Пур хыпар та
Пĕрлешÿ ĕçĕ-хĕлĕ
26 Нарӑсӑн 2020, 16:19

Тăван чĕлхе Урман-Бишкадак ялне илсе çитерчĕ

Февраль уйăхĕн 14- мĕшĕнче эпир, Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗн хастарĕсем – унăн ертӳҫи Федор Кузьмин, ертÿçĕн ҫумӗ Юрий Петров, çак йĕркесен авторĕ тата Çтерлĕ хулинчи 6№ библиотекӑн ертӳҫи Валентина Зорина - Ишимбай районӗнчи Урман-Бишкадак ялӗнче пулса килтӗмӗр.

Февраль уйăхĕн 14- мĕшĕнче эпир, Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗн хастарĕсем – унăн ертӳҫи Федор Кузьмин, ертÿçĕн ҫумӗ Юрий Петров, çак йĕркесен авторĕ тата Çтерлĕ хулинчи 6№ библиотекӑн ертӳҫи Валентина Зорина - Ишимбай районӗнчи Урман-Бишкадак ялӗнче пулса килтӗмӗр.
Ку тӗлпулу Ишимбай хулинчи наци центрӗн ертӳҫи Марс Сагадеев тӑрӑшнипе пулса иртрӗ. Вырӑнти чӑвашсемпе курнӑҫса чуна уçса калаçрăмăр, хамăра тата пухăннă халăха канăç паман ыйтусене сÿтсе яврăмăр, вĕсене татса памалли çул-йĕр шырарăмăр. Федор Васильевич пӗрлешӗвӗн тӗп тӗллевӗсемпе малашлăх планне кӗртнӗ ӗçсем ҫинче тӗплӗн чарăнса тачĕ. Юрий Анатольевичпа ҫак йӗркесен авторӗ, Валентина Юрьевна Ҫтерлӗ хулинчи Чӑваш наципе культура автономийӗн ӗҫӗ-хĕлĕпе паллаштарчӗҫ.
Чӑвашсем пӗр чӑмӑра пуҫтарӑнса, пӗр-пӗрне пулӑшса, ӑнланса пурӑнмалла. Çак шухăша мероприяти вăхăтĕнче пухăннисем пĕрре мар палăртрĕç. «Тӑван чӗлхе кашни халӑхӑн тӗлӗнмелле пысӑк пуянлăхӗ пулса тӑрать. Вăл нацие пӗр чӑмӑра пухаканни» - теççĕ. Чăн та, тӑван чӗлхе пире пӗрлештерсе тӑрать. Чӑваш чӗлхине упраса, халӑх хушшинче сарас тесен эпир сирӗнпе пӗрле ырми-канми ӗҫлеме тивĕç. Пирӗн, чăваш общество пĕрлĕхĕсен, паянхи кун тӑван чӗлхене упраса хӑварасси тӗп тӗллев пулса тӑрать. Хулара кӑна мар, ялсенче те ачасем вырӑсланса пыраҫҫӗ. Çак пулăм чӑвашсен пурнăçĕнче кӑна мар, ытти халӑхсенче те вăй илсе пыни палăрать. Апла пулсан проблеми пĕрре. Анне чӗлхи ан ҫухалтӑр тесе эпир тӑрӑшмасан, çак ĕçе кам хӑй ҫине илӗ? Марс Нарсовича та çак ыйту канăç памасть. Вăл пирӗнпе тачӑ ҫыхӑну тытса ҫак пархатарлӑ ӗҫре май пур таран пулăшма хатӗр. Эпир те хамăр енчен çак ырă сĕнĕве хапăлласа йышăнатпăр, пĕрле ĕçлеме хирĕç маррине пĕлтеретпĕр.
Людмила МАРКИНА. Ишимбай районĕ.
Читайте нас в