Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
8 Октябрӗн 2025, 09:00

Тивĕçлисене – наградăсем

Вĕрентекен кунĕ умĕн Авăркас районĕнчи Культура керменĕнче чаплă мероприяти иртнĕ.

Арслан Шагаретдиновпа Юлия Кириллова
Арслан Шагаретдиновпа Юлия Кириллова

Кунта хăйсен ĕçĕн чăн-чăн ăстисене чысланă. Вĕсен хушшинче паллă та чаплă вĕрентекенсем, шкул директорĕсемпе педагогика ĕçĕн ветеранĕсем пулнă. Мероприятие ертсе пыракан Ильяс Батыргариев тележурналист кашнине валли ăшă сăмах тупнă, Ĕпхÿпе Çтерлĕ хулисенчи тата районта вăй хуракан культура ĕçченĕсем ташă-юрă номерĕсемпе савăнтарнă.
ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн ăслăлăх, вĕренÿ, культура, çамрăксен политикин тата спорт енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ Загир Хакимов депутат, Авăркас район администраци пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов, районти вĕренÿ пайĕн ертÿçи Рустам Гилязетдинов педагогсене ăшшăн саламланă, наградăсем парса чысланă.

Арслан Шагаретдиновпа Алевтина Артемьева
Арслан Шагаретдиновпа Алевтина Артемьева

Çапла пысăк чыс-сума тивĕçнисен шутĕнче Алевтина Артемьевапа Юлия Кириллова пулнине палăртса хăвармалла. Пысăк ăсталăхлă тата пуян опытлă вĕрентекенсене «Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ сферин хисеплĕ ĕçченĕ» ята парса чысланă. Алевтина Пантелеевна Степановка ялĕнчи шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет, Юлия Николаевна Таштамакри пĕлÿ çуртĕнче кĕçен классене ăс парать.
– Авăркас районĕнчи вĕренÿ пайĕн методисчĕсене пысăк пулăшу панăшăн, вырăнлă та ăслă канашсемшĕн, Степановка шкулĕн коллективне ăнланупа хисепшĕн, ырă сăмахсемшĕн чĕререн тав тăватăп, – тенĕ салам сăмахĕсене йышăннă май Алевтина Артемьева.
Ирида МАТНИЯЗОВА. Авăркас районĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас