулĕнчен куçăн мар майпа вĕренсе тухрăм.
– Тăван тăрăха таврăнма шухăш пулман-и?
– 1986 çулта Чăваш Ене отпуска таврăнтăм. Университетра вĕренекен юлташсем патне кайрăм та дискотекăра пулас мăшăрпа Валентинăпа паллашрăм. Вăл унта хими факультетĕнче вĕренетчĕ. Çапла, пĕр-пĕрне килĕштертĕмĕр. Юрату хăвачĕ каярахпа тăван тăрăха çавăрса килчĕ тесен те йăнăш мар пулĕ: эпĕ Çĕнĕ Шупашкара куçса килтĕм, службăна малалла тăсрăм. Валентина та çак хулари хими техникумне вĕренме куçрĕ, кайран «Химпром» заводра ĕçлеме тытăнчĕ. Мăшăрланнă хыççăн умлă-хыçлă икĕ ывăл çуралчĕ.
Савăнса çеç пурăнмаллаччĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсем пирĕншĕн те çăмăл пулмарĕç. 1994 çулта çар çыннисен штатне чакарнăран эпĕ те ĕçсĕр юлтăм, урăх çĕрте вăй хума тиврĕ. Ерипен ура çине тăма пуçларăмăр, çăмăл машина та туянтăм. Анчах инкек алăкран шаккарĕ… Эпир аварие лекрĕмĕр. Шел те, мăшăрăм вилмеллех аманчĕ. Сăмах май, Валентина Пушкăртстанри Куюргазă районĕнче çуралса ÿснĕччĕ. Вăл Чăваш Ене питĕ юрататчĕ. «Эпĕ Шупашкартах пурăнатăп, тăван тăрăха каймастăп», – тетчĕ час-часах. Тен, çавăнпах ăна Çĕнĕ Шупашкарта пытартăмăр.
– Ывăлăрсем ун чухне миçереччĕ?
– Асли - 6-ра, кĕçĕнни 5 çултаччĕ. Çапла, икĕ пĕчĕк ачапа тăлăха юлтăм эпĕ. Юрать, хунямапа хуняçа ачасене пĕрле çитĕнтерме сĕнÿ пачĕç. Вĕсем манăн атте-аннерен çамрăкрахчĕ. Ун чухне пурнăç питĕ йывăрччĕ: ĕç çук, шалу параймастчĕç. Çитменнине, манăн икĕ ача. Вĕсене тăрантармалла, тăхăнтартмалла. Çавăнпа та ман умра суйламалăх çул пулман: ачасене çавăтрăм та Пушкăртстанри Куюргазă тăрăхне тухса кайрăм. Тĕпренчĕксене унта çитĕнтерме, вĕрентме çăмăлрах пуласса шантăм. Ывăлăмсене ÿстерме пулăшнăшăн Леонидпа Сильва Ворошиловсене паянхи кунччен тав тăватăп. Сашăпа Женя халĕ ÿсрĕç, çемьеллĕ. Иртнĕ çул эпĕ пĕрремĕш хут асатте пулса тăтăм. Çакăншăн савăнатăп. Кукамăшне манмаççĕ вĕсем, час-часах кайса çÿреççĕ. Хам та вăхăт тупса кайса килетĕп. Шел те, Леонид Семенович пурнăçран уйрăлса кайрĕ.
Чăн чăвашсем пурах
– Пелепей хули мĕнпе илĕртрĕ сире?
– Куюргазă тăрăхĕнче пурăннă вăхăтра эпĕ предприниматель свидетельствине илтĕм, хамăн ĕçе – çул-йĕр тăвас, юсас, пăхса тăрас енĕпе – йĕркелесе ятăм. Çавна май Пелепей хулинче те пулма тиветчĕ. Ытларах ĕçе унта пурнăçламаллаччĕ. Çапла майпа Пелепее куçрăм. Унта та çурт-йĕр çавăртăм, чăваш хĕрĕпе Зоя Николаевнăпа паллашса мăшăрлантăм. Пирĕн Катя хĕр çуралчĕ. Кăçал вăл Ĕпхÿри пĕр аслă шкулта ют чĕлхесен факультетĕнчен вĕренсе тухать, вĕрентекен, тăлмачă профессисене алла илет. Сашăпа Женя вара манăн ĕç-хĕле суйларĕç. Иккĕшĕ те çул-йĕр тăвас, юсас енĕпе тăрăшаççĕ. Асли мастерта вăй хурать. Кĕçĕнни – инженер, проектсем тума кăмăллать. Хальхи вăхăтра вăл Чита хули таврашĕнче тусене çĕмĕрсе туннель тунă çĕртре ĕçлет. Сăмах Мускавран Владивостока çитиччен тăсăлакан çул пирки пырать. Женя И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илчĕ.
Пелепей хули мана чăвашлăх тĕлĕшпе те илĕртрĕ. Чăваш сасси, юрри-кĕвви ытларах илтĕнет унта. Вырăнта «Урал сасси» хаçат тухса тăнăран та пулĕ. Ăна мĕн уçăлнăранпах Патăрьел хастарĕ Юрий Михайлов редактор ертсе пырать. Хаçат тухма пуçланăранпа кăçал 35 çул çитет. Вăл чăвашсене чăмăртанма чылай пулăшрĕ, малашне те пулăшĕ.
– Владимир Матвеевич, Пелепей тăрăхĕнчи чăваш наципе культура автономине эсир миçе çул ертсе пыратăр? Юлашки çулсенче пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăрар-ха.
– Çак яваплă ĕçе мана 2012 çулта шанса пачĕç. Унтанпа пĕлтерĕшлĕ нумай ĕç турăмăр. Вĕсенчен хăшне-пĕрне çеç асăнăп эпĕ. Сăмахран, «Пушкăртстанри чăвашсен кĕске энциклопедийĕ» кун çути курчĕ. Ăна хамăн укçапа кăлартăм. Тĕп редакторĕ те хамах. Паллах, пулăшакансем пулчĕç. Сăмахран, Пелепейре пурăнакан Рудольф Павлова çыравçă-академика тав тăвас килет. Энциклопедие кăларас тесе республикăн чылай районне (пурĕ 30 район) çитрĕмĕр унпа. Администрацисенче, шкулсенче, вулавăшсенче пултăмăр, материалсем пухрăмăр. Çак кĕнекене Пушкăртстанра çуралнă, пурăннă, ĕçленĕ 1500 çынна кĕртрĕмĕр. Паллах, республикăшăн пĕлтерĕшлĕ ĕçсем тунă çынсене ĕнтĕ.
Çавăн пекех манăн тепĕр пысăк мероприяти пирки каласа хăварас килет. Вăл – «Силпи асамачĕ» ача-пăча фестивалĕ. Унăн тĕллевĕ – чăвашлăха, йăла-йĕркене, юрра-ташша упраса хăварасси, ачасене сцена çинче хăйсене тытма вĕрентесси. Ăна çулсеренех ирттеретпĕр. Унта кашни çулах 300 ачаран кая мар хутшăнать. Фестивале йĕркелесе ирттерме РФ Президенчĕн грантне тивĕçрĕмĕр. Унсăр пуçне пĕр çулхине РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алексей Изотов пысăк пулăшу пачĕ. Тепрехинче Пушкăртстанри «Таврос» аш-какай компанийĕ те пулăшрĕ. Чылай чухне укçа-тенкĕ тăкакне эпĕ хам çине илнĕ, кăçал та фестивале хамăн вăйпа йĕркелеме тÿр килчĕ. Ăна вун иккĕмĕш хут ирттертĕмĕр.
Пирĕншĕн Чăваш чĕлхи кунĕ те пĕлтерĕшлĕ. Вăл кашни шкулшăн пысăк уяв шутланать. Пелепейри чăваш гимназинче вĕрентекенсем çак кун уçă уроксем ирттереççĕ, ачасемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе тĕлпулу йĕркелетпĕр, вĕренекенсен пултарулăхне курса савăнатпăр. Пушкăртстанри чăвашсем пурăнакан вырăнсенче çак кун пысăк уяв пулать. Чăваш чĕлхи кунне ирттерсе ярсан К.В. Ивановăн çуралнă кунĕ çитет, унтан – тепĕр праçник. Пĕтĕмлетсе каласан, Пелепей тăрăхĕнче чăваш уявĕсене çине-çинех йĕркелетпĕр, чăваш юрри-ташшине манăçа кăлармастпăр. Паллах, чăваш чĕлхине сыхласа хăвараймастпăр текенсем те пур. Ман шухăшпа, йĕрсе лармалла мар. Камăн чăвашла калаçас килмест – ан калаçтăр. Чăн чăвашсем, патриотсем, пур-ха, пĕтмен. Вĕсен шутĕнче çамрăксем пурри те савăнтарать. Тăван чĕлхене манмаççĕ вĕсем.
