Пур хыпар та
Пĕлĕр, пирĕннисене
27 Кӑрлач , 09:00

Кашни çырлана – тимлĕхпе юрату

Шаран районĕнчи Хурамал ялĕнче пурăнакан Наталья Андриянова усламçă «Хĕрарăм – çулталăк директорĕ» Пĕтĕм Раççейри конкурсăн республика тапхăрĕнче «Ертÿçĕ-хавхалантаруçă» номинацире мала тухнă.

Кашни çырлана – тимлĕхпе юрату
Кашни çырлана – тимлĕхпе юрату

Наталья Николаевна 2011 çултанпа сад пахчи ĕрчетет. Çавăн пекех хĕрарăм Ĕрĕкмен (Рождественка) ялĕнче 30 гектар çинче çĕр çырли çитĕнтерекен Олег Дмитриев куккăшне пулăшма мехел çитерет.

Ĕçчен те тăрăшуллă хĕрарăм тăванĕнчен пухнă опычĕпе халĕ хăйĕн ĕçне аталантарас ĕçре усă курать. 2020 çултан пуçласа Наталья 1,5 гектар çинчен пылак та усăллă çырлан пысăк тухăçне пуçтарса илет. Паянхи кун улма-çырла плантацийĕсем 11 гектарпа танлашаççĕ. Вĕсенчен 7 гектарне çĕр çырли йышăнать, иккĕшне – хăмла çырли, тепĕр иккĕшне – пан улми сачĕ.

Наталья Николаевна ĕçре телей тупнă тесе калама пулать. Мĕншĕн тесен юратнă ĕçĕ ăна савăнăç кÿрет.
– Кашни çырлана тимлĕхпе юрату ытамĕнче çитĕнтерме тăрăшатăп. Пысăк тухăç паракан çĕнĕ сортсем – «Мурано», «Соната», «Сирия», «Купчиха», «Елизавета» туянатăп. Шăпах вĕсем шултра та пылак çырла параççĕ, – каласа парать хĕрарăм.

2025 çулхи çырла сезонĕ тухăçлă пулнă. Çĕр çырли çитĕнтересси çемье ĕçне çаврăннă ĕнтĕ. Натальăна ашшĕпе амăшĕ Николай Васильевичпа Елизавета Мефодиевна Яковлевсем тата Ксенияпа Константин ачисем пулăшаççĕ.

Наталья Андриянова Шаран районĕнче çулсерен иртекен «Çĕр çырлин тăрăхĕ» гастрономи турне хастар хутшăнать. «Ертÿçĕ-хавхалантаруçă» титул тăрăшуллă çын хăйĕн ĕçне çирĕп тытса пыма пултарнине çирĕплетсе парать.

– Мичуринск ял хутлăхне кĕрекен ялсенче пурăнакан ĕçченсене, чылай çул хушши манран çырла туянакансене чунтан тав тăватăп. Пурне те иртнĕ уявсен ячĕпе ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх тата тăнăç пурнăç сунатăп. Чаплă награда тата та тăрăшса ĕçлеме хистет, çынсене малашне те тутлă çырлапа савăнтарма тăрăшăпăр, – сăмаха вĕçлерĕ Наталья Андриянова.

Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ, Хурамал ялĕ.

Кашни çырлана – тимлĕхпе юрату
Кашни çырлана – тимлĕхпе юрату
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас