Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
18 Июлӗн 2025, 14:00

Татьяна Петрова вĕрентекен – Раççейри конкурс çĕнтерÿçи

Пелепей хулинчи 1№ гимназинчи акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ Татьяна Петрова Пĕтĕм Раççейри конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă. Вăл çĕршыври чи лайăх вĕрентекенсен шутне кĕрсе педагогика ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн паракан премие, 200 пин тенкĕлĕх гранта, тивĕçнĕ.

Татьяна Петрова вĕрентекен – Раççейри конкурс çĕнтерÿçи
Татьяна Петрова вĕрентекен – Раççейри конкурс çĕнтерÿçи

Асăннă конкурс пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕрентÿ программисене пурнăçлакан организацисенчи учительсем хушшинче иртет. Ăна педагогсене вĕрентÿ тата воспитани ĕç-хĕлне лайăхлатма хавхалантарас, пултарулăхĕсене тата професси вăй-халĕсене аталантарма пулăшас тĕллевпе ирттереççĕ.
Татьяна Владимировна Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕнче вĕрентекенсен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вырăнти шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ хыççăн Пушкăрт патшалăх педагогика университетĕнчи ют чĕлхесен факультетĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Вĕрентÿ ĕç-хĕлне Ĕпхÿ хулинчи пушкăрт гимназийĕнче пуçланă, çулталăк хушши Америкăра ĕçлесе пурăннă. 2011 çултанпа Пелепей хулинчи 1№ гимназире вăй хурать.
Татьяна Владимировна – ырă кăмăллă, яваплă çын. Анлă пĕлÿллĕ тата хăй предмечĕпе кăсăкланакан, ачасене юратакан педагога ĕçтешĕсемпе шкул ачисем çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те хисеплеççĕ. Унăн вĕренекенĕсем çулсерен район, республика, Раççей шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссенче, наукăпа практика конференцийĕсенче малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. 2013 çулта Т.В. Петрова Пелепей хулипе районĕнчи вĕрентекенсем хушшинчи «Тайны успеха» муниципаллă конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă. 2014 çулта «Çулталăк вĕрентекенĕ – 2014» республика конкурсне хутшăнса «Чĕрене ачасене паратăп» номинацинче мала тухнă, ПР Вĕрентÿ министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. 2018 çултанпа ют тата тăван чĕлхесен кафедрине ертсе пырать. Педагог «Ачасен укçа-тенкĕ пĕлĕвне уроксем тата класс тулашĕнчи мероприятисем урлă аталантарасси» Республикăри инноваци лапамĕн ĕçне хастар хутшăнать, вăл «Укçа-тенкĕ пĕлĕвĕн никĕсĕсем. Акăлчан чĕлхи» конкурс çĕнтерÿçи шутланать. Çавăн пекех Т.В. Петрована «Пушкăртстанри педагогика династийĕсем» конкурсра çĕнтернĕшĕн ПР Вĕрентÿ министерствин Хисеп хучĕпе, Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен акăлчан чĕлхи олимпиадин регионти тапхăрĕн çĕнтерÿçисене хатĕрленĕшĕн асăннă министерствăн Тав çырăвĕсемпе чысланă.
Татьяна Владимировнăна çак çитĕнÿпе саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, педагогика анинче çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
Надежда РОДИОНОВА.
Пелепей хули.

Татьяна Петрова вĕрентекен – Раççейри конкурс çĕнтерÿçи
Татьяна Петрова вĕрентекен – Раççейри конкурс çĕнтерÿçи
Татьяна Петрова вĕрентекен – Раççейри конкурс çĕнтерÿçи
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас