Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
10 Декабрӗн , 15:30

«Салам, Андрей!» тĕпелĕнче – «Ашкатар çăлкуçĕсем»

Декабрь уйăхĕн 7-мĕшĕнче ÿкернĕ «Салам, Андрей!» («Привет, Андрей!») телепередачăн тĕпелĕнче Пушкăртстан Республикинчи Федоровка тăрăхĕнчи Ашкатар ялĕн çăлтăрĕсем, «Ашкатар çăлкуçĕсем» чăваш халăх юрри-ташшин ансамблĕ, пулнă.

«Салам, Андрей!» тĕпелĕнче –  «Ашкатар çăлкуçĕсем»
«Салам, Андрей!» тĕпелĕнче – «Ашкатар çăлкуçĕсем»

Илемлĕ те вăйлă саслă артистсем Андрей Малахов ертсе пыракан иккĕмĕш передачăна хутшăнаççĕ. Пĕрремĕшĕ «Песни от души» ятлăччĕ. Хальхинче Раççейĕн тĕп хулине хăйĕн пултарулăхне кăтартма Зоя Степановна Семенова, Антонида Васильевна Семенова, Анна Васильевна Ремпель тата Валерий Петрович Семенов купăсçă кайнă. Пултаруллă ентешĕмĕрсем пухăннисене чăвашла тата вырăсла юрăсем юрласа савăнтарнă. Унсăр пуçне вĕсем Андрей Малахова парнесем парнеленĕ: мамăк тутăр тата ал тутри.
– Передача теми – «Тутăр – тăнăçлăх, хĕрарăмлăх символĕ» («Платок – символ мира, символ женственности»), çавăнпа та тутăр çинчен юрăсем янăрарĕç. Пире питĕ лайăх кĕтсе илчĕç, хаклă тăванăмăрсем пек Ашкатар ялнех илме килсе çитрĕç. Апатланнăшăн, çулшăн тата пурăннăшăн укçа-тенкĕ тăкакĕсене саплаштарчĕç. Передачăн хăнисен шутĕнче ял çыннисемччĕ, пĕри çеç опера артистки пулчĕ. Сĕтел хушшинче пирĕнпе юнашар паллă фигурист Алексей Ягудин ларчĕ. Эпир пăлхантăмăр, анчах кăмăллă, çемьери пек лару-тăрура пурте лайăх иртрĕ. Çакăншăн чунтан савăнатпăр! – каласа пачĕ Федоровка тăрăхĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи Анна Ремпель.
Ирида МАТНИЯЗОВА. Мускав хули.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: