Мероприятие йĕркелекенсем пĕлтернĕ тăрăх, тĕнче шайĕнчи лару-тăрăва шута илсе конкурса БРИКС çĕршывĕсен хушшинчи туслăха çирĕплетес, пĕр-пĕрин культура хаклăхĕсемпе тата йăли-йĕркисемпе паллаштарас, культура еткерне упраса хăварас тата аталантарас ĕçре хĕрарăмăн тÿпи пысăк пулнине палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Конкурса Дагестанри Дербент хулинче ирттерме палăртнă пулнă. Анчах терроризм хăрушлăхĕсенчен асăрханса Саратов хулинче йĕркелеме йышăннă. Мероприятие Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчи, Индипе Ангола çĕршывĕсенчи хĕрсем хутшăннă.
Конкурсăн тĕп критерийĕ сцена çине халăх костюмĕ евĕр çĕленĕ тумпа тухасси пулнă. Участниксем халăх йăли-йĕркине, наци тумĕн стильне, уйрăмлăхĕсене пĕлнине кăтартса панă. Конкурса «Пĕрремĕш каналти» «Голос» проектăн финалисчĕ, РФ çамрăксен политикин сферинчи эксперт, шоумен Василий Пасечкин ертсе пынă.
«Миссис Хрустальная корона России 2024» конкурсăн тĕп титулне Дагестанран килсе çитнĕ Динара Ильязова çĕнсе илнĕ пулсан, «I Вице-Миссис Хрустальная корона России 2024» титула Пушкăртстан чысне хÿтĕлеме кайнă чăваш пики Наталья Сергеева тивĕçнĕ.
– Саратовра конкурс кĕскетнĕ программăпа иртрĕ, Дербент хулинче конкурссем ытларах пулмаллаччĕ. Пĕрремĕш хут сцена çине тухсан хампа паллаштаракан видео кăтартрăм. Ун хыççăн пурне те ырă кун сунса мероприяти йĕркелÿçисене, жюри членĕсене, ытти участниксене асăнмалăх парнесем парнелерĕм. Жюри членĕсене валли чăваш тумĕ тăхăнтартнă пукане (аннепе иксĕмĕр çĕлерĕмĕр), кăпăкланса тăракан чăваш сăри илсе кайнăччĕ. Тата хамăр утарта пуçтарнă пыла, тĕрлĕ йышши чулсемпе илемлетнĕ хăлха çаккисемпе мăй çыххисем илтĕм. Конкурссенче уйрăмах наци сĕмĕллĕ парнесене питĕ юратаççĕ.
Иккĕмĕш конкурс пултарулăх номерĕ пулчĕ. Сцена çине тухакан хăй халăхĕн наци тумĕпе пулмаллаччĕ. Эпĕ Ĕпхÿри «Нарспи» чăваш халăх фольклор ансамблĕн хам паллакан хастарĕпе чăваш ташши хатĕрлерĕм. Хам пурнăçра пуçласа ташласа куртăм. Чăваш тумне аннепе пĕрле çĕлерĕмĕр. Эрешĕсене пурне те анне хăй тăвать. Ташланă вăхăтра илемлĕ фон вырăнне хамăр ял юбилейĕнче (иртнĕ çул Кекен ялĕ 225 çул тултарнине паллă тунăччĕ) тунă видео хускатнăччĕ. Унта шăпах чăваш ташшисене, çитĕннисем те, ачасем те чăваш тумĕсемпе çÿренине курма пулать.
Ытти участниксем юмахри сăнарсен тумĕсемпеччĕ, юрлакансемпе ташлакансем те, сăвă калакансем те пулчĕç.
Виççĕмĕш хутĕнче сцена çине илемлĕ каçхи тумсемпе тухрăмăр. Кĕпе мĕн чуль хаклăрах, мĕн чуль капăртарах, çавăн чухлĕ ытларах балсем параççĕ. Кĕпене хамăн йĕркелÿçĕрен Светлана Шевцоваран («Хрустальная корона» ООО представителĕ, 2023 çулта чăн çĕнтерÿçĕ тата «Илемлĕх амбассадорĕ» титула тивĕçнĕ) арендăна илнĕччĕ. Конкурса хутшăнакансен тăватă категорие – принцессăсем, мисс, миссис (чи пысăк категори, эпĕ те çав шута кĕтĕм), классик – уйăрчĕç, – каласа парать «I Вице-Миссис Хрустальная корона России 2024» титула çĕнсе илнĕ Наталья Валериевна.
– Наталья, вулакансене сирĕн пурнăçăр, кам пулса ĕçлени интереслентерет пулĕ. Кăштах та пулсан хăвăрпа паллаштарсамăр.
– Эпĕ Мияки тăрăхĕнчи Кекен ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мĕн шкула кайнăранпах «пиллĕк» паллăсемпе анчах вĕреннĕ. Спортсмен пулнă, çăмăл атлетикăпа йĕлтĕр спортне, волейболпа лапта вăййисене килĕштернĕ. Яланах малти вырăнсене çĕнсе илеттĕм. Çăмăл атлетика, шахмат, йĕлтĕр, волейбол енĕпе Мияки районĕн пĕрлешÿллĕ командин йышĕнче пулнă. 9-11 классенче Ĕпхÿ хулинчи спорт шкулĕнче вĕреннĕ. Професси шайĕнче çăмăл атлетикăна алла илнĕ, спорт шкулне «Шкулăн чи лайăх вĕренекенĕ» медальпе пĕтертĕм.
Ун хыççăн Ĕпхÿ хулинчи медицина колледжне вĕренме кĕрсе фельдшер профессине алла илтĕм, чи лайăх студентсем хушшинче пултăм. Шахматпа, бокспа, шывра ишессипе, çăмăл атлетикăпа, винтовкăран тĕл перессипе, туризмпа интересленеттĕм, Калашников автоматне пуçтарассипе рекордсмен пултăм.
Каярах массажиста вĕренсе тухрăм, Çтерлĕ хулинчи физкультура институтĕнче «сывлăхĕ енчен çитменлĕхсем пур çынсене физкультурăпа сыватасси» уйрăма хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм. УМКК, Кроношпан заводсенчи сывату пункчĕсенче, васкавлă пулăшу, хамăр ялти фельдшерпа акушер пункчĕн фельдшерĕ, уйрăм çын клиникинче нарколог, массажист, таксист пулса ĕçлерĕм. Ĕмĕр тăршшĕпех вĕренетĕп. Уйрăм çынсем хăйсемпе ĕçлемелли, аталанмалли тренингсене кăмăллатăп, бизнес тренинга вĕренетĕп. Хамăн йăх-ăрăвăн кун-çулне çыратăп, ăна 14 сыпăк таран тĕпчерĕм.
Эпĕ – икĕ ывăл амăшĕ, нарколог, коуч (клиентсене консультаци паракан специалист, психолог евĕр), Глобал Тренд компани директорĕ пулнă май маркетинг сетьне аталантаратăп, фотомодель тата подиум моделĕ.
– Маларах та конкурссене сахал мар хутшăннă пулĕ. Сцена çине тухасси епле пуçланса кайрĕ?
– Пĕррехинче çапла: «Ку ĕçре кулма та, савăнăçлă пит-куçпа та çÿреме юрамасть. Çын пурнăçĕ хăрушлăхра чух ытларах кулянма тивет. Хитре тум тăхăнма та май çук, пурнăç та иртсе каять», – текен шухăш пуçа пырса кĕчĕ. Хам пурнăçа çутăрах сăрсем кĕртес-ха тесе илемлĕх конкурсне хутшăнма шутларăм. Королева Аристократичности, Мисс Достоинство, Ĕпхÿ хулин чи ăнăçлă амăшĕ ятсене тивĕçрĕм, Çулталăкăн чи илемлĕ çемйи конкурс çĕнтерÿçи пултăмăр, Мускав тата Ĕпхÿ хулисенчи дизайн кăтартăвĕсене, модель проекчĕсене кăтартнă, Ĕпхÿ тата Мускав хулисенчи модель агентствисенчен вĕренсе тухрăм. Журналсемпе рекламăсем валли ÿкерĕнетĕп. Тĕнче тăрăх çул çÿревсене тухатăп. Çакна та каласа хăварас килет, нумаях пулмасть мана Чăваш Енри конкурссене хутшăнма та чĕнчĕç.
Хам çуралса ÿснĕ тăван ялта та час-часах пулатăп. Ывăлсем те кукашшĕпе кукамăш патне кайма юратаççĕ. Май пур таран тăван яла хăтлăрах та илемлĕрех тăвас, тăван халăх культурине аталантарас тесе тăрăшатăп. Хальхи вăхăтшăн çивĕч тăракан ятарлă çар операцине пулăшас ĕçе те хутшăнатăп.
– Тĕлĕнмелле пултаруллă эсир. Епле вăхăт çитеретĕр пурне те?
– Эпĕ хама килĕшекен ĕçсене тăватăп, çавăнпа та пурне те ĕлкĕретĕп, – тет Наталья кăмăллăн.
Пирĕн çак пултаруллă чăваш хĕрарăмне ăнăçу сунасси çеç юлать.
Надежда РОДИОНОВА калаçнă.