Ачалăхпа çамрăклăх çулĕсем
Андриян Николаев 1929 çулхи сентябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкар хулинчен инçетре мар вырнаçнă пысăках мар Шуршăл ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ ахаль хресченсем пулнă. Анна Алексеевна Алексеева-Николаева – доярка, Григорий Николаевич Николаев конюх пулнă. Шкултан вĕренсе тухичченех Андриян Григорьев хушаматпа çÿренĕ. Ун чухне ашшĕ ятĕнчен пулса кайнă хушаматпа çÿресси йăлара пулнă.
Пулас космонавтăн çамрăклăхĕ вăрçă тата ун хыççăнхи йывăр çулсемпе тÿр килнĕ. «Ялта инвалидсемпе ватăсем анчах тăрса юлчĕç. Атте вăл вăхăтра час-часах чирлеме пуçларĕ. Çавăнпа ăна вăрçа илсе каймарĕç. Çитменнине çемьере Зина йăмăкпа Петр шăллăм пурччĕ. Çапла эпĕ ĕçе аслă Иван пиччепе пĕр танах кÿлĕнтĕм. Ачалăхпа савăнса, выляса çÿреме вăхăт юлмарĕ. Вăрçă вăхăтĕнче пур çамрăк та ир çитĕнчĕ. Улттăмĕш класра вĕреннĕ чухнех сухаланă хире сÿрелеттĕм. Халтан каяттăм. Тепĕр çултан мана сухалама шанчĕç. Пĕрре пăхсан кунта ăсталăх кирлĕ те мар пек туйăнать. Анчах та вăхăта сая ярсан лаша айккине пăрăнма пултарать. Ĕç пахалăхĕ те начартарах пулать», – аса илнĕ вăл хăй ачалăхне.
Колхозри çичĕ класлă шкула пĕтернĕ хыççăн Андриян фельдшера вĕренме кайма ĕмĕтленнĕ. Анчах çемьере ăна вĕрентме укçа пулман. 1944 çулта арçын ача пиччĕшĕ пурăнакан Сĕнтĕрвăрри хулине куçнă та вăрман техникумне вĕренме кĕнĕ.
Ĕнерхи шкул ачишĕн техникумра вĕренесси çăмăл пулман. Уйрăмах выçлăх вăхăчĕ пулнине шута илсен. Чи йывăрри – апат, ăшă тумтир çитменни. «Эпир выçлăха та, сивве те тем чухлех тÿссе ирттертĕмĕр. Хĕллехи сивĕ каçсенче ăшăнса çитейместĕмĕрччĕ, мĕншĕн тесен общежитисене хутмастчĕç. Аудиторисенче чернилсем те шăнса ларатчĕç. Студентсен стипендийĕ кулленхи норма шутланакан 400 грамм çăкăр паекне тÿлесе илме аран-аран çитетчĕ. Тăраниччен çĕр улми те çимелĕх çитместчĕ. Тÿррипех калатăп, эпĕ ачаш мар, анчах çиес килнипе хăш чухне ниçта кĕрсе кайма пĕлместĕмччĕ. Вăхăчĕ-вăхăчĕпе сывлăш пÿлĕнсе ларатчĕ, учебниксене те алла тытас килместчĕ. Андриян вара манран икĕ çул кĕçĕнрех пулин те ыттисене хавхалантаратчĕ, йывăрлăхсене мĕнле çĕнтермеллине кăтартса паратчĕ. Çавăн чухне пурнăçри йывăрлăхсем начар çынсене хавшатнине, вăйлисене тата çирĕпрех пулма пулăшнине ăнланса илтĕм», – каласа панă каярах Иван пиччĕшĕ шăллĕ çинчен.
Техникумра вĕреннĕ çулсенче Андрияна кашни кунах унталла та кунталла 30 çухрăм çÿреме тивнĕ. Виçĕ çул хушши çурма выçă та çÿхе тум-тирпе çула кĕскетнĕ. Шăпах килнелле утнă май 1944 çулхи çил-тăманлă каç ашшĕ вилни çинчен хыпар пĕлтернĕ. Çак хуйхă амăшне самантрах ватăлтарнă, ун хыççăн çемье тата та ытларах çывăхланнă. Ачисем амăшне кил хуçалăхра пулăшнă, хирте ĕçленĕ, анчах вĕренĕве пăрахман.
Карелинче ĕçлени тата çар служби
1947 çулта пулас космонавта распределенипе пысăк вăрман хуçалăхне, «Южнокареллес» треста, янă. Унта вăл виçĕ çул вăрман хатĕрленĕ çĕрте ĕçленĕ. Малтан вăрман хатĕрлевĕн мастерĕн пулăшаканĕ, унтан мастер пулса тăрăшнă.
1950 çулта ăна Совет Çарĕн ретне илнĕ. Çапла Андриян Николаевăн шăпи ĕмĕрлĕхех авиаципе çыхăннă. Çав çулсенче, иртнĕ ĕмĕрĕн варринче, çарта техникум пĕтернĕ каччăсем нумай пулман. Çамрăк чăваш каччине В.С. Хользунов ячĕллĕ Кировобадри летчиксене хатĕрлекен çарпа авиаци училищи çумĕнчи сывлăш стрелокĕсен шкулне вĕренме янă. Курс вĕçленнĕ тĕле вăл вĕçев ĕçне кăмăлланине туйса илнĕ.
Лăпкă та пусăрăнса ĕçлеме пĕлекен дисциплинăллă салтак Кивĕ Константиновăра вырнаçнă авиаполк командованин кăмăлне кайнă. Çавăнпа та Андрияна летчик пулма сĕннĕ. 1952 çулта Николаев Черниговскри аслă çар авиаци училищине вĕренме кĕрет. Кунта вăл пĕр çулталăк хушши вĕренет. Ун хыççăн ăна Фрунзери аслă çар авиаци училищине куçараççĕ. Ăна вăл ăнăçлă вĕçлет. 1954 çулта Мускав округĕнчи истребительпе авиаци полкне килсе çитет. Кунта Андриян паллă летчиксемпе, виçĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ Иван Кожедубпа, Александр Покрышкинпа, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ Николай Гулаевпа, Евгений Савицкипе, Андрей Боровойпа, Александр Колдуновпа паллашнă.
Вăл вĕсен сывлăшри почеркне, вĕçес йăлине вĕреннĕ çеç мар, хăй те вĕсемпе пĕрле вĕçнĕ. Командирсем каланă тăрăх, çакна вăл питĕ лайăх пурнăçланă. Çавăнпа та Андриян чаçре пĕр çулталăк пулнă хыççăн аслă летчик, каярах эскадрилья адьютанчĕ пулнинчен тĕлĕнме кирлĕ те мар.
(Малалли çитес номерте).
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.