Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
12 Апрелӗн 2025, 14:00

Чăваш Ен тĕнче уçлăхне вĕçнĕ виçĕ космонавта чыслать

Апрель уйăхĕн 12-мĕшĕнче – Космонавтика кунĕнче – Чăваш Ен хăйĕн паттăрĕсене – Андриян Николаева, Николай Бударина, Муса Манарова – асра тытса тĕрлĕ мероприятисем ирттерет.

Чăваш Ен тĕнче уçлăхне вĕçнĕ виçĕ космонавта чыслать
Чăваш Ен тĕнче уçлăхне вĕçнĕ виçĕ космонавта чыслать

Чăн малтан, паллах, Андриян Григорьевичăн ячĕ мала тухать. 1962 çулта вăл космоса вĕçсе хăпарнă хыççăн пĕчĕк республика çинчен пĕтĕм тĕнче пĕлнĕ. Чăваш кăйкăрĕ орбитăра рекордлă кăтартусем тунă, вĕсене тепĕр ăрури космонавтсем, Мусса Манаровпа Николай Бударин, çĕнетме ĕмĕтленнĕ.
– Юрий Гагаринпа Герман Титов тĕнче уçлăхĕнче çыхăнса вĕçнĕ. Ман умри тĕп тĕллев пиçиххипе çыхăнмасăр, креслоран тухса ирĕклĕ «ишсе» çÿресси тата каялла хамăн вырăна таврăнасси пулнă. Енчен те космонавт хăйĕн вырăнне каялла таврăнса пиçиххипе çыхăнаймасан, вăл вилме те пултарнă. Çакă питĕ пысăх хăрушлăх кăларса тăратнă, – аса илнĕ Андриян Николаев каярах.
Çапах та чăваш каччи умри çак тĕллеве пĕрремĕш вĕçеврех 1962 çулта пурнăçа кĕртнĕ. Ун чухне вăл «Восток-3» караппа Çĕр чăмăрĕ тавра 64 хут вĕçсе çаврăннă. 1965-1969 çулсенче Андриян Николаев Уйăх тавра вĕçсе çаврăнма тата ун çине анса ларма хатĕрленнĕ. Анчах та 1966 çулта Сергей Королев вилсен «уйăх» программа пăчланнă.
Вăхăт иртнĕ май виççĕмĕш космонавта улăштарма чăваш çĕрĕ тата икĕ паттăр çитĕнтернĕ. Раççей Геройĕ Николай Бударин Улатăр районĕнчи Киря поселокĕнче çуралнă. Вăл тĕнче уçлăхĕнче виçĕ хутчен пулнă. «Союз ТМ-21», «Союз ТМ-27» карапсем çинче бортинженер тивĕçĕсене пурнăçланă. Космос çинчен ĕмĕтленесси пĕрремĕш космонавтсен паха тĕслĕхĕсемпе паллашнă хыççăн çуралнă.
– Эсир космонавтсен отрядне мĕнле лекнĕ тесе ыйтсан манра пĕрремĕш ăнтăлу, тĕнче уçлăхне вĕçесси, Гагарин космоса вĕçнĕ хыççăн çуралнă тетĕп. Паллах, Андриян Григорьевич Николаев хистени чылай пулăшрĕ, – мăнаçланса пĕлтерет Раççей Паттăрĕ Николай Бударин.
Муса Манаров тĕнче уçлăхĕнче чи нумай вăхăт хушши пулнипе палăрса тăрать. Вăл Баку хулинче çуралнă, унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Улатăр хулинче иртнĕ. Вăл космосра икĕ хут пулнă. 1988 çулта Союз-ТМ 4» карап çинче бортинженер пулса орбитăра 365 кун та 23 сехет вĕçнĕ. Ăна Совет Союзĕн Геройĕ ята парса чысланă.
Чăваш Ен хăйĕн паттăрĕсене сумлать, хисеплет. Эпир те, аякра пурăнакан йăхташсем, вĕсене манмастпăр, хамăрăн кăйкăрсемпе мăнаçланатпăр.
Юрий МИХАЙЛОВ.

Чăваш Ен тĕнче уçлăхне вĕçнĕ виçĕ космонавта чыслать
Чăваш Ен тĕнче уçлăхне вĕçнĕ виçĕ космонавта чыслать
Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас