Пур хыпар та

«Салават» хуçалăх ертÿçи – РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ

РФ Президенчĕн Владимир Путинăн Çĕнĕ çул умĕнхи указĕпе килĕшÿллĕн Пушкăртстанăн мухтавлă çыннисене Раççей Федерацийĕн патшалăх наградисемпе чысланă.

«Салават» хуçалăх ертÿçи – РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ
«Салават» хуçалăх ертÿçи – РФ тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ

Авăркас тăрăхĕнчи «Салават» тулли мар яваплă обществăн (ООО) хресченпе фермер хуçалăхĕн директорĕ Василий Федоров «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçни пире, чăвашсене, уйрăмах мăнаçлантарать.
Василий Иванович Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Нукасак ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă. Пурнăç ăслăлăхне ашшĕнчен вĕренсе ÿснĕ. Çавăнпа та уншăн çĕр çинче ĕçлесси – чун туртни, юратнă ĕç.
Василий Федоров фермер хуçалăхне 2006 çулта йĕркеленĕ. Хальхи вăхăтра «Салават» ООО ХФХ – ура çинче çирĕп тăракан ял хуçалăх предприятийĕ. Кунта тыр-пул çитĕнтерес, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес отрасльсем ăнăçлă аталанса пыраççĕ. Фермер хуçалăхĕ хура-шурă ăратлă мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетекен статуса та тивĕçнĕ. Ял хуçалăх предприятине паянхи самана ыйтакан хăватлă техникăпа, сĕт сăвакан, сивĕтекен машинăсемпе тивĕçтернĕ, ăратлă выльăхсем туянаççĕ, выльăх-чĕрлĕх самăртмалли ятарлă лапамсем йĕркеленĕ. Çулран çул хуçалăхăн техника никĕсĕ ÿссе те пуянланса пырать.
«Салават» хуçалăх тыр-пул ĕрчетес ĕнĕпе те малта пыракан технологисене пурнăçа кĕртет, «Башинком» наука предприятийĕпе тачă çыхăнса ĕçлет, çулсерен техника тата тĕш тырăсен пысăк тухăçне пуçтарса илет.
В.И. Федоров регионти нумай предприятипе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелет, республикăри ял хуçалăх продукцийĕн рынокĕнче тивĕçлĕ вырăн йышăнать. Унăн ĕçĕсем сахал мар пулин те вăл ял çыннисен тĕрлĕ ыйтăвĕсене тимлĕхсĕр хăвармасть, пур ял хутлăхĕнчи общество пурнăçне хастар хутшăнать. Ял хуçалăх предприятийĕн территорийĕ вырнаçнă кашни яла тĕрлĕ программăсене хутшăннă, уявсем ирттернĕ чух спонсорла пулăшу парать. Унăн пуçарăвĕпе Нукасак ялĕнче контейнер площадкисем вырнаçтарнă, çăлкуç территорине тирпей-илем кĕртнĕ, «Нукасак çăлкуçĕсем» фестиваль йĕркеленĕ. Василий Иванович ятарлă çар операцине пулăшас ĕçе те хастар хутшăнать.
Ĕçе пĕлсе тата чунтан парăнса ертсе пынăран, çынсене хисепленĕрен ăна ĕçтешĕсем те, халăх та сумлать. Ахальтен мар вăл район Канашĕн депутачĕ, «ПР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» хисеплĕ ята, Салават Юлаев орденне, халĕ ĕнтĕ «Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» сумлă ята тивĕçнĕ.
Пуçаруллă ертÿçĕ «Урал сасси» хаçатăн чи çывăх та шанчăклă тусĕсенчен пĕри. Иртнĕ çырăнтару кампанийĕ вăхăтĕнче кăна хуçалăх шучĕпе хĕрĕх ытла экземпляр хаçат çырăнтарчĕ.
Хисеплĕ Василий Иванович, сире сумлă наградăна тивĕçнĕ ятпа чунтан саламласа çĕнĕ çитĕнÿсем тума çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, хавхалануллă кăмăл-туйăм сунатпăр.
Надежда РОДИОНОВА.
Авăркас районĕ, Нукасак ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: