Зал пăлханнине кура, чылайăшĕ çĕнтерÿçĕсем камсем пулассине малтанах пĕлсе тăнă тейĕн.
- Парнесене тивĕçнисен хушшинче - талантлă вĕренекенсем, - палăртрĕ Иван Тарасов шкул директорĕ. - Мĕн вăл пысăк талант тени? Чăн малтан вăл - пĕлÿ тĕнчине (ÿкерес, вулас, ташлас, музыка енĕпе) ăнкарни тата хушнă ĕçе творчество туйăмĕпе пурнăçлани, яваплă, тÿсĕмлĕ, хастар, çирĕп тĕллевлĕ пулни.
Акă фанфара сассипе Олег Федорова Гран-припе чысларĕç. Çак хисепе вăл иккĕмĕш çул тивĕçет ĕнтĕ. 1 степеньлĕ диплома тата Прасковья Коринăн премине вĕренÿре, ĕçре хастар Анна Михайлова, Агата Михайлова, Аделя Исалиева, Мария Погодина тивĕçрĕç. Иккĕмĕш степеньлĕ диплом Ксения Борисовăна, Вероника Никитинăна, Илья Никитина, Никита Кузьмина, Мария Новоселовăна лекрĕ. Виççĕмĕшне Булат Ахмедьянова, Павел Егорова, Юлия Федоровăна, Анастасия Кузнецовăна, Алсу Шаеховăна пачĕç. Вун пилĕк вĕренекен Тав çырăвне тивĕçрĕç, тантăшĕсем вĕсене тăвăллăн алă çупса саламларĕç.
Яланхи пекех вĕренÿ çулне вĕçлесе пулас ÿнерçĕсем, краеведсем, алă ăстисем, инженерсем, юрăçăсем, ташăçăсем, педагогсемпе нумай чĕлхе пĕлекенсем çулталăк тăршшĕпе туптанă пултарулăхĕсене кăтартса пачĕç. Галина Кириллова, Вера Тарасова, Эльвира Михайлова, Любовь Пашина, Анна Алексеева, Олеся Дмитриева, Екатерина Емельянова, Ирина Андреева, Петр Петров вĕрентекенсем тыткăна илекен мастер-классем ирттерчĕç.