Кăçал ăна Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа Мускавра йĕркелерĕç. Конкурса хутшӑнакансем вилӗмсӗр «Нарспи» поэмăри сыпӑка е чăвашла, е вырăсла пăхмасăр илемлĕ вуласа пачӗҫ. Кунта сӑвӑ вулакансем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен хутшӑннӑ. Ĕпхÿ наука тата технологисен университечĕн Ҫтерлӗ филиалӗн пушкӑрт тата тĕрĕк филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕренекен 4-мӗш курс студентки Ольга Никитина (ертÿçи – Л.А. Афанасьева доцент) тата 5-мӗш курс студенчӗ Константин Петров (ертÿçи – Л.В. Коротаева доцент) çĕнтерÿçĕсен ятне илме тивĕç пулчĕç. Вĕсем Константин Ивановăн илемлӗ «Нарспи» поэмăн сыпӑкĕсене вуласа хăйсен талантне уçса пачӗҫ.
Эпир ҫӗнтерӳҫӗсене пӗтӗм чунтан ӑшшӑн саламлатпӑр! Малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем, ӑнӑҫусем сунатпӑр!
Лариса КОРОТАЕВА, филологи наукисен кандидачĕ.
Константин Петров тата Ольга Никитина:
– Эпир, ĔНТУ Ҫтерлӗри чӑваш уйрӑмӗн вĕрентекенĕсемпе вӗренекенĕсем, Мускавра ҫакӑн пек çÿллĕ шайра конкурс ирттерекенсене, йӗркелекенсене тата ертӳҫисене пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр! Малашне те чӑвашлӑхпа çыхăннă конкурссем пулсах пыччӑр, ҫамрӑк ӑру хутшӑнсах тăтăр! Кун пек конкурссем ирттерни ытларах ҫамрӑксемшĕн питӗ усӑллӑ, мӗншӗн тесен ҫапла хутшӑнса пырсан чӑвашлӑх пӗтмӗ тесе шутлатпӑр. Кашни халӑхшӑн хӑйӗн чӗлхи хаклӑ. Пирӗншӗн вара – чăваш чӗлхи!