

Кăçал конкурса çĕршывăн 15 регионĕнчен 500 ытла заявка килнĕ. Çав шутра Чулхулапа Эрĕнпур тата Челябинск облаçĕсем, Ханты-Манси автономи округĕ, Мари Элпа Тутарстан, Удмурти республикисем, Краснодарпа Пермь крайĕсем тата Мускав хули пулнă.
Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ялĕнчи библиотекăра вăй хуракан, аваллăха упрама мехел çитерекен, волонтер, ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрăн амăшĕ Ольга Патраева «Хĕрарăм – наци амăшĕ» X Пĕтĕм Раççейри конкурс финалисчĕ пулса тăнă. Чăваш чунлă хĕрарăм «Ағинәй» номинацире мала тухса Диплом илме тивĕçнĕ.
Ольга Серафимовна – ялăн чунĕпе чĕри, пулăшу кирлисене тĕрев парать, ачасемпе аслисем валли мероприятисем ирттерет, пĕр ял çыннисене ырă ĕç тавра пухма пултарать. Унăн ырă кăмăлĕ Усăллă ялĕнче ăшă та юлташла лару-тăру йĕркелеме май çитерет.
- Манăн ĕçе пысăк хак пани хумхантарса ячĕ. Асăннă награда – пĕтĕм ял тивĕçĕ. Çемьене, юлташсемпе пĕр ял çыннисене пулăшу панăшăн чунтан тав тăватăп. Малашне те тăван районшăн, пулас ăрусемшĕн тăрăшса ĕçлĕпĕр, - тенĕ Ольга Серафимовна чыслав церемонийĕ хыççăн.
Ольга Патраевана пысăк сума тивĕçнĕ ятпа ăшшăн саламлатпăр.