Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ

Кайăк хитре - тĕкĕпе, этем - ырă ĕçĕпе

Çтерлĕ хулинчи «Эреш» фольклорпа театр студийĕ тухăçлă ĕçлени, унăн репертуарĕнчи уйрăмах халăх фольклорĕпе, йăли-йĕркипе çыхăннă юрă-кĕвĕ, аваллăха сăнласа паракан сюжетсем куракансен кăмăлне кайни каламасăрах паллă. Студие филологи наукисен кандидачĕ Елизавета Иванова ертсе парать.

Кайăк хитре  - тĕкĕпе, этем - ырă ĕçĕпеКайăк хитре  - тĕкĕпе, этем - ырă ĕçĕпе
Кайăк хитре - тĕкĕпе, этем - ырă ĕçĕпе

2025 çулта пултарулăх коллективĕн хастарĕсем Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ тĕле çĕнĕ программа хатĕрленĕччĕ. Вĕсем республикăн чылай районне çитсе куракансене тарăн шухăшлаттарма пултаракан «Салтак арăмĕсем» спектакль лартрĕç. Ăна вăрçăн хаяр çулĕсенче тылри хĕрарăмсен паттăрла ĕçне халалланă. Спектакльти пулăмсем куракансене çĕршывшăн чи йывăр вăхăтсене илсе çитернĕ, хĕрарăмсен кăмăл-туйăмĕсене (савăнăçпа юрату, инкекпе шанчăклăх) туйса илме пулăшнă.
Асăннă тема актуаллă, вăл паянхи куншăн та çивĕч тăрать. Юрă-кĕвĕ тата театрализациленĕ композицие чăваш çыравçисемпе поэчĕсен тата драматургĕсен хайлавĕсем (Н.Терентьев «Куккук çаплах авăтать», Ю.Скворцов «Уках хурăнĕ» тата ыттисем) тăрăх хатĕрленĕ. Унсăр пуçне Г.Хирбюпе А.Асламас чăваш композиторĕсен кĕввисемпе усă курнă.
Эрешсем спектакле халăх умне тивĕçлĕ шайра кăларас тесе нумай тăрăшни куç кĕретех. Ĕçне кура сумĕ тесе ахальтен каламасть чăваш. Пултарулăх коллективĕн ăсталăхĕпе пултарулăхне Раççей шайĕнче пысăк хак панă. Çак кунсенче Çтерлĕ хулинчи «Эреш» фольклорпа театр студийĕ тыл ĕçченĕсен паттăрла историйĕсене илемлĕ сăмах урлă пропагандăланăшăн, Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисен астăвăмне упранишĕн тата хисепленишĕн Раççейри Халăхсен çурчĕн (Мускав хули) Хисеп хутне илме тивĕçнĕ.

Паллах, çитĕнÿ тăвасси пултаруллă ертÿçĕрен, унăн тăрăшулăхĕнчен нумай килет. Елизавета Иванова çакăн пек тĕлĕнмелле маттур çынсенчен пĕри шутланать. Пултарулăх çăлкуçĕ тапса тăракан хĕрарăм ăслăлăх ĕçне те кÿлĕннĕ, Пушкăртстанри чăвашсен Канашĕн Çтерлĕ хулинчи уйрăмне те ертсе пырать. Сăмах май, апрель уйăхĕн 14-мĕшĕнче вăл хăйĕн çавра çулне паллă тунă. Чăваш чунлă, чăваш юнлă Елизавета Ильиничнана иртнĕ юбилей ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, тулăх пурнăç, нумай çул савăнса пурăнма, куракансене çÿллен çĕнĕлĕхсемпе савăнтарма сунатпăр.

Ирида НОВИКОВА. Çтерлĕ хули.

Кайăк хитре  - тĕкĕпе, этем - ырă ĕçĕпе
Кайăк хитре - тĕкĕпе, этем - ырă ĕçĕпе
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас