Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
24 Октябрӗн 2025, 10:00

Чăваш хĕрне Хусанта чысланă

Арина Федорова студентка – кăçалхи август уйăхĕнче Пушкăртстанра иртнĕ Регионсем хушшинчи чăваш çамрăкĕсен иккĕмĕш форумне хутшăннă çамрăксенчен пĕри. Вăл вĕренĕве обществăлла ĕçсемпе ункайлă çыхăнтарма пултарать. Арина форумра та хăйне пуçаруллă та тĕрлĕ енлĕ аталаннă çамрăк пулнине çирĕплетрĕ, малашлăх планĕсемпе пурăннине кăтартса пачĕ. Çакна аяларах илсе кăтартнă пулăм та çирĕплетет.  

Чăваш хĕрне Хусанта чысланă
Чăваш хĕрне Хусанта чысланă

Октябрь уйăхĕн 11-17-мĕшĕсенче Тутарстан Республикин тĕп хулинче, Хусанта, «Ячĕшĕн мар» («Быть, а не казаться») наставниксен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн финалĕ иртнĕ. Хăйне евĕрлĕ тупăшăва çĕршыв президенчĕн Владимир Путинăн хушăвĕпе иккĕмĕш хут йĕркеленĕ. Унта федераллă округсенче палăрнă чи пултаруллă 400 наставник хутшăннă, 100-шĕ çеç çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. 

Пысăк чыса тивĕçнисен шутĕнче Пушкăртстан Республикинчи Çтерлĕ хулинче çуралса ÿснĕ пирĕн Арина Федорова пулнине палăртма кăмăллă. Чăваш хĕрĕ Эрĕнпурти патшалăх университетĕнче вĕренет. Çав вăхăтрах аслă шкул çумĕнчи «Эпĕ мăнаçланатăп» («Я горжусь») студентсен патриот клубĕн ачасемпе ĕçлекен сектор ертÿçи пулса тухăçлă ĕçлет. Арина хăйĕн ăсталăхне кăтартса «Пуçлакан наставник» («Начинающий наставник») номинацире палăрнă. Пулас педагогсене, инструкторсене, ăсчахсене, патриотла клубсен директорĕсене Раççейри çамрăксен Раççей патриот центрĕн ертÿçин советникĕ Алиас Авидзба тата Малтисен юхăмĕ правлени председателĕн çумĕ Ксения Янова дипломсемпе асăнмалăх парнесем парса чысланă.

– Пысăк ĕç туса ирттернĕ: презентацие хатĕрленесси, пуçарусене хÿтĕлесси, ĕçлĕ тата çарпа патриотла вăйăсем, вĕренÿ программисенчен тăракан пĕрлешÿ мана хавхалану кÿчĕç, çĕнĕ юлташсенчен нумай çĕннине вĕренме майсем пуррине çирĕплетрĕç, –­ палăртнă пултаруллă чăваш хĕрĕ чыслав хыççăн. 

Арина, çак çĕнтерÿ саншăн çĕнĕ çитĕнÿсен палли пулса тăтăр!

Ирида НОВИКОВА. Хусан хули.

Чăваш хĕрне Хусанта чысланă
Чăваш хĕрне Хусанта чысланă
Чăваш хĕрне Хусанта чысланă
Чăваш хĕрне Хусанта чысланă
Чăваш хĕрне Хусанта чысланă
Чăваш хĕрне Хусанта чысланă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас