Чăваш Енĕн тĕп хулине Атӑлçи тата Урал федераллă округсенчен 500 наставник килсе çитнĕ. Вĕсем – тӗрлӗ тытӑмра тӑрӑшакансем – ҫамрӑк специалистсене ӗҫе хӑнӑхтараҫҫӗ, хӑйсен паха опычӗпе паллаштараҫҫӗ. Кӑҫал конкурсра уйрӑмах ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тимлӗх уйӑрнă. Ăмăрту виçĕ кун хушши – август уйăхĕн 11-13-мĕшĕсенче – пынă.
Хисеплӗ хӑнасен йышӗнче Раҫҫей Геройӗ, Луганск Халӑх Республикин Геройӗ, Хăюлăх орденне 5 хут тивӗҫнӗ Артем Чумаров пулнă. Вăл наставникӑн чи малтанах ыттисемшӗн тӗслӗх, ҫавӑн пекех тÿрӗ кӑмӑллӑ ҫын пулмаллине палăртнă. «Патриот вӑл – Тӑван ҫӗршыва алла пӑшал тытса хÿтӗлекен кӑна мар, ҫӗршыв малашлӑхӗшӗн, тӑнӑҫлӑхӗшĕн тӑрӑшакан», – тенĕ Раççей Геройĕ.
Конкурс 5 номинаципе иртнĕ. Çав шутра СВОна хутшӑнакансемпе ветерансене уйрӑм палӑртнă. Унсăр пуçне патриотла воспитани парас енӗпе 20 ҫул ытла ӗҫлекен педагогсемпе инструкторсем валли «Тава тивӗҫлӗ наставник» номинаци йӗркеленӗ.
Раççей шайĕнчи тупăшăва Пелепей хулинчи шкул-интернатра советник пулса тăрăшакан Елена Петрова хутшăннă. Пултаруллă педагог Пушкăртстан Республикин чысне тивĕçлĕ хÿтĕленĕ, çурма финала тухнă. Елена Валериевна «Опытлă наставник» номинацире професси ăсталăхне кăтартнă.
Е.В. Петрова Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ял Канашне кĕрекен Петровка ялĕнче çуралнă. Михайловка шкулĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн Пелепей хулинчи педагогика училищинче вĕреннĕ. Каярах çивĕч ăслă та анлă тавра курăмлă вĕрентекен М.Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университетĕнче ăс пухнă. Хăйĕн пурнăçне педагогика ĕçĕпе çыхăнтарнă чăваш хĕрарăмĕн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 27 çулпа танлашать. Çирĕм çиччĕшĕ те шкул-интернат стенисен хушшинче иртнĕ.
– «Советник» должноçĕ вĕрентÿ тытăмне нумаях пулмасть кĕнĕ. Эпир çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани памалли тухăçлă мелсене шыратпăр. «Ячĕшĕн мар» наставниксен Пĕтĕм Раççейри конкурсăн çурма финалĕнче пĕр шухăшлă çынсен пулăшăвне, пире пĕр тĕллев – ачасене Тăван çĕршыва юратма, хисеплеме вĕрентесси – пĕрлештернине туйма пултартăм. Шăпах кунта мана канăç паман ыйтусен хуравĕсене тупрăм. Практика занятийĕсем эпĕ пĕлекен меслетсемпе мелсене анлăлатма пулăшрĕç, малашне хаваспах вĕсемпе усă курăп, – кĕскен хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ пултаруллă вĕрентекен.
«Ячĕшĕн мар» наставниксен конкурсĕн финалĕ октябрь уйӑхӗнче Хусанта иртĕ. Унта федераллă округсенче палӑрнӑ чи пултаруллӑ 400 наставник тупӑшӗ, 100-шĕ çеç çĕнтерÿçĕ ята тивĕçĕ. Эпир Елена Валериевнана ăнăçу сунатпăр!
Ирида МАТНИЯЗОВА. Пелепей хули.