– Вырăнти «Илем» ансамбль, Пелепейри чăваш гимназийĕ те чăвашлăха упраççех…
– Вĕсем шăпах çак тĕллевпе ĕçлеççĕ те. Гимнази 1995 çулта уçăлнă. Вăл – Пушкăртстанри чăвашсен пĕртен-пĕр гимназийĕ. «Илем» те хăйĕн юрри-кĕввипе куракана савăнтарать. Унăн репертуарĕнче вырăнти юрă та чылай. Унсăр пуçне чăваш йăли-йĕркине, уявĕсене манмаççĕ ентешсем. Фольклор ушкăнне Нина Никитина ертсе пырать, илемлĕх концертмейстерĕ – Владимир Каранкин. Унта 20 ытла çын çÿрет. «Илем» ушкăн тăватă хутчен «халăх» ятне çирĕплетрĕ. Унăн пултарулăхне Пушкăртстан телекуравĕ те час-часах ÿкерет. Ансамбль халиччен тĕрлĕ регионра пулса курчĕ: Самар, Оренбург облаçĕсенче, Тутарстанра, Чăваш Енре тата ыт те.
Энциклопедире çемьерен - виççĕн
– Тăван ен хăй патне туртать-и? Тунсăхлатăр-и?
– Çуралнă кĕтес кашни çыншăн хаклă. Çакна Чăваш Енре пурăннă чухне хаклама пĕлместпĕр, аякра чухне вара тунсăх пусать. Чăваш юрри-кĕввине, сăмахне илтсен те хавхаланатăн. Вĕсем кăна-и тата?! Çул çинче 21-мĕш регионти машинăсене асăрхасан мĕн тери савăнаттăм! Машинăна чарса, водительсене алă пани, пĕр-пĕрне ыталани пĕрре кăна мар пулнă. Çапла, пĕр палламан çын самантрах тăван, тус-хурăнташ пулса тăрать. Тăван ял атте-анне пурăннă чухне хăй патне темле асамлă вăйпа туртатчĕ. Шел те, атте пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Аннене икĕ çул каялла пытартăмăр. Халĕ чун пушанчĕ. Кил-çурт атте-аннесĕр илемлĕ мар, вăл тăлăххăн ларать. Эпир – тăватă пĕртăван. Икĕ аппа Шупашкарта пурăнать, тепри – Вăрнар районĕнче.
Атте Матвей Яковлевич тракторист пулса, анне Валентина Васильевна колхозра тата вăрман суту-илÿ базинче ĕçленĕ. Атте «ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. 1968-1969 çулсенче вара ăна «Чăваш Республикин чи лайăх механизаторĕ» ята парса чысланă. Унăн СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин тата «Ĕçри хастарлăхшăн» медальсем пур. Вăл районти сухаçăсен конкурсĕсенче пĕрре мар çĕнтернĕ, пилĕкçуллăх ударникĕ паллăсене тивĕçнĕ.
Вăрнар районĕн энциклопедине çемьерен виççĕн кĕме пултартăмăр: асатте, атте, тата эпĕ. Асатте Яков Данилович Яппун, Тĕнчен пĕрремĕш тата Граждан вăрçисене хутшăннă. Вăл хăйĕн йăх-несĕл тымарне тĕпчесе палăртнă. Ăна аттене парса хăварнă. Çак «тупра» халĕ манра. Çапла майпа эпĕ хамăр йăха çичĕ-сакăр сыпăк таран пĕлетĕп. Асатте çителĕклĕ пурнăçпа пурăннă. Сăмахран, Яппун вăрçинчен вăл 300 тенкĕпе килнине атте каласа паратчĕ. Ахальтен мар Яков Данилович пиччĕшĕсене лашасем туянса панă. Мăн асатте Данил Горстенко та пуян пулнă, вăл налук (выльăх-чĕрлĕх) пуçтарнă. Унăн çемйинче 11 ача çитĕннĕ.
– Малашнехи тĕллевсем пирки те пĕлес килет…
– Пирĕн пĕр тĕллев - Пушкăртстанра чăвашлăха аталантармалла, ăна пĕтме памалла мар. Çамрăксемпе ĕçлемелле, вĕсем – малашлăха тăсакансем. Тĕллевсене пурнăçлама мĕнпур чăвашăн сывлăх пултăр. Манăн шухăшпа, çакă – чи кирли.
– Владимир Матвеевич, йăхташсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартнăшăн, Пушкăртстанра чăвашлăха аталантарнăшăн пысăк тав. Сирĕн пек хастарсенче тытăнса тăрать Чăваш тĕнчи.
Валентина ПЕТРОВА.
«Хыпар» хаçатран.
Шупашкар хули.