– Кăçал чылай вăхăт заявка пама хăяймарăмăр. Анчах Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейĕ тĕлне çырнă «От войны до войны» юрă, июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче Ржев хулинчи асăну комплексĕ умĕнче янăранăскер, итлекенсен чĕринче тарăн йĕр хăварчĕ. Ăна ыттисем те илтме тивĕç, – тенĕ Олеся.
СВО паттăрĕн мăшăрĕ ăна Курск çĕрĕ çинчен илсе килнĕ. Шăпах ун чухне Олеся гуманитари пулăшăвĕпе Владимир патне кайнă. «От войны до войны» – тĕрлĕ вăхăтри ăрусен çыхăнăвне çирĕплетекен юрă. Конкурса хутшăнма заявкăна юлашки кун панă пулсан та вăл чи илемлĕ 100 юрă шутне кĕнĕ.
Конкурса тăратнă 1000 ытла заявкăран экспертсем чи лайăх юрă композицийĕсене суйласа илнĕ. Çĕр çурма финалист шутĕнче – Раççейĕн 32 регион представителĕ. Экспертсен канашне Раççейри Радио Академийĕн академикĕ, программа директорĕ тата Гордость Радио тĕп редакторĕ Константин Терехов ертсе пынă. Чи лайăх юрăсене РФ халăх артисчĕ Николай Расторгуев ертсе пыракан авторитетлă жюри хак панă.
Конкурс çĕнтерÿçисен юррисем федераллă Гордость Радио эфирĕнче, çавăн пекех Чулхулара август уйăхĕн 31-мĕшĕнче иртекен «Музыка Гордых – 2025» фестивальте янăрĕç. Юрă-кĕвĕ уявне Николай Расторгуевăн фончĕпе пĕрле Гордость Радио, Культура пуçарăвĕсен Президент фончĕпе Чулхула облаçĕн Правительстви пулăшу панипе йĕркелĕç.
– Фестивале паллă артистсемпе пĕрле хутшăнни уйрăмах савăнтарать. «Музыка Гордых» – питĕ илемлĕ фестиваль, чи лайăххисенчен пĕри, çавăнпа унта хутшăнни мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Унти юрăсем мăнаçлăн янăраççĕ, вĕсем шанма тата кĕтме пулăшаççĕ. Патриот пулни – начар мар, хисеплĕ, – хăйсен шухăшне пĕлтернĕ Олеся Спиридоновапа Владимир Денисов.
Ирида НОВИКОВА.
Çтерлĕ хули.