«Санăн Мускава вĕренме каймалла»
Владимир пĕлтĕр экран çине тухнă «Ландыши. Такая нежная любовь» сериалта ÿкерĕннĕ. Халĕ ăна шăпах телекуравпа кăтартаççĕ. Çак фильм онлайн-кинотеатрсенче лидерсен позицине йышăнать.
Амăшĕ Зинаида Михайловна каланă тăрăх, Володя ачаранах театрпа, литературăпа кăсăкланнă.
– «Безруков артист пек пулас килет манăн», – тетчĕ вăл яланах. Çак шухăш унăн пуçне епле кĕрсе вырнаçнă? Пĕлместĕп. Вăл сăвă калама, кĕнеке вулама питĕ юрататчĕ. Ял, шкул библиотекисене тăтăшах çÿретчĕ. Математикăпа питех туслă марччĕ. Ăна вĕрентекенсем сăвă конкурсĕсене илсе çÿретчĕç. Чылай чухне киле çĕнтерÿпе таврăнатчĕ. Хам шкул столовăйĕнче ĕçленĕрен ывăлăм пĕчĕкренех манпа юнашар пулнă. Астăватăп: ун чухне 5 çулта çеçчĕ вăл. Кĕçĕн класра вĕренекенсемпе урока кĕрсе ларма хăнăхрĕ. Çавăн чухнех шкул енне туртăнатчĕ вăл. Çавна май район хаçатĕнче «Пилĕк çулти Володя 2-мĕш класра вĕренет» заметка пичетленнĕччĕ. Ĕмĕтне пурнăçларĕ вăл. Хăйĕн ĕçне питĕ юратать, – калаçăва пуçăнчĕ Зинаида Михайловна.
Ялти шкултан, 9-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн, Владимир Тяптушкин режиссер-постановщик ĕçне алла илес тĕллевпе Шупашкарти культура училищине вĕренме кĕнĕ. Хăйĕн пултарулăхне вăл Раççей тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Нина Панина патĕнче туптанă. Вĕреннĕ вăхăтрах И.С.Максимов-Кошкинский ячĕллĕ Чăваш халăх театрне çÿренĕ, спектакльсене хутшăннă. Нина Трифоновна унăн ăсталăхне витĕр курса тăнă тейĕн. Ахальтен мар вăл ăна: «Володя, санăн Мускава вĕренме каймалла», – тесе хавхалантарнă. Çакна шута илсе каччă культура училищинчен вĕренсе тухсан Мускаври М.С.Щепкин ячĕллĕ театр училищине пĕлÿ илме çул тытнă.
– «Ан кай, пĕрех кĕрейместĕн. Унта сан пеккисене илмеççĕ», – терĕмĕр ун чухне ăна çемйипех. Анчах вăл пире хирĕçлесе: «Пурпĕрех каятăп», – терĕ. Çапла, ялтан виççĕн кайрĕç вĕсем Мускава, анчах иккĕшĕ кĕреймерĕç. Пирĕн Володьăна вара вĕренме илнĕ. Кун пирки шăнкăравласа пĕлтерчĕ, – аса илчĕ иртнине Зинаида Михайловна.
Вĕреннĕ вăхăтрах студентсене Раççей патшалăх академи Пĕчĕк театрĕнче спектакльсенче рольсем калăплама явăçтарнă. Владимир Тяптушкин Юрий тата Ольга Соломинсем патĕнче ăсталăхне туптанă. Училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн виçĕ çамрăка асăннă театрта ĕçлеме суйласа илнĕ. Вĕсенчен пĕри пирĕн ентеш пулнă.
«Чăвашла юрлама юрать-и?»
Зинаидăпа Юрий Тяптушкинсем виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Аслă ывăлĕсем халĕ Шупашкарта пурăнаççĕ, çемьеллĕ. Володя хальлĕхе авланман.
– Савнийĕ пур, – малалла сÿтĕлчĕ калаçу. – Кăçал кăрлач уйăхĕнче килсе кайрĕç. Çулла выльăх апачĕ хатĕрленĕ вăхăтра та килсе çÿрет ывăлăм. Эпир выльăх-чĕрлĕх чылай тытатпăр. Лаша та пур. Унпа пĕтĕм ĕçе пурнăçлатпăр. Мотоблок та, трактор-машина та пур. Çавах лашана пăрахас килмест. Ăна ачасем те юратаççĕ. Володя та яла килсен тÿрех лаша кÿлсе вăрмана кайма кăмăллать. Хальхинче те хĕрĕпе пĕрле унта çитсе килчĕç. Выльăх чылай тытнăран пирĕн 10 гектар çĕр пур. Унта нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтеретпĕр. Юрать, ачасем килсе çÿреççĕ, пысăк ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Эпир ачасене пĕчĕкренех ĕçпе ÿстернĕ. Аслă ывăлсем яланах ашшĕ çумĕнчеччĕ. Вĕсем ачаранах техникăпа кăсăкланатчĕç. Володьăн вара техника енне питех туртăм çукчĕ. Вăл кĕнеке вулама, пулă тытма кăмăллатчĕ. Çавăн пекех йĕлтĕрпе ярăнма, футболла выляма юрататчĕ. Турник çинче йăтăнасси уншăн чун киленĕçĕ пулнă.
Ывăлĕ Мускав сцени çинче вылянине, кинофильмсенче ÿкерĕннине ашшĕпе амăшĕ тепĕр чухне ĕненмеççĕ те иккен.
– Унăн пĕрремĕш «Склифосовский» фильмне курсан савăннипе куççуль тухрĕ. Ун чухне питĕ хумхантăм. «Нивушлĕ пирĕн Володя калăплать çак сăнара?» – тесе шухăшларăм. Халĕ «Ландыши. Такая нежная любовь» фильма пĕр сиктермесĕр пăхатпăр. Тепĕр чухне ĕç-пуç мĕн çинчен пулнине те ăнкармастăп, ывăлăма пăхса ларатăп. Тăрăшса вылянине сăнатăп. Володя пире, мăшăрпа иксĕмĕре, яланах Мускава спектакль курма чĕнет. Унта çитсе пулмарĕ-ха. Пиччĕшĕсем кайса курчĕç. «1941. Крылья над Берлином» фильма курма эпĕ Шупашкарти кинотеатра ятарласа кайрăм, – терĕ Зинаида Михайловна.
Ывăлĕ хăйне мăнна хуманнине, юлташĕсемпе яланах чăвашла калаçнине пĕлтерчĕ вăл. Дагестана гастроле кайсан вырăнти хăш-пĕр сăмах пирĕн евĕрлĕ пулнине асăрханă каччă. Çавна май хăй чăваш пулнине пĕлтернĕ, лешсем вара çакăншăн савăннă иккен. Мускаври театр училищине вĕренме кĕнĕ чухне пултарулăх енĕпе экзамен тыттаракан комисси пайташĕсенчен: «Чăвашла юрлама юрать-и?» – тесе ыйтнă Владимир Тяптушкин. Педагогсем килĕшнĕ. Юрă мĕн е кам çинчен пулнине тĕпченĕ каярахпа. «Анне çинчен», – тесе хуравланă ентеш. «Хамăр та çавăн пекех шухăшларăмăр çав», – хуравланă Ольга Соломина актриса.
«Володя, эсĕ ÿкерĕннĕ фильм экран çине тухиччен çеç пурăнасчĕ манăн», – тесе каланă иккен Нина Панина ăна час-часах. Шел, çав куна кураймарĕ вăл, вĕренекенĕпе мăнаçланма Турă пÿрмерĕ ăна. Нина Трифоновна 2021 çулта пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Зинаида Михайловна пĕлтернĕ тăрăх, Володя Мускавра вĕреннĕ чухне те унпа çыхăну тытнă. Чăваш Ене килнĕ хушăра Нина Трифоновнăпа курнăçнă. Вĕрентекенне манман вăл. Халĕ те асра тытать, тăван тăрăха килсессĕн унăн вил тăпри çине çитсе килет. Вăхăтĕнче хăйне ура çине тăма пулăшнă педагогсене, çав вăхăтрах шкулти учительсене, ашшĕ-амăшне, тăван-хурăнташне, тав тума пĕлет çамрăк артист. Мĕншĕн тесен унăн кун-çулĕ, пултарулăхĕ Елчĕк çĕрĕнчен пуçланнă-çке. Кунтах унăн - йăх-тымарĕ, тус-юлташĕ те. Ачалăхпа çамрăклăх сукмакне те çакăнтах такăрлатнă.
Владимир Тяптушкин çак фильмсенче ÿкерĕннĕ: «1941. Крылья над Берлином», «Воздух», «Ландыши. Такая нежная любовь», «Контакт», «Склифосовский», «Шифр», «Горький 53» тата ыт те.
Валентина ПЕТРОВА.
Чăваш Ен.
Уçă çăлкуçсенчен илнĕ сăн ÿкерчĕк.