Урал сасси
+8 °С
Облачно
Пĕлĕр, пирĕннисене
7 Октября , 04:00

Чи пултаруллă вĕрентекенсене чысланă

Октябрь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Пушкăртстан Республикин правительствин çуртĕнче педагогика ĕç-хĕлĕнче пысăк çитĕнÿсем тунă Раççей Федерацийĕн чи пултаруллă вĕрентекенĕсене чысланă. Вĕсем 200-шер пин премисене тата дипломсене тивĕçнĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Чи пултаруллă вĕрентекенсене чысланăЧи пултаруллă вĕрентекенсене чысланă
Чи пултаруллă вĕрентекенсене чысланă

Наградăна тивĕçнĕ 39 вĕрентекен хушшинче чăвашсем пулни – Кармаскалă тăрăхĕнчи Тинӗскӳл шкулĕн тăван чĕлхепе литература вĕрентекенĕ Людмила Павлова, Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка вăтам шкулĕнчи химипе биологи вĕрентекенĕ Надежда Васильева, Авăркас тăрăхĕнчи Пишкайăн шкулĕнчи химипе биологи вĕрентекенĕ Марина Петрова – пулни пире савăнтарать, мăнаçлантарать.

Асăннă çитĕнÿ сирĕн пысăк профессионализмпа хăвăр ĕçĕре чунтан парăннине çирĕплетекен çутă тĕслĕх, учитель профессине суйласа илме ĕмĕтленекен çамрăксене хавхалантармалли мел тата республикипех мăнаçланмалли сăлтав. Людмила Николаевна, Надежда Евдокимовна, Марина Владимировна, сире сумлă наградăна илнĕ ятпа чунтан саламлатпăр, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, çĕнĕ çитĕнӳсем сунатпăр.

Çавăн пекех çак кун вĕрентÿ сферин 43 ĕçченне «Çут ĕç отличникĕ» федераллă паллă парса чысланă. Асăннă наградăна ĕçри çитĕнÿсемшĕн тата вĕрентÿ сферинче вăрах вăхăт хушши (15 çултан кая мар) ĕçлекенсене параççĕ.

 

Чи пултаруллă вĕрентекенсене чысланă
Чи пултаруллă вĕрентекенсене чысланă
Чи пултаруллă вĕрентекенсене чысланă
Чи пултаруллă вĕрентекенсене чысланă
Чи пултаруллă вĕрентекенсене чысланă
Чи пултаруллă вĕрентекенсене чысланă
Чи пултаруллă вĕрентекенсене чысланă
Чи пултаруллă вĕрентекенсене чысланă
Автор:Надежда Родионова