Пĕлĕр, пирĕннисене
10 Апреля , 05:00

Суук-Чишма вĕрентекенĕ лауреат ятне тивĕçнĕ

Февраль уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа март уйăхĕн 23-мĕшĕччен пирĕн республикăра йăлана кĕнĕ «Пушкăртстанри çулталăк вĕрентекенĕ» конкурс иртнĕ. Асăннă конкурс витĕмĕпе иккĕмĕш çул ĕнтĕ «Тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕ» професси ăсталăхĕн конкурсĕ те йĕркеленет. Çак пулăм регионти вĕрентÿ тытăмне аталантарас ĕçре пĕлтерĕшлĕ тапхăр пулса тăнă, педагогсемпе общественноçăн кăмăлне кайнă.

Суук-Чишма вĕрентекенĕ лауреат ятне тивĕçнĕСуук-Чишма вĕрентекенĕ лауреат ятне тивĕçнĕ
Суук-Чишма вĕрентекенĕ лауреат ятне тивĕçнĕ

Асăннă мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ тăван чĕлхене халăх хушшинче сарасси, тăван чĕлхепе литература учителĕн ят-сумне ÿстересси, педагогсен чи лайăх практикине тупса унпа ыттисене те паллаштарасси пулса тăрать. Конкурс Пушкăртстанăн культура нумай енлĕхне сыхласа хăварма тата вĕрентÿ хутлăхĕнче тăван чĕлхе статусне çирĕплетме пулăшать.
Кăçал конкурса республикăри тĕрлĕ районсемпе хуласенчен тăван (вырăс, пушкăрт, тутар, чăваш, мари) чĕлхипе литературин 20 вĕрентекенĕ хутшăннă. Конкурсантсем профессионализмне тата хăйсен ĕçне чунтан юратнине çирĕплетнĕ. Вĕсен хушшинче опытлă преподавательсем те, çĕнĕ шухăшсемпе, мелсемпе паллашма хатĕр çамрăк специалистсем те пулнă.

Конкурс темиçе тапхăртан тăнă. Пĕрремĕш «Урок» тапхăрта унта хутшăнакансене жюри умĕнче урок ирттерме сĕннĕ. Уроксем тĕрлĕ форматсемпе тата мелсемпе палăрнă. Вĕрентекенсем уроксене хальхи технологисемпе тата интерактивлă вĕрентÿ меслечĕсемпе усă курса ирттернĕ. «Шкул ачисемпе калаçни» тапхăрта конкурсантсем шкул ачисене воспитани парас тата социализацилес енĕпе хăйсен ăсталăхĕсене кăтартнă, вĕренекенсемпе социаллă пĕлтерĕшлĕ çивĕч темăсене сÿтсе явнă. «Мастер-класс» вăхăтĕнче конкурсантсем тăван чĕлхепе литературăна вĕрентес тĕлĕшпе хăйсен инновацилле мелĕсемпе, планĕсемпе паллаштарнă. «Педагогика лару-тăрăвĕсем» тапхăрта конкурсантсем кăткăс педагогика саманчĕсене тухăçлă тишкерме тата татса пама пултарнине кăтартса панă, професси компентентлăхне, педагогика пултарулăхне тата вĕренÿ процесĕ вăхăтĕнче сиксе тухакан тĕрлĕ лару-тăрăва хăнăхма пĕлнине çирĕплетнĕ. «Министрпа калаçни» тапхăрта конкурсантсем регионти ĕç тăвакан власть органĕсен вĕрентÿ сферинчи представителĕсен ыйтăвĕсем çине хуравланă, тăван чĕлхесене вĕрентес ĕçĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе аталану малашлăхне сÿтсе явнă. Пур тапхăр пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх жюри çĕнтерÿçĕсене палăртнă.

Çак сумлă ăмăртура Кармаскалă районĕнчи Суук-Чишма шкулĕнче тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕ Альбина Петровна Петрова (сăн ÿкерчĕкре сулахайри) хамăр культурăпа, чĕлхепе тивĕçлĕн паллаштарса лауреат ятне тивĕçнĕ.

 

Суук-Чишма вĕрентекенĕ лауреат ятне тивĕçнĕ
Суук-Чишма вĕрентекенĕ лауреат ятне тивĕçнĕ
Суук-Чишма вĕрентекенĕ лауреат ятне тивĕçнĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